Мари Эл

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мари Эл Республики
Марий Эл Республика '
Flag of Mari El.svg Coat of Arms of Mari El.svg
Мари Эл ялавĕ Мари Эл гербĕ
Мари Эл Раççей картти çинче
Тĕп хули Йошкар-Ола
Лаптăкĕ

- Пĕтĕмпе
- шыв пайĕн %.

76

23 200 км²
4%

Халăх йышĕ

- Пĕтĕмпе
- Йышлăх

66

727 979 патнелле(2002)
31.4/км² патнелле

Федераци тăрăхĕ Атăлçи Федераллă Округĕ
Экономика регионĕ Атăл-Нухрат экономика районĕ
Регион номерĕ 12
Патшалăх чĕлхисем мари, туçи мари, вырăс
Президент Маркелов Леонид Игорьевич
Премьер-министр [[]]
Патшалăх Канашĕн ертӳçи [[]]
Гимн Мари Эл гимнĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +0300

Мари Эл, — Раççейĕн Европа пайĕн варринче вырнаçнă республика. Тĕп хулиЙошкар-Ола. Мари Эл шутне 3 распубликă хули, пĕр район хули, 14 район, 16 хула евĕр поселокĕ, 180 ял тăрăхĕ тата 1632 ял кĕрет.

Тавралăхĕ[тӳрлет]

Мари Эл çĕрĕ Тухăç-Европа айлăмĕн тухăçĕнче, Атăлăн вăтам юхăмĕнче вырнаçнă. Республикăн чылай территорийĕ Атăлăн сулахай çыранĕнче выртать.

Сулахай çыранăн анăç пайне шурлăхлă Мари айлăмĕ йышăнать. Республикăн анăçĕнче Атăла пысăк юппи — Ветлуга юхса кĕрет. Айлăм тухăçĕнче Вятка увалĕсен кăнтăр айăккинче пуçланакан Атăлăн сулахай юпписеми: Кĕçĕн Кокшага Кĕçĕн Кунтăш тата Большая Ошла юпписем, Мăн Кокшага Большой Кунтăш, Рутка юпписем шыв турттараççĕ. Айлăмсенче вăрман кӳлли нумай.

Атăлăн сылтăм çыранĕнче республикăн 14 районĕнчен пĕри кăна — Туçи Мари — вырнаçнă. Вăл Атăлçи çӳллĕшĕн кăнтăр айккине йышăнать. Кунта Атăла юпписем — Сăр, Сумка, Ункă, Кĕçĕн Ункă, Сĕнтĕр — юхса кĕреççĕ. Атăл çинче республика çĕрĕнче Шупашкар тата Куйбышев шывуправĕсем пур.

Мари Эл картти

Усăллă çĕрай управĕсем[тӳрлет]

Ресурсĕсем: торф, тăм, çурт-йĕр чулĕ, акшар тата, кантăк тата силикат хăйăрĕ, минерал çăлкуçĕсем.

Климат[тӳрлет]

Климат вăтам континентлă, тăсăлуллă сивĕ хĕлпе ăшă çу. Çуллахи вăтам температура +18...20 °С. Чи шăрăх çанталăк — утăн варринче. Сывлăш +24...28 °С çити вĕриленет. Кĕркунне çанталăк нӳрĕк сивĕ, касăм çумăрлă, çиллĕ. Ирех шăн илнипе юр çуни те пулать. Чӳк — чи çи-тăвăл уйăхĕ. Хĕл, яланхилле, чӳк уйăхĕнче тапранать. Хĕллехи вăтам температура −18...-19 °С. Чи сивĕ уйăх — кăрлач. Мари Эл Республикинче тĕрлĕ тĕслĕ хĕллехи спортпа: йĕлтĕрпе, конькипе хăтланма ансат. Çуркунне, пĕтĕмĕшле, сивĕрех типĕ.

Фауна тата флора[тӳрлет]

Мари Эл тайга ай йăрăмĕнче вырнаçнă. Тăпра ытларах çаран-кĕллĕ, шурлахлă, синкер вăрман. Хутăш вăрманĕ (хыр, пихта, чăрăш, хурăн) 50 % ытла территоринче (анăçпа вар районĕсенче) ешерет. Юханшыв айлăм тăрăхĕсенче — юман-çăка вăрманĕсем. Кашкăр, упа, тилĕ, пăши, çӳлевĕç, хăнтăр, каюра тата урăх чĕрчун тĕл пулать.

Мари Эл çĕрĕнче— Мари Чодра наци паркĕ, çутçанталăк управĕ Мăн Кокшага.

Халăх йышĕ, республика тытăмĕ[тӳрлет]

Халăх йышĕ — 711 540 çын (2006), 728 000 (2002). Халăх йышлăхĕ — 30,4 çын/çм² (2005), хула халăхĕн шайĕ — 63,1 % (2005).

