Малов Аркадий Васильевич
| Аркадий Малов | |
| Ĕçлĕх тĕсĕ(сем) | чăваш тăлмачĕ тата сăвăçи |
|---|---|
| Çуралнă | 26.4.1928 Мăн Тукташ ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш Ен |
| Вилнĕ | 25.4.1995 Шупашкар |
| Тĕп ĕçĕсем | |
| Куçарусем:
С. Антонов «Юманай такмакĕсем»; С. Шляху «Ваня юлташ»; М. Шолохов «Лăпкă Дон»; Э. Казакевич «Кăвак тетрадь». |
|
| Кăсăклă хыпарсем | |
Малов Аркадий Васильевич (1928 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Мăн Тукташ ялĕ — 1995 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕ, Шупашкар) — чăваш сăвăçи, тăлмач.
Тупмалли |
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1928 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Мăн Тукташ ялĕнче çуралнă.
Çĕмĕрле районĕнчи Хутар вăтам шкулĕнче, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлӳ пухнă.
Кӗнеке издательствин редакторĕ, «Ялав» журналăн яваплă секретарĕ, «Тăван Атăл» тĕп редакторĕ, Литфонд уполномоченнăйĕ тата «Тăван Атăл» журналăн критикăпа публицистика пайĕн редакторĕ вырăнĕсенче ĕçленĕ.
1995 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
[тӳрлет] Ӗçĕсем
Сăввисем хаçат-журналта кун çути курнă.
Куçарусем:
- С. Антонов «Юманай такмакĕсем»;
- С. Шляху «Ваня юлташ»;
- М. Шолохов «Лăпкă Дон»;
- Э. Казакевич «Кăвак тетрадь».
Л. Толстойăн «Вăрçăпа лăпкăлăх» романне куçарса пĕтереймен.
[тӳрлет] Вуламалли
[тӳрлет] Асăрхавсем
[тӳрлет] Каçăсем
- Малов А.В. кун-çулĕ (выр.)