Матиас Руст

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Матиас Руст
Mathias Rust
Чӑн ят ним. Mathias Rust
Çуралнă вăхăт 1968 çĕртмен 1-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Ведель, ФРГ
Гражданлăх Германи
Пăхăнулăх
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Мати́ас Руст (ним. Mathias Rust, 1968 çĕртмен 1-мĕшĕ, Гамбург çумĕнчи Ведель (Wedel) хули) — нимĕç вĕçевçĕ-спортсменĕ, 18 çулта çăмăл Cessna 172 самолёчĕ çинче 1987 çулхи çăвăн 28-мĕшĕнче Гамбургран Мускава Хельсинки урлă совет СХХ тивмесĕр вĕçсе çитнĕ те Хĕрлĕ лапама анса ларнă[~ 1][1].

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Рустăн ашшĕ — Карл-Хайнц — инженер вырăнĕнче AEG концернĕнче ĕçленĕ.

Мускава вĕçни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вĕçев маршручĕ
Самолёт Cessna 172 Skyhawk

1987 çулхи çăвăн 28-мĕшĕнче 18-çулхи Матиас Руст Гамбургран тăватăвырăнлă çăмăл «Сессна-172Б Скайхок» (Cessna 172B Skyhawk) самолёчĕпе вĕçсе тухать. Вăл Хельсинки-Малми аэропортĕнче кăраççин тултарма анать. Аэропортри диспетчерсене Руст Стокгольма çул тытнине пĕлтерет. Пĕр саманта Руст финсен диспетчер хĕсмечĕпе çыхăнăва татать, каярахпа Балти тинĕсĕн çыран хĕррине каять те Финляндин сывлăш уçлăхĕнчен Сипоо патĕнче çухалать. Çăлавçăсем тинĕсре çу сарăлса выртнине асăрхаççĕ те самолёт ӳксе арканнă тесе шутлаççĕ. Руст вара совет чиккине Кохтла-Ярве çумĕнче каçса Мускав çинелле тĕл тытать[2].

Тапа аэродромĕнче, (Эстони) тревогăпа иккĕ дежурлă истребителе хăпартнă. Истребительсем Рустăн самолётне асăрханă, анчах та вĕсене малалла мĕн тăвас инструкцисене паман, çавăнпа «Сессна» самолёчĕ çийĕн темиçе хут вĕçсе иртсе (Рустăн самолёчĕ лутра çӳллĕшре тата вăрах хăвăртлăхпа пынăран çивĕч истребительсем унпа юнашар пырайман) аэродрома таврăннă. Мускавалла ăнтăлса, Руст Ленинград-Мускав чукун çул çийĕн вĕçнĕ. Каярах Хотилово тата Бежецк аэродромсенчен тӳпене дежурствăри самолётсем çĕкленнĕ, анчах та «Сесснăна» персе антарма вĕсене тапăч паман.

Мускав вăрçă тăрăхĕн СХХ автоматлă системи профилактика ĕçĕсенче тăнă, çавăнпа та чикĕне пăснă самолёта алă вĕçĕн режимпа тытса пынă, телефонпа çыхăну тытнă.

Руст Мускав Мăн кĕперĕ çине анса ларса Василий Блаженнвй соборĕ патне ярăнса çитнĕ, 19:10 самолётран тухса автографсене пама тытăннă. Кĕçех ăна аресленĕ.

20 çул иртсен, 2007 çулта, Руст мĕншĕн вĕçсе килнине çапла ăнлантарнă:

Ун чухне эпĕ шанăçпа пурăннă. Тем тума та хатĕрчĕ. Çак вĕçевпе Тухăçпа Анăç хушшинче кĕпере хурас шухăш пулнă[3]

2012 çулта вăл хăйĕн вĕçевне явапсăр тенĕ:

Эпĕ ун чухне 19 çултаччĕ. Мăнăн хĕрӳлĕхпе манăн политикăри шухăшсем мана Хĕрлĕ лапама анса ларма хистерĕç… Халĕ ĕнтĕ эп пулса иртни çине пачах урăхла пăхатăп. Халĕ çав ĕçе тĕпĕр хут тăвас тесен эпĕ тумастăмчĕ, çав плансене пурнăçа кĕртмелле мар тейĕттĕм. Çав вĕçев явапсăр ĕç-пуç пулнă[4].

Руст ĕмĕчĕн версисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕнчери МИХсем Руст вĕçевĕн сăлтавĕсене тĕрлĕрен ăнлантарма пикеннĕ: хĕре хăй майлă çавăрас тесе.