Рекреаци потенциалĕ[тӳрлет]

Республикăра çын тĕкĕнмен тайга çут çанталăкĕ сыхланса юлнă, кунта республикăри хула тата кӳршĕ çĕрсенчи халăх чунна кантарма килет. Çуран çулçӳрев, ут маршручĕ чылай, кулленех шыв тăрăх байдаркăпа М. Кокшага анаççĕ , кӳлĕсем (Яльчик, Таир) тата юханшывсем çинче кану çурчĕсене, санаторисене тата çуллахи лагерьсене туса лартнă.

Халăх йышĕ[тӳрлет]

Мари Элре вырăссем (47,5%), марисем (42,9%), тутарсем (6,0%) тата урăх халăх пурăнать.

Халăх Йышĕ 2002 çулта, пин çын (*)
Вырăссем (47,5 %) 345,5
Çармăссем (42,9 %) 312,2
Тутарсем (6,0 %) 43,4
Чăвашсем (1,0 %) 7,4
Украинсем 5,1
Удмуртсем 2,2
Белоруссем 1,4
Мордвасем 1,3
Азербайджансем 1,2
Эрменсем 1,1
1000 ытла çын ушкăнлă халăха кăтартнă

Йошкар-Олапа Волжск хулисенче, çаплах Йошкар-Ола хутлăхĕнче тата республикăн анăç çĕренче вырăссем чылайрах. Ялсенче мари халăхĕ йышлă, Туçи Мари районĕнче — туçи марисем, вĕсем чĕлхепе те, культурипе те улăх марисенчен уйрăлса тăраççĕ. Чăваш Утар районĕнче темиçе чăваш ялĕ вырнаçнă.

Пурăну вырăнĕсем[тӳрлет]

  1. Йошкар-Ола 253.407
  2. Волжск Юлсер-Ола 58.046
  3. Чикмĕ Цикмä 22.679
  4. Медведево Маскасола 16.606
  5. Чăваш Утарĕ Провой 12.455
  6. Советский У Роҥго 10.619
  7. Морки Морко 9.795
  8. Çернур Шернур 9.082
  9. Красногорский Лушмара 7.008
  10. Çĕнĕ Торъял У Торйал 6.940
  11. Орша Öрша 6.907
  12. Параньга Поранча 6.667
  13. Мари-Турек Марий Тӱрек 5.965
  14. Куженер Кужэҥер 5.854
  15. Краснооктябрьский Краснооктябрьский 4.314
  16. Приволжский Приволжский 4.217
  17. Килемар Кӹлемар 4.005
  18. Юрнă Йӱрнӹ 3.950
  19. Суслонгер Суслэҥер 3.557
5 пин ытла çын пурăну вырăнĕсем
2008 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне
Йошкар-Ола 248,7 Семёновка 7,0 (2003)
Волжск 56,9 Красногорский 6,9
Чикмĕ 22,7 Оршанка 6,9
Медведево 16,6 Çĕнĕ Торъял 6,6
Звенигово 12,3 Паранькă 6,6
Советский 10,4 Мари-Турек 6,0
Морки 10,0 Куçенер 5,8
Çернур 9,1

Административлă территорисем[тӳрлет]

  • республика пăхăнăвĕнчи хула: 3 — Йошкар-Ола, Волжск тата Чикмĕ (МЭР Конституцийĕн 97-мĕш ст. килĕшӳллĕ)
  • район: 14
  • хула евĕр паççулкă: 16
  • ял тăрăхĕ: 180
  • ял: 1632

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Тĕп статья: Мари Эл кун-çулĕ

Финн-укăр йăхĕсем хальхи Раççейĕн анăçри, çурçĕрти тата варринчи территоринче сĕм тахçанах пурăннă. Мари Эл çĕрĕнче пирĕн эрăччен пĕрремĕш пинçуллăх вăхăтĕнчи археологи япалисем тупнă. Çапла, çармăс çырăвĕпе (тиште) хуçалăх ĕçĕсенче çех усă курнă, тутар çыру çăлкуçĕсене Хусана илнĕ чух çунтарса янă, çавăнпа Вăтам Атăлçи кун-çулĕн пур çыру пĕлтерӳлĕхне вырăс чĕлхипе çырнă.

Çармăссем (хальхи ячĕ — марисем) пирки пĕрремĕш X ĕмĕрте хасар хаканĕ Иосифа сановнику кордов халифĕн сановникĕ Хасдай ибн Шапрут патне çырнă çырăвĕнче асăннă. Хальхи çармăссен несĕлĕсем V - VIII ĕмĕрсем хушшинче готсемпе, каярах хасарсемпе тата Атăлçи Пăлхарпа хутшăннă. Палхар патшалăхне 1236 çулта Батый хан монгол çарĕсем çĕмĕрсе тăкнă. Çакăн хыççăн пулса тăнă Ултăн Уртапа мари, тăмарлă пулнă. XIII - XV ĕмĕрсенче çармăссем Ылтăн Урта тата Хусан ханлăхĕ шутĕнче пурăннă.

