Мешаков Илья Григорьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мешаков Илья Григорьевич
Çуралнă вăхăт 1924 -мĕш çулхи çурла уйăхĕн 10-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Пăсăрман Муркаш районĕ Чăваш Республики Раççей
Вилнĕ вăхăт 1971–мĕш çулхи юпаăн 12-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Ермак Муркаш районĕ Чăваш Республики Раççей
Пăхăнулăх СССР
Çар ăрачĕ пехота
Хĕсмет çулĕсем 1942- 1945
Хисеп Шаблон:СССР, рядовой
Чаç 113-мĕш стрелоксен дивизин 1292-мĕш стрелоксен полкĕ
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ «Хисеп Палли» орденĕ

МЕШАКОВ Илья Григорьевич (1924-1971)—рядовой, Совет Союзĕн Паттăрĕ. Вăл Чăваш Республикиăн Пăсăрман ялĕнче çуралнă. Чăваш. КПСС ретне 1946-мĕш çулта кĕнĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

113-мĕш стрелоксен дивизин 1292-мĕш стрелксен полкĕн Мешаков рядовой 1944-мĕш çулхи пушăн-25 каç ушкăнпа пĕрле чи малтан Кăнтăр Буг урлă каçнă. Ушкăн хăйсенчен пысăкрах йышлă тăшмана позицисенчен çапса кăларса плацдарм ярса илнĕ. Пысăкрах вăйсем килсе çитиччен плацдарма тытса тăнă, тăшманăн 9 контратакине сирсе янă. Мешаков 13 гитлеровеца пĕтернĕ. Пушăн 26-мĕшĕнче, плацдарма сарас çапăçусенче, Мешаков маларах кайса автоматран персе ушкăна тăшман траншеине илме май панă. 6 нимĕçе пĕтернĕ, 2 плена илнĕ.

Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна 03.06.1944 Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçтернĕ.

Вăрçă хыççăн демобмлизацилнĕ. ВЛКСМ Муркаш райкомĕн секретарĕ, уйăм пуçлăхе, КПСС райком секретарĕ пулса ĕçленĕ. 1954-1971-мĕш çулсенче Муркаш вăтам шкул вĕрентекенĕ, Ярапайкасси шкул директорĕ.


1971 çулхи юпăн 12-мĕшĕнче нумай вăхăт чирленĕ хыççăн Чăваш Республикин Муркаш районĕнчи Ермак ялĕнче вилнĕ.

Чысĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Ленин орденĕ
  • Хисеп палли
  • Моркашри шкулта асăну хăми, тата Муркашри Паттăрсен аллеинче ун ятне асăннă.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Шаблон:Книга:Герои Советского Союза
  • Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы — уроженцы Чувашии : [изоматериал]. — Чебоксары, 2005.
  • Наши земляки — Герои Советского Союза. — Чебоксары, 1980.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

 Мешаков Илья Григорьевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

.