Мианкале çурутравĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Мианкале́ (перс. میان‌کاله) — Иранри Мазендеран провинцийĕн çĕрне кĕрекен çурутрав, Каспи тинĕсĕн кăнтăр енчи çыранĕ хĕрринче вырнаçнă..

Çурутрав анăçран тухăçа 55 çухрăм тăсăлать. Чи ансăр вырăнта 800 метр сарлакăш, чи анлинче — 3,7 çухрăм тарин. Ун хĕрринче Горган кӳлмекĕ вырнаçнă.

Кунта Ашураде, Гезеле Мехди тата Гезеле Шамали ялсем вырнаçнă.

Çурутрав çĕрĕ — вĕçенкайăксен заповедникĕ. Çапах та канма килекен çынсем нумайланнине пула хăш-пĕр кайăксен тĕсĕсем çухални патнех çитнĕ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]