Мексикăри вырăссем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Мексикăри раççей диаспори ытла чылаях мар, вĕсем çĕр-шывĕпех вырнаçнă. 2000 çулхи Мексикăри халăх çыравĕпе,[1] Мексикăри Пĕрлешĕннĕ Штатсенче пĕрмаях пурăнан 1.293 Раççей Федерацин гражданне палăртнă, çак вара ют çĕрсенче çуралнă мексикан гражданĕсен 0,3 % шутланать.

Иммиграци кун-çулĕ[тӳрлет]

Çынсем Раççейрен Мексикăна пурăнма куçма XIX ĕмĕрĕн саккăрвуннăммĕш çулсен пуçламăшĕнче пуçланă, анчах та ун чухне еврей диаспорин иммиграцийĕ çеç пулнă, çак ыйту вĕсене 1881 çулта пусмăрланă хыççăн сиксе тухнă. Çапах та çав тери йышлăн кунта раççей еврейĕсем çав тапхăрта та, каярах та, куçма тытăнман.

Nuvola apps kview.png Тулаш ӳкерчĕксем
Searchtool.svg Вывеска с надписью по-испански: «Музей русской общины в долине реки Гуадалупе. Ресторан русской кухни»

1905 çулхи авăн уйăхĕнче Анат Калифорние Пĕрлешĕннĕ Штатсем витĕр 104 раççей молокан çемьи çитнĕ, вĕсем хальхи Энсенада муниципалитетăн çурçĕр-кăнтăрĕ енне çитнĕ те 1907 çулта Гуадалупе юханшывăн айламĕнче кивçен укçапа 13 пин акр çĕр илнĕ.[2] Хăйсен тĕн тата этеп йăлине упраса хăварас тĕллĕвпе куçса килнĕ çынсем вырăнти халăхран уйрăм пурăннă, çĕр ĕçленĕ те выльăх-чĕрлех ĕрчетнĕ. Вĕсем йĕркеленĕ колони, хăшпĕр хаклавсемпеÇурçĕр Америкăри молокансенчен те ăнăçлăрах шутланнă. Апла пулин те, 1958 çулта çак территори витĕр автомобиль шоссине хывнă, вара чылай молокан кунтан тухса кайнă. Вĕсен Энсенадăра юлнă еткерĕсем халĕ иçĕм çырлине çитĕнтерсе эрех тăваççĕ, çаплах хăна çурчĕсене тытса тăраççĕ. Вырăнти влаçсем пулăшнипе Молокансен музейĕ ĕçлет.[3]

2007 çулăн вĕçĕнче Мексикăри раççей элчелĕхĕ пулăшнипе Мексикăри Пĕрлешĕннĕ Штатсенчи тăван çĕр-шыв çыннисен СОРУМЕКС йĕркелĕвĕ никĕсленнĕ, координаци канашĕн ертӳçи — С. В. Киляков.

Православи Мексикăра[тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]