Машков Владимир Львович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Википедире Машков хушаматлă çынсем пирки урăх статьясем пур.
Владимир Машков
Фото
Çуралнă чухнехи ят:

Владимир Львович Машков

Çуралнă вăхăт:

Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic

Çуралнă вырăн:

Тулă, СССР

Гражданлăх:

Раççей

Професси:

Шаблон:Актёр

IMDb:

ID 0556343

Влади́мир Льво́вич Машко́в (1963 çур.) — совет тата раççей театрпа кино актёрĕ, Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ (1996), Раççей халăх артисчĕ (2010)[1].

Кун-çулĕ[тӳрлет]

1963 çулхи чӳк, 27 Тулă хулинче çуралнă[2]. Ашшĕ пукане театрĕн актёрĕ пулнă, амăшĕ, юнĕпе итал хĕрарăмĕ, çав театртах режиссёр вырăнĕнче ĕçленĕ.

1960-мĕш çулсенче Машковсен çемьи Новокузнецка куçса каять, 1970-мĕшсенчеÇĕн Çĕпĕре çитеççĕ, кунта Владимир Машков Университетăн биологи факультетне вĕренме кĕрет, анчах та ĕмĕтне улăштарса, иепĕр çултан вăл Çĕн Çĕпĕрти театр училищине ăсталăха пухма кĕрет.

Студентăн характерĕ ансат пулман, çавăнпа та 1984 çулта ăна училищĕрен вăрçнăшăн кăларса янă. Çапах та Машков алă усмасть, Мускава çитет, МХАТ шкул-студине вĕренме кĕрет, Тарханов ăста лаççинче тăрăшать. Кунтан та ăна ытла кăра кăмăллă пулнăран хăваласа яраççĕ, вара вăл МХАТра декоратор ĕç вырăнне йышăнать.

Тепĕртакран, Владимир Машков Олег Табаков патĕнче вĕренет, вĕренӳ хыççăн унăн театăрĕнче ĕçлет.

Владимир Машков кинора пĕрремĕш хут 1989 çулта, «Зелёный огонь козы» фильмра курăнать, 1989 çулта вăл «Делай — раз!» тата «Любовь на острове смерти» фильмсенче вылять.

1990 çулта МХАТ шкул-студинчен (Олег Табаковăн курсĕнче вĕренсе тухать[3]).

Владимир Машковшăн 1994 çул ăнăçлă пулать — вăл раççей çамрăк режиссёрĕсемпе ĕçлет: Денис Евстигнеевăн «Лимита», Валерий Тодоровскин «Подмосковные вечера» фильмĕсене сăнарлать. Çакăн хыççăн Владимир Машков Карен Шахназаровy «Американская дочь» фильмĕнче ĕçлет.

Çавăн чухнех Владимир Машков театр режиссёрĕ пулса Олег Табаковăн театр-студин сцени çинче «Звёздный час по местному времени», «Страсти по Бумбарашу» тата «Смертельный номер» спектакльсем лартать. А. П. Чехов ячĕллĕ МХТ сценинче Владимир Львович «№ 13», «Сатириконра»«Трёхгрошовая опера» пьесăсене хайлать.

1997 çулта Владимир Машков «Вор» фильмра тĕп рольне сăнарлать — фильма каярах Оскар номинацине тăраççĕ.

Театр «Сатирикон»[тӳрлет]

А. П. Чехов ячĕллĕ МХАТ[тӳрлет]

  • 2001 — «№ 13»

Фильмографи[тӳрлет]

Актёр[тӳрлет]

  1. 1989Зелёный огонь козыНикита
  2. 1990Делай — раз!Сержант Шипов
  3. 1990Ха-Би-АссыХа-би-асс
  4. 1991Казус импровизусТоля
  5. 1991Любовь на острове смертиСтив, ăсчах-тĕпчевçĕ
  6. 1992Аляска, сэр!Андрей Львов, вырăс эмигранчĕ, автогонщик, Анджей Полянский ятпа çӳрекенскер
  7. 1993Я — Иван, ты — АбрамАарон — коммунист-подпольщик
  8. 1994ЛимитаИван Ворошилов, провинцирен килнĕ пултаруллă программист
  9. 1994Подмосковные вечераСергей
  10. 1995Американская ДочьАлексей, мускав ресторанĕнчи мусăкçă
  11. 1996Двадцать минут с ангелом
  12. 1997Сирота Казанскаяларечник Фёдор
  13. 1997ВорТолян
  14. 1998Две луны, три солнцаАлексей
  15. 1998Сочинение ко Дню ПобедыЛев Моргулис ывăлĕ
  16. 1999МамаНиколай, Полинăн ывăлĕсенчен пĕри
  17. 2000Русский бунтЕмельян Пугачёв
  18. 2000Танцы в голубой игуане
  19. 200115 минут славы (15 Minuten Ruhm, АПШ, Германи) — Милош Карлова (Milos Karlova)
  20. 2001Американская рапсодия (An American Rhapsody, Венгри, АПШ)
  21. 2001Давай сделаем это по-быстрому (The Quickie, Франци, Германи, Аслă Британи) — Олег Волков
  22. 2001В тылу врага (Behind Enemy Lines, АПШ) — Сaшa
  23. 2002ОлигархПлатон Маковский
  24. 2003ИдиотПарфен Рогожин, купец-миллионер
  25. 2003Красная Америка
  26. 2004ПапаАбрам Шварц
  27. 2005Статский советникКозырь
  28. 2006Охота на пираньюпĕрремĕш рангри капитан Кирилл Мазур
  29. 2006Питер FMмужик в тапках
  30. 2007ЛиквидацияДавид Маркович Гоцман, угрозыск подполковникĕ
  31. 2008ДомовойДомовой
  32. 2010Кандагарвторой пилот Серега
  33. 2010КрайИгнат
  34. 2011Миссия невыполнима 4вырăс ятарлă агенчĕ

Режиссёр[тӳрлет]

  1. 1997Сирота казанская
  2. 2004Папа

Сценарист[тӳрлет]

  1. 2004Папа

Продюсер[тӳрлет]

  1. 2004Папа

Чыславсемпе парнесем[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

Шаблон:«Ника» парни арçын паха ролĕшĕн 1987—2000