Совет Хĕçпăшаллă Вăйĕсен элчисем çак вĕçеве ютçĕр хĕсмечĕсем хатĕрленĕ тесе шутлаççĕ. Çар генералĕ Петр Дейнекин, 1991—1997 çулсенче РФ СÇВ тĕп çарпуçĕ:

Руст вĕçевĕ анăç ятарлă хĕсмечĕсен тĕплĕн шутласа тунă провокацийĕ пулни пирки пĕр иккĕленӳ те çук. Çав чухнех чи палли — ăна Совет Союзĕн çав чухнехи хăшпĕр ертӳçисем килĕшнипе тата пĕлнипе иртернĕ[5].

Игорь Морозов, СССР ПХК полковникĕ пулнăскер:

Ку анăç ятарлă хĕсмечĕсем хатĕрлесе тунă питĕ мухтавлă операци пулнă. 20 çул иртнĕ хыççăн, çак ĕнтĕ никамшăн та вăрттăнлăх пулмасть, ятарлă хĕсметсем питĕ пысăк проекта пурнăçа кĕртме Михаил Горбачев çывăх таврашĕнчи çынсене хăйсен енне çавăрма пултарнă, çав чухнех çĕр процент пулаяслăхпа ССКП ТК Тĕп секретарĕ хăйне епле тытма пултарнине шутласа хунă. Тĕллевĕ вĕсен пĕрре — СССР Хĕçпăшаллă вăйĕсен пуçне касса Совет Союзĕн позицисене тĕнче аренинче хавшатасси"[5].

Авиаци генерал-полковникĕ Николай Москвителев:

Ман шутпа, çак хăш ятарлă хĕсметĕн лайăх хатĕрлесе тунă акци пулнă[6].

СССР СХХ тӳпе-ракета çарĕсен çарпуçĕ Расим Акчурин:

Акция была вовсе не безобидной, а спланированной, чтобы опорочить нашу армию. <…> Колдунов çарпуçа — тĕлĕнмелле ырă çынна, иккĕ хутчен Совет Союзĕн Паттăрне ĕçрен кăларнă. Унсăр пуçне, пирĕн çарпуçне ĕçрен хăтарнă — унăн шăпине эпĕ пĕлместĕп тата ятне астумастăп. СХХ ун чухне питĕ нумай çынна «шăлнă», операци дежурнăйне суда панă. …Питĕ лайăх Хӳтĕлев министрне Сергей Соколова ĕçрен кăларса унăн вырăнне Дмитри Язова лартнă[5].

«Красная звезда» хаçатра çырнипе, Сергей Мельников, СХХ тĕп пунктĕнче 1987 çулхи çăвăн 28-мĕшĕнче дежурный пулнăскер, ПХК председателĕ пулса ĕçленĕ Владимир Крючков çак операцие Горбачёв хушнипе хатĕрленĕ[7].

Хыççăнхи пĕтĕмлетӳсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Руста хулиганлăх ĕç-пуçĕшĕн (кĕпер çине анса ларни, тӳре-шара шучĕпе, çынсемшĕн хăрушла пулнă), авиаци саккунлăхне пăснишĕн тата совет чиккине саккунсăр каçнишĕн айăпланă. Судра Руст каланипе, хăйĕн вĕçевне «лапкăлăх йыхравлăхне» халалланă. Авăнăн 4-мĕшĕнче Руста тăваттă çуллăха хупнă[8]. СССР Аслă Канаш президиумĕн председателĕ Андрей Громыко амнисти хутайĕ çине алă пуссан, Матиас Руст 1988 çулхи çурлан 3-мĕшĕнче Германие таврăннă. Руст умĕнхи йерлев тата тĕрмере пурĕпе 432 кун ларса тухнă.

Ӳкерчĕк:Матиас Руст в суде СССР.jpg
Матиас Руст судра.

Эстрада культуринче Руста пуçтах та тăнсăр каччă тесе асăнаççĕ[9]. Евгений Евтушенко хăйĕн пĕр сăввинче ăна «тăрлавсăр аэрокурёнок» тенĕ.

Совет хаçачĕсенче унăн вĕçевĕ совет СХХ системи шăтăклă пулнине палăртнă[5]. Михаил Горбачёв çак инцидентпа хӳтĕлев министрне Сергей Соколова ĕçрен хăтарас, СХХ çарпуçне Александр Колдунова хĕсметрен кăларас, çаплах çакăн хыççăн хĕçпăшаллă вăйсене хавшаклатас ĕç-пуçра усă курать [5]. Вĕсем иккĕшĕ те политикăра Горбачёва хирĕç тăнă. Вĕсем вырăнне вăл политикăри хăйĕн курсне майлĕ çынсене лартнă, çавах та вĕсенчен пĕрри — хӳтĕлев çĕнĕ министрĕ Дмитрий Язов — каярах Горбачёва хирĕçле Август пăтăрмахне хутшăннă.

