Мĕшĕл

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Чăваш Ен гербĕ Чăваш Ен ялавĕ
Герб Ялав
Мĕшĕл Mĕšĕl
Патшалăх Раççей Федерацийĕ
Республика Чăваш Республики
Район Сĕнтĕрвăрри районĕ
Ял тăрăхĕ … ял тăрăхĕ
Лаптăк км²
Халăх йышĕ (2006)
Йышлăхĕ /км²
Телефон префиксĕ +7 83xxx
Почта индексĕ
Геогр. широти Ç/N
Геогр. долготи
Вăхăт тăрăхĕ UTC+3, çулла UTC+4
ОКАТО (код)

Мĕшĕл, MĕšĕlЧăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи ял.

Тавралăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Этимологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ял ячӗ Мӗше юханшыв ятӗнчен пулса кайнӑ (Мӗше + ел)[çăлкуçа кăтартмалла][ҫӑлкуҫа палӑртмалла] .

А.С. Степановӑн «О том, что помню, и о тех, кого люблю»[1] кӗнекинче Мӗшӗл ялӗ пуҫланса кайни пирки ҫапла ҫырса кӑтартни пур:

Мӗшӗл — хӗрарӑм ячӗ. Яла пуҫарса яраканӗ Актарӑн, Айтарӑн тата Токтайӑн виҫӗ ывӑлӑн качча кайман аппӑшӗ пулнӑ. Виҫӗ ывӑлӗ виҫӗ ял никӗсленӗ — Тутайкасси, Акчура тата … (Акташево, Айларово и Тотайкасси). Мӗшӗл шӑллӗсенчен уйрӑлса вӑрманта хӑйне валли пушӑ вырӑн хатӗрленӗ те ял никӗсленӗ. Яла вӑл хӑйӗн ятне панӑ[2].

Ҫав кӗнекерех яла Ҫичӗпӳрт ҫыннисем никӗслеме пултарни ҫинчен те каланӑ. Вӑл ял Хурӑнлӑ ҫул патнерех вырнаҫнӑ пулнӑ.

А.С. Степанова асаилӳ кӗнекинче Мӗшӗл ялне икке пайлакан юханшыва Мӗшӗл ҫырми тесе палӑртать. Ҫапла май вара Урхас Кушкӑ ял патӗнчен юхса тухса Мӗшӗл патӗнчен иртсе Енӗше юхса кӗрекен шыва Мӗшӗл ятлӑ теме май пур[1].

Вырӑсла хутсенче маларах ял ятне Мижуль тесе ҫырни тӗл пулать.

И.С. Дубанов хӑйӗн «Географические названия Чувашской Республики» кӗнекере ял ячӗ «мӗшӗлти» сӑмахран[3] пулма пултарнӑ тесе кӑтартать. Ахӑртнер, ку йӑнӑш, «халӑх этимологийӗ» шайӗнчи верси кӑна.

Вырăнти топономика[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мĕшĕлте 7 урам: Хăрах урам, Ваçли картиш, Пуян картиш, Пилĕк килли, Малтикас, Шака (е Шапа) çырми, Лешайкки.

Ял кун-ҫулӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ял малтан урӑх вырӑнта вырнаҫнӑ пулнӑ тет. Халь вӑл вырӑна Акка варри[4] теҫҫӗ.

Мӗшӗл ялĕ XX ĕмĕрте[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1917 çултанпа 1927 çулчен Шупашкар уесĕн Шемшер вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Сĕнтĕрвăрри районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Шупашкар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн пуçласа хальхи вăхăтчен Сĕнтĕрвăрри районне кĕрет.

Мĕшĕл ялĕ XXI ĕмĕрте[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хуçалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Степанова, Анисия Степановна. О том, что помню, и о тех, кого люблю: воспоминания сельской учительницы / А. С. Степанова ; [сост. Степанов А. Ф., Коротков Ю. Т., предисл. П. Андреева]. - Чебоксары: Новое Время, 2008. - 175 с.

Ӑнлантарусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1 тата 2 Степанова, Анисия Степановна. О том, что помню, и о тех, кого люблю: воспоминания сельской учительницы / А. С. Степанова ; [сост. Степанов А. Ф., Коротков Ю. Т., предисл. П. Андреева]. - Чебоксары: Новое Время, 2008. - 175 с. — 7–8 с.
  2. ^ Вырӑсларан куҫарни — Николай Плотниковӑн.
  3. ^ Дубанов, И. С. Географические названия Чувашской Республики : краеведческий словарь / И. С. Дубанов. - Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2010. - 495 с. — 236 с.
  4. ^ Степанова, Анисия Степановна. О том, что помню, и о тех, кого люблю: воспоминания сельской учительницы / А. С. Степанова ; [сост. Степанов А. Ф., Коротков Ю. Т., предисл. П. Андреева]. - Чебоксары: Новое Время, 2008. - 175 с. — 11 с.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.