Марков Никифор Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Марков Никифор Николаевич
Ӳкерчĕк:Markov NN-VOV.jpg
Çуралнă вăхăт 10 пуш 1916
Çуралнă вырăн Чăваш Утарĕ Звенигово районĕ Мари Эл РСФСР
Вилнĕ вăхăт 11 çурла 1997
Вилнĕ вырăн Пашково Наро-Фоминск районĕМускав облаçĕ Раççей
Пăхăнулăх ССРП
Çар ăрачĕ пехота
Хĕсмет çулĕсем 1939-1944
Хисеп
Кĕçĕн сержант
Кĕçĕн сержант
Чаç 236-мĕш стрелоксен дивизин 496-мĕш уйрăм разведка роти
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ

Марков Никифор Николаевич (1916-1997) — касăри, Совет Союзĕн Паттăрĕ. Вăл Мари Элăн Чăваш Утарĕ ялĕнче çуралнă. Чăваш.

ССКП ретне 1945-мĕш çулта кĕнĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

5 класс, ФЗУ тата Чулхулари шыв транспорчĕн инженерĕсен рабфакĕн 2 курсне пĕтернĕ. Атăл çинче матрос, каярах Звенигово хулинчи «Красный Волгарь» карапсен юсакан заводăн столовăйĕнче калькулятор пулса ĕçленĕ.

Хĕрлĕ Çарта 1939-мĕш çултан. Фронтра - 1942-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕнчен.

236-мĕш стрелоксен дивизин 496-мĕш уйрăм разведка роти разведчикĕ Никифор Марков кĕçĕн сержант 1943-мĕш çулхи авăнăн 26-мĕш каçхине Украинăри Днепропетровск облаçĕн Тури Днепр районĕн Сошиновка сали патĕнче разведка ушкăнĕнче Днепр урлă каçать.

Плацдарăмри çапăçусенче тăшманăн 8 салтакне, 1 офицера пĕтерет, алă пулеметне ярса илет. Çав çулхи пĕр çапăçура Марков йывăр аманать, нумай вăхăт сывалать. Госпитальтен тухсан ăна демобилизацилеçĕ.

Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна 01.11.1943 Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçтернĕ.

Хусанта ĕçлесе пурăннă, 1952-мĕш çултан Наро-Фоминскра пурçăн комбинатĕнче пенси тухиччен ĕçленĕ.

1997 çулхи çурлаăн 11-мĕшĕнче Мускав облаçĕ Наро-Фоминск район Пашково паççулкинче вилнĕ.

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Ленин орденĕ
  • Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ
  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

 Марков Никифор Николаевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче


.