Метр
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Метр (палăртăвĕ: м, m; ав.гр. μέτρον — виçе, виçмелли) — хушă виçмелли виçе. Вакуумра çеккунтăн
пайĕнче çутă кайнă хушăпа пĕр тан.
Тупмалли |
[тӳрлет] Истори
1889-1960 çулсенче тĕнче усă курнă метр эталонĕ.
1799-мĕш çулта платинăран метр эталонне туса хатĕрленĕ. Ун тăршшĕ Париж меридианĕн пĕр 40-миллионмĕш пулнă
[1].
1889-мĕш çулта 90% платинăпа 10% ириди шăранчăкĕнчен Х саспалли евĕр тепĕр эталон туса хатĕрленĕ. [2]. Ун копине метра хушă виçин стандартне йышăннă çĕршывсене панă. Çак эталон, унпа усă курмаççĕ пулсан та, халь те упранать,
[тӳрлет] Вуннăлла хутла тата пай виçисем
Вуннăлла хутла тата пай виçисем метр умне стандартлă СИ приставкисем хушса пулаççĕ. Унсăр пуçне системăсăр виçесем пур: Ангстрем, микрон. Вĕсене усă курма сĕнмеççĕ.
- километр-1000 метр
- дециметр — 0,1 метр
- сантиметр — 0,01 метр
- миллиметр — 10-3 метр
- микрометр — 10-6 метр
- нанометр - 10-9 метр
- пикометр - 10-12 метр
[тӳрлет] Ытти хушă виçисемпе танлаштарни
| Метр виçи, СИ не кĕмен виçесемпе |
СИ-не кĕмен виçе, метр виçипе |
||||||||
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| 1 метр | ≈ | 39,37 | дюйм | 1 дюйм | ≡ | 0,0254 | метр | ||
| 1 сантиметр | ≈ | 0,3937 | дюйм | 1 дюйм | ≡ | 2,54 | сантиметр | ||
| 1 миллиметр | ≈ | 0,03937 | дюйм | 1 дюйм | ≡ | 25,4 | миллиметр | ||
| 1 метр | ≡ | 1×1010 | ангстрем | 1 ангстрем | ≡ | 1×10−10 | метр | ||
| 1 нанометр | ≡ | 10 | ангстрем | 1 ангстрем | ≡ | 100 | пикометров | ||
[тӳрлет] Асăрхавсем
- ^ Brief history of the SI (акăлч.). International Bureau of Weights and Measures. Тĕрĕсленĕ 12 утă уйăхĕн 2010.
- ^ [{{{каçă}}} Метр] — Кругосвет
|
||||||||||