Мария Каллас

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мария Каллас
Тулли ят Мария Анна София Сесилия Калогеропулу
Çуралнă вăхăт 1923 çулхи раштав уйăхĕн 2-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Нью-Йорк, АПШ
Вилнĕ вăхăт 1977 çулхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕ (53-ре)
Вилнĕ вырăн Парис, Франци
Патшалăх АПШ
Профессисем юрăç

Мария Каллас (акăл. Maria Callas, çурални çинчен ĕнентерӳ хучĕ çинче — София Сеселия Калос, акăл. Sophia Cecelia Kalos, тĕне кĕртнĕ чухне Мария Анна София Сесилия Калогеропулу тенĕ — грек Μαρία Άννα Σοφία Καικιλία Καλογεροπούλου, раштав, 2 (4) 1923, Çĕнĕ Йорк - авăн, 16 1977, Парис) — грек тата американ юрăçи, XX ĕмĕрти опера юрăçисенчен чи аслисен пĕрри. Чи малтанах драмаллă колоратура саспа юрланă, каярах — лирика-драмаллă сопрано саспа, пурнăçĕн юлашки çулĕсенче вара юрă партисене меццо-сопрано саспа юрлама тытăннă.

Мария Каллас Винченцо Беллини, Джоаккино Россини тата Гаэтано Доницетти оперисенчи кăсăк колоратурасемпе çех çырлахман, вăл хăйĕн сасĕнчен тĕп ÿнер хатĕрĕ туса хунă. Вăл операн анлă репертуарне классикаллă опера-сериасенчен пуçласа (Гаспаре Спонтини çырнă «Весталки» опера) Джузеппе Вердин юлашки оперисен, Джакомо Пуччинин веризм юхăмлĕ оперисемпе тата Вагнерăн кĕвĕллĕ драмисен таранах çĕнтерсе илет.

Каллас карьери XX ĕмĕр варринче çÿлле хăпарса кайни сасă çырнин ĕçре вăраххăн вылякан пластинка тухнă пирки тата юрăç сасă çыракан EMI фирма ĕçченĕ, Вальтер Леггепе туслă пулнинчен та килнĕ.

Опера театрĕсен пусми çине çĕнĕ ăру — Герберт фон Караян тата Леонард Бернстайн пек дирижёрсем, Лукино Висконти тата Франко Дзеффирелли пек кинорежиссерсем килни, Мария Каллас хутшăнакан кашни спектакле паллă лару-тăру туса тăратнă. Вăл операран чăннипех те драмаллă театр туса хунă, унăн сасси хĕпĕртÿ, хумхану е тунсăх туйăмĕсене сисме хистенĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Сантуцца — опера «Сельская честь» Пьетро Масканьи (1938, Афины)
  • Тоска — Пуччини опери «Тоска» (1941, Афина опери)
  • Джоконда — опера «Джоконда» Амилькаре Понкьелли (1947, «Арена ди Верона»)
  • Турандот — «Турандот» Пуччини (1948, «Карло Феличе» (Генуя)
  • Аида — опера «Аида»Верди (1948, «Метрополитен Опера», Нью-Йорк)
  • Норма — опера «Норма» Винченцо Беллини (1948, 1956, «Метрополитен Опера»; 1952, «Ковент-Гарден», Лондон; 1954, «Лирик-опера», Чикаго)
  • Брунгильда — опера «Валькирия» Вагнер (1949—1950, «Метрополитен Опера»)
  • Эльвира — опера «Пуритане» Винченцо Беллини (1949—1950, «Метрополитен Опера»)
  • Елена — опера «Сицилийская вечерня» Джузеппе Верди (1951, «Ла Скала», Милан)
  • Кундри — опера «Парсифаль» Вагнер («Ла Скала»)
  • Виолетта — опера «Травиата» Верди («Ла Скала»)
  • Медея — опера «Медея» Керубини (1953, «Ла Скала»)
  • Юлия — опера «Весталка» Спонтини (1954, «Ла Скала»)
  • Джильда — опера «Риголетто» Верди (1955, «Ла Скала»)
  • Мадам Баттерфляй (Чио-Чио-сан) — Пуччини («Ла Скала»)
  • Леди Макбет —опера «Макбет» Верди
  • Федора — опера «Федора» Умберто Джордано
  • Анна Болейн — опера «Анна Болейн» Доницетти
  • Лючия — опера «Лючия ди Ламмермур» Доницетти
  • Амина — опера «Сомнамбула» Винченцо Беллини
  • Кармен —опера «Кармен» Бизе

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Ardoin John, THE CALLAS LEGACY. Seribner-New York.
  • Remy Pierre-Jean, CALLAS — UNE VIE. Editions Ramsay — Parigi.
  • Jellinek George, CALLAS-PORTRAIT OF A PRIMA DONNA. Ziff Davis-New York.
  • Юрген Кестинг. Мария Каллас. — Москва, Аграф, 2001.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]