Мажуков Алексей Сергеевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мажуков хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Алексей Сергеевич Мажуков
Çуралнă вăхăт 1936, нарăс, 10
Çуралнă вырăн Çĕмĕрле (Çĕмĕрле районĕ),
Чăваш АССР,
РСФСР, СССР
Вилнĕ вăхăт 2011, çĕртме, 28
Вилнĕ вырăн Мускав, РФ
Патшалăх ССРП ССРП
Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ
Профессисем СССР, Раççей дирижёрĕ, композиторĕ

Мажуков Алексей Сергеевич, 1936, нарăс, 10, Çĕмĕрле ялĕ, Чăваш АССР2011, çĕртме, 28, Мускав) — совет композиторĕ, дирижёрĕ.

Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1996).

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1936 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Чăваш АССР йышĕнчи Çĕмĕрле районĕнчи Çĕмĕрле ялĕнче çуралнă.

Шупашкарти юрă-кĕвĕ училищинче, Сарăтури (1959) тата Мускаври (1962, Ю. А. Шапорин композици класĕ) консерватириĕсенче вĕреннĕ.

Дирижер тата композитор-аранжировщик пулса эстрада оркестрĕсенче ĕçленĕ.

Пултарулăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Алексей Мажуков кĕвĕ хывнă юрисене Э. Хиль, А. Пугачёва, И. Кобзон, С. Ротару, И. Понаровская, Н. Гнатюк юрланă хыççăн палла тухнă. Çавăн пекех Мажуков Алексей кинопа телефильмсем валли кĕвĕсем çырнă. Тĕслĕхрен, «Тахçан Калифорнинче» ("Когда-то в Калифорнии"), «Гаврилов механикăн юратнă хĕрарăмĕ» ("Любимая женщина механика Гаврилова") тата ыттисем.

Мажуков кĕввипе Чăваш Академи театрĕнче В. Шекспирăн «Ашкăнчăк инкесем» ("Виндзорские проказницы") комедине лартнă, В. Смирнов сăввипе «Чăваш Ене халалласа» ("Ода Чувашии") çырнă. Шăпах çак чăнлавсем ĕнтĕ ăна "чăваш композиторĕ" теме май параççĕ.

Хăшпĕр паллă юррисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Композиторăн фильмографийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. 1963 — Короткие истории
  2. 1972 — Горы зовут
  3. 1976 — Когда-то в Калифорнии
  4. 1976 — Мартин Иден
  5. 1976 — Мы вместе, мама
  6. 1977 — Кошка на радиаторе
  7. 1977 — Портрет с дождём
  8. 1978 — Искушение
  9. 1978 — Дима отправляется в путь
  10. 1979 — Летние гастроли
  11. 1980 — Где ты, любовь?
  12. 1981 — Любимая женщина механика Гаврилова
  13. 1985 — Горький можжевельник
  14. 1986 — Джигит всегда джигит

Дискографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Музыка для отдыха» («Мелодия», 1967, переиздано 2005)
  • «Алексей Мажуков — Песни, оркестровые пьесы» («Мелодия», 1973)
  • «Пути Любви» («Мелодия» 1983)
  • «Золотой шлягер 80-х» («Мелодия», 1995)

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]