IX ĕмĕртенпе çармăссем çавăн пекех тухăçалла куçса пыракан Кейӳ Руçĕн славян йăхĕсемпее тĕл пулнă, анăç çармăс çĕрĕсенче Ростов, Галич, Ярославль, Суздаль, Улатимĕр хулисене тата 1221 çулта Чулхулана туса лартнă. Майĕпен анăç çармăссем христиан тĕнне кĕрсе славянланаççĕ, килĕшменнисем мари енĕн варрине тарса каяççĕ. Вăтам ĕмĕрсем тапхăрĕнче яланхилле вырăс-тутар хирĕçĕвĕсем çармăс çĕрĕнче (кун чух çармăссем тутар енче çапăçнă) пулса иртеççĕ. Малтан тутарсемпе çармăссем çĕнтерсе пыраççĕ, анчах та Хаяр Йăван вăрçă тапратать: 1551 çулта туçи çармăс (Атăлăн сылтăм çыранĕ) çĕрĕсем Мускав айне пулаççĕ, 1552 çулат патша çарĕсем Хусана илеççĕ, йăлăм çармăссем Мускава куланай тӳлеме тытăнаççĕ. Хыççăн колонизаци тапхăрĕ пуçланать: çапла, 1555 çулта Шупашкар, 1583Чикмĕ, 1584 — Царевококшайск (халĕ Йошкар-Ола) хулисене никĕслеççĕ.

Хĕстерсе христианланине пула çармăссем ялсене пушă хăварса вăрмана тараççĕ. Петре Первом мари халăхне çара хĕсмете илеççĕ, территорие тĕпчеме тытăнаççĕ, кириллица шрифчĕпе мари чĕлхи нче пĕрремĕш çыру ĕçесем çуралаççĕ. Пĕрремĕш мари Пуцек-Григорович грамматики 1775 çулта çутта тухать. Пурнăç лару-тăрăвĕ çапах йывăр тăрать, 1775 çулта çармăссем кар тăрса Пăкач пăлхавнее хутшăнаççĕ.

1872 çулта атăлçи халăхсене, çармăссене çав шутра, вĕрентес тĕллевпе Хусанри вĕрентӳçĕсен семинарийĕ уçăлать. Çакăн хыççăн халăх чĕрĕлме тытăнать, мари шкулĕсем уçăлаççĕ, çармăс чĕлхипе кĕнекесем, çав шутра вĕренӳ кĕнеки те, пичетленеççĕ.

Октябрь Революцийĕ хыççăн, 1920 çулăн юпан 4-мĕшĕнче, Мари автономи облаçĕ туса хураççĕ.

1920-мĕш çулсенче икĕ тан шайлă чĕлхе литература виçине: йăлăм мари чĕлхи тата туçи мари чĕлхи йышăнаççĕ. 1930-мĕш çулсенче, ытти наци республикисенчи пекех, наци интеллигенцине пурне те тенĕ пекех, пĕтернĕ. Майĕпен çармăссем республикăра сахал йышлă халăх вырăнне ӳкеççĕ, политика пусăмне пула çармăс чĕлхине вырăс чĕлхи ылмаштарать.

1920 çулхи чӳк уйăхĕн 4 Мари автономлă облаçне туса хунă, 1936 çулти раштавăн 5-мĕшĕнче распубликăна Мари АССР ятне панă. 1990 çултанпа вара Мари Эл ятлă.

Мари Эл ячĕ «мари»(халăх ячĕ) тата «эл» (çĕр) сăмахĕсенчен пулнă.

Экономика[тӳрлет]

Инфраструктура[тӳрлет]

Мари Элре республика хушшинчи шайра 1 аэропорт пур. Республикăра чукун çул вокзалĕ тата икĕ автовокзал, 14 чукун çул чарăнăвĕ, 51 пассажир автобус чарăнăвĕ, Чикмере Атал çинчи юханшыв порчĕ, тăватă вырăнти порт, баржăна тиемелли-антармалли хатĕр вырăн. Атăлпа Ветлуга тăрăх карап çӳрет.

Промăçлăхĕ[тӳрлет]

Ертсе пыракан промăçлă пайĕ — машина тăвасси тата металл хатĕрлесси (металл касакан хатĕр-хĕтĕр, приборсем, автоматизаци хатĕрĕсем, сутă-илӳ тата этем пĕрлĕ апатлану предприятисем, вăрман, йывăç тăвасси тата целлюлоза-хут, çăмăл тата апат-çимĕç (аш-какайпа сĕт-çу). Паллă промăç тĕпĕсем —Йошкар-Ола, Волжск.

Ял хуçалăхĕ[тӳрлет]

Ял хуçалăхĕнчи тĕп отраçлĕ — выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси (сĕт-çу тата аш-какай (шултра мăйракаллă выльăх, сысна, сурăх, чăх) туса илесси. Тĕшĕллĕ тырă (урпа, сĕлĕ, ыраш, тулă) тата выльăх апачĕ, йĕтĕн, хăмла, пахча-çимĕç, çĕрулми) çитĕнтереççĕ.

Каçăсем[тӳрлет]



Финн-укăр патшалăхĕсемпе автономисем
Венгри | Финлянди | Эстони | Раççейре: | Карели | Коми | Мари Эл | Мордови | Удмурти | Хантă-Манси — Югра |