МПУ Тĕп çурчĕ
| Паллă вырăн | |
|
{{{Чăвашла ят}}}
Главное здание Московского Государственного Университета им. М.В. Ломоносова |
|
| Координатсем | |
| Проект авторĕ | Л. В. Руднев, С. Е. Чернышёв, П. В. Абросимов, А. Ф. Хряков, В. Н. Насонов |
| Статус | Федераци шайĕнчи этеплĕ еткерлĕх объекчĕ |
МПУ Тĕп çурчĕ (официаллă мар ячĕ — ГЗ МГУ, ГЗ) — Мускав патшалăх университечĕн Ленинские горы вырăнĕнчи университет комплексĕн тĕп çурчĕ. Официаллă документсенче хăш чухне МПУ-н Тĕп корпусĕ тенĕ.
«Триумф-Паласа» тăвиччен Мускавра чи çӳлли пулнă, çӳллĕшĕ — 182 м, шпильпе пĕрле — 240 м, варринчи этажĕсем — 36. Никĕсĕ тинĕс шайĕнчен 194 м çӳллĕрех. Никĕсĕ шăвакан лапра пулнăран çĕр айĕнчи тăпрана холодильниксем шăнтса тăраççĕ.
1949—1953 çç. хăпартнă (архитекторсем: Б. М. Иофан (тĕп архитектор ĕç вырăнĕнчен хăтарнă), Л. В. Руднев, С. Е. Чернышёв, П. В. Абросимов А. Ф. Хряков, В. Н. Насонов). Фасадсен скульптурисене В. И. Мухина ăста лаççинче хатĕрленĕ.
Тĕп çуртра геологи факультечĕ (3-8 этажсем), механикăпа математика факультечĕ (12-16 этажсем) тата географи факультечĕ (17-22 этажсем), ректорат (8-10 этажсем) тата администраци, ăслăх вулавăш, Çĕр тĕпчев музейĕ, 1500 çын валли акт залĕ тата МПУ этеплĕх çурчĕ вырнаçнă. Аяк секторĕсенче — пурăнмалли зона (студентсемпе аспирантсен общежитийĕ, профессор-вĕрентӳçĕ йышĕн хваттерĕсем). Çаплах пĕчĕк кинотеатр (кăнтăрла вĕренӳ аудиторийĕ), почта уйрăмĕ, столовăй, профилакторий).
Тупмалли |
[тӳрлет] Çурт-йĕр тăваслăхĕн кун-çулĕ
Сталин сенĕвĕпе 1947 çулхи кăрлачра СССР министрсен канашĕ Мускавра саккăр çӳллĕ çурт тума йышăннă, вĕсенчен пĕри МПУ-н Ленинские горы (халĕ Воробьёвы горы) тĕлĕнче вырнаçнă тĕп корпусĕ. Проекта Лев Руднев ертсе пынă архитетектор ушкăнĕ хатĕрленĕ. Проектра туман Канашсен керменĕн элеменчĕсемпе усă курнă. Тунă вăхăтра çак çурт Европăра чи çӳлли шутланнă.
Çĕр ĕçĕсене 1948 çулта тапратнă, пĕрремĕш чула хунă церемони 1949 çулхи ака, 12 пулса иртнĕ. Çурт тунă çĕрте темиçе вун пин тĕрмере ларакан çын вăйĕпе усă курнă. 1953 çулхи авăн, 1 корпус пӳлĕмĕсем пĕрремĕш студентсене йышăнаççĕ.
[тӳрлет] Кăсăк фактсем
- Çăлакан Христос храмне аркатнă хыççăн НКВД ампарĕсенче упранса юлнă вакламан яшмăран касса кăларнă тăватă колоннăна Л. П. Берия хăй хушнипе 9-мĕш хутри Ăсчах канаш ларăвĕн залĕ умĕнче (ректор кабинечĕ умĕнче) вырнаçтарнă. Çăлакан Христос храмне çĕнĕрен юсанă чухне колоннăсене Тĕп çуртрах хăварнă.
- 37 çул хушши, 1990 çулта Франкфуртра Мессетурм çуртне тăвиччен МПУ Тĕп çурчĕ Европăра чи çӳлли пулнă.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет] Каçăсем
| МПУ Тĕп çурчĕ Викиампарта? |