СХХ Мускав тăрăхĕн çарпуçĕ Владимир Царьков генерал-полковника, хĕсмет вырăнне 1987 çулхи çу уйăхĕнче, çак пулăмсен темиçе кун маларах лартнăскер, выговор панă пулсан та, çапах та хăйĕн вырăнчех юлнă[10][11].

Руст вĕçевĕ Совет Хĕçпăшаллă Вăйĕсене епле пырса тивнине американ наци хăрушсăрлăхĕн ăстаçи Вильям Одом çапла каланă: «Руст вĕçсе иртнĕ хыççăн совет çарĕнче Сталин 1937 çулта тасатнă пекех питĕ витĕмлĕ улшăнусем иртнĕ»[5].

Руст пурнăçĕ вĕçев хыççăн[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Руст самолёчĕ Нимĕç техника музейĕнче.

1989 çулхи чӳк уйăхĕнче Руст альтернациллĕ хĕсметне Риссен герман хулинчи пульницăра ирттерекенскер, медаппана тĕлпулăва чĕннĕ. Хĕрĕ килĕшменшĕн каччă ăна çĕçĕпе чикнĕ. Çакăншăн ăна 1991 çулта 4 çуллăха ирĕкрен хăтарнă, анчах та 15 уйăх лартсан кăларнă. 1994 çулхи ака уйăхĕнче Руст Раççее таврăнас пирки калаçать. Унтах вăл ачасен çуртне çитсе укçа парнелет. Чылай хушă Тринидадра пурăнать[12]. 1996 çулта Руст, 28 çул тултарнăскер, пĕтĕм тĕнчипех çуресе киле таврăннă.

1997 çулта Руст индуизм тĕнне йышăннă[12] та Бомбейри чей сутакан пуянăн Гита ятлă ĕнчĕ хĕрне качча илнĕ[12]. Туй ирттерсен Руст мăшăрĕпе Германие таврăннă.[12] 2001 çулхи ака уйăхĕнче Руста универмагра свитера вăрланăшăн айăпланă[12].

2002 çулта Руст Гамбургра хăйĕн иккĕмĕш арăмĕпе —Афинăпа (Athena) — пурăннă. Халĕ Матиас Руст пурăнма укçана покер вăййипе тупăшлать[13].

Рустăн мемуарсене 2012 çулта, хăйĕн паллă вĕçевĕ 25 çул тултарнă тĕлне, пичетленĕ[14].

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Матиас Руст: Я бы повторил тот полет // Комсомольская правда : газета. — 2007 çулхи çăвăн 11-мĕшĕ.
  2. ^ Владимир Горчаков РУСТ — ЭТО ПО-НАШЕМУ // Новая газета : газета. — 2002 çулхи çăвăн 3-мĕшĕ. — № 38.
  3. ^ A Dubious Diplomat // «Сомнительный дипломат». Газета «Коммерсантъ» № 90/П(3666) от 28.05.2007 каçăна 2009 çулхи çăвăн 18-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ
  4. ^ [2012-05-14 Матиас Руст разговорился через 25 лет после полета на Красную площадь: безответственный был]. NEWSru.com (2012-05-14). çăлкуçран архивланă http://www.webcitation.org/67fL6VbL7. Тĕрĕсленĕ 14 Ҫу уйӑхӗн 2012.
  5. ^ 1, 2, 3, 4, 5 тата 6 Евгений Кириченко НУ ЧТО, СБИВАТЬ БУДЕМ? // Труд : хаçат. — 2007 çулхи çăвăн 26-мĕшĕ. — № 90.
  6. ^ http://www.facts.kiev.ua/archive/2008-06-03/25385/index.html
  7. ^ Загадки рейса KAL-007 2011 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ. // Красная звезда, 2003 çулхи авăнăн 27-мĕшĕ
  8. ^ 404 2006 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
  9. ^ Юлий Ким Кадриль для Матиаса Руста 1987
  10. ^ «Он не герой, а провокатор» Ольга Божьева mk.ru каçăна 2009 çулхи çăвăн 18-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ
  11. ^ «Этот „Боинг“ сбил я» газета «Красная Звезда», 1990 çулхи çĕртмен 19-мĕшĕнче 2008 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ. каçăна 2009 çулхи çăвăн 18-мĕшĕ тĕрĕсленĕ
  12. ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 Белашева И. «Ласточка» перестройки. Матиаса Руста в России помнят лучше уволенных из-за него генералов // Время новостей, № 91, çăвăн 29-мĕшĕ, 2007
  13. ^ Ralf E. Krüger und Anne Grages Moskau-Flug: Der Kremlflieger pokert hoch «Westdeutsche Zeitung» 25 Mai 2007 (ним.)
  14. ^ Der plötzliche Reichtum des Kreml-Fliegers Rust 6. Juni 2009 (ним.)

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Цитатăланă чухнехи йăнăш Для существующих тегов <ref> группы «~» не найдено соответствующего тега <references group="~"/>