Малави (кӳлĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Малави кӳлли космосран

Мала́ви (Нья́са) — тĕп-хĕвелтухăç Африкăри кӳлĕ. Çурçĕртен кăнтăралла 560 çхтăсăлать, тарăнăшĕ 706 м таран. Сарлакăшĕ 75 çх. Лаптăкĕ 29,6 пин çх2. Çурçĕр тата хĕвелтухăç çыранĕсем чăнкă, кăнтăр тата хĕвеланăç çыранĕсем сĕвек. Кӳлле Рухуху юхса кĕрет, Шире юхса тухать. Шывăн нумайрах пайĕ (80 %) пăсланса пĕтет, ыттии Шире юханшывĕпе юхса каять. Икĕ сезон палăрать: çумăрлă (чӳк-çу) тата типĕ (çу-чӳк). Тĕнчере пулăсен тĕсĕсемпе чи пуян кӳлĕ тата аквариумра тытакан темçе теçетке пулăсен тĕсĕсен тăван çĕршывĕ. Малави шывĕнче ионсен концентрацийĕ сахал, 6 мг-экв/л таран. Çакă кӳлле юхса кĕрекен юханшывĕсем сахал минерализациллĕпулнипе çыхăннă.

Ликома утравĕнчен сăнани

Каçăсем[тӳрлет]


Африкăри мăн кӳлĕсем
Танганьика | Виктори | Альберт | Эдвард | Киву | Малави (Ньяса)