Михайлов Анатолий Михайлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Михайлов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Анатолий Михайлов
фото
Тĕп хыпар
Çуралнă чухнехи ят Анатолий Михайлович Михайлов
Çуралнă вăхăт 1931, утă, 18
Çуралнă вырăн Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР,
РСФСР СССР
Вилнĕ вăхăт 1997, чӳк, 22
Вилнĕ вырăн Шупашкар, Чăваш Республики, РФ
Патшалăх ССРП
РФ
Профессисем композитор, баянист, мусăк педагогĕ
Инструментсем баян, аккордеон
Жанрсем популярлă мусăк

Анатолий Михайлович Михайлов (1931 çулхи утăн 18-мĕшĕ, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР, РСФСР СССР — 1997 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш Республики, РФ) — чăваш мусăкĕ культурин паллă ĕçченĕ, композитор, мусăк педагогĕ[1].

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Анатолий Михайлов 1931 çулхи утă 18-мĕшĕнче Чăваш АССР кĕрекен Çĕрпӳ районĕнчи ялĕнче çуралнă.

Ивановăри çиччĕ çул вĕренмелли шкулта пĕлӳ илсен Çĕрпӳри ялхуçалăх техникумĕнче (1945-47) вĕренет. 1948 çултанпа Çĕрпӳри ача пахчинче мусăк вĕрентӳçи тата çав хулари профтехшкулăра купăсçă-аккомпаниатор пулса ĕçлет. 1954 çулта Шупашкарти Ф. П. Павлов ячĕллĕ мусăк училищинче дирижёр-хор уйрăмĕнче (В. Ф. Вержбицкин дирижёр класĕнче, Д. С. Нофель-Ходяшевăн фортепиано класĕнче, Г. Г. Лисковăн гармонипе мусăк композици класĕнче) ăсталăхне туптать.

Тепĕртакран мусăкçăна çара илсе каяççĕ, унта вăл полкăн юрăпа ташă ансамблĕн дирижёрĕ пулса тăрать. 1957 - 1958 çулсенче мусăка чунтан юратакан М. П. Мусоргский ячĕллĕ Урал консерваторине вĕренме кĕнĕ, Г. Н. Белоглазов доцентăн мусăк композицин класĕнче ăсталăхне ӳстернĕ.

1958 - 1964 çулсенче вăл Шупашкарти 1-мĕш № шкулта тата 2-мĕш № шкул-интернатра мусăк урокĕсене парать; дирижир ĕçне, баян, фортепианăпа калама вĕрентет; Шупашкарти мусăк вĕрентĕшĕнче мусăк теорипе, Канашри педагогика тата Çĕрпӳри культура-çутĕç училищисенче вăй хурса тăрăшать.

1971 çулта Анатолий Михайлович СССР композиторĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ ятне тивĕçет. 1977 çултанпа вăл хăйĕн мĕнпур вăй-халне композитор пултарулăхне парать, çав вăхăтрах концертсене ирттерет, мусăка пропагандăлас çутĕç ĕçне туса пырать. Анатолий Михайлов Чăваш Енре тата Атăлçи хулисенче 300 яхăн автор концерчĕпе пултарулăх тĕлпулăвне ирттерет.

1990 çулта Анатолий Михайлович Чăваш Республикин Композиторсен ассоциацине пуçтарать, ăна Президент вырăнне суйлаççĕ. 1994 çултанпа вăл Чăваш Республикин Мусăк пĕрлĕхĕн председателĕ.

1997 çулхи чӳкĕн 22-мешĕнче чылай хушă чирпе асапланнă хыççăн Анатолий Михайлович çут тĕнчерен уйрăлса каять.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Композитор 1000 яхăн мусăк ĕçне хайланă, вĕсен хушшинче паллисем: «Плывут, летят крылатые» оперетта (С. Щербаков либреттипе); Чăваш патшалăхĕн пукане театрĕн 15 спектаклĕ валли мусăк çырнă, П. Осиповăн «Айтар» пьесине кĕвĕ кĕртнĕ; сĕрме купăспа фортепиано валли «Поэмăна» кĕвĕлетнĕ; маршсем («Марш военных лет», «Марш ПТУ»). Чылай романспа юрăна чун кĕртнĕ.

И. Ивник, А. Лукин, А. Савельев сăввисене мелодиленĕ. Унăн пултарулăх хутаççинче Чăваш Енăн хулисем, чăваш паттăрĕсем, Мускав, атăлçи тата раççей хулисем çинчен хунă кĕвĕсем чылай вырăн йышăнаççĕ.

Мускавра тата Чăваш Енре автор ĕçĕсен 10 пухмачĕ, вĕсен шутĕнче 8 юрăпа хор, тухнă.

Асăнмалăх[2][тӳрлет | кодне тӳрлет]

1998 çулхи ака уйăхĕнче Анатолий Михайловичăн арăмĕ Лидия Терентьевна Чăваш Республикин патшалăх архивне упăшкин докуменчĕсене панă.

Вокал, хор, мусăк инструменчĕсем валли композитор хайланă юрă-кĕвĕ «Мелодия» фирмăра тухнă грампластинкăсем Чăваш тата Раççей радиовĕн фондĕнче упранаççĕ.

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. Илюхин, Ю. Анатолий Михайлов юррисем / Ю. Илюхин // Коммунизм ялавĕ. — 1971. — 21 декабря.
  2. Ирхи, Г. Çавал тăрăхĕнче, юрă-кĕвĕ уявĕнче / Г. Ирхи // Хыпар. — 2004. — 14 утă.
  3. Мартьянов, Н. Композитора асăнса / Н. Мартьянов // Хыпар. — 2003. — 10 утă.
  4. Александров, Ю. Творческий отчет композитора / Ю. Александров // Советская Чувашия. — 1978. — 24 сентября.
  5. Долгов, В. Деревья растут не поодиночке / В. Долгов // Советская Чувашия. — 1998. — 18 ноября.
  6. Зимин, Н. Щедрый талант / Н. Зимин // Советская Чувашия. — 1991. — 18 июля.
  7. Ильин, С. П. Михайлов Анатолий Михайлович // Ильин, С. П. Ассоциация композиторов Чувашской Республики / С. П. Ильин, Н. А. Зимин. — Чебоксары, 1995. — С. 88-91.
  8. Илюхин, Ю. А. Михайлов Анатолий Михайлович / Ю. А. Илюхин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 106.
  9. Лукиянова, З. Памяти композитора / З. Лукиянова // Чебоксарские новости. — 2001. — 18 июля.
  10. Мартьянов, Н. Фестиваль памяти композитора / Н. Мартьянов // Советская Чувашия. — 2003. — 9 июля и др.
  11. Л.И. Бушуева, Ю.А. Илюхин, «Чăваш Енĕн композиторĕсем», Шупашкар, 2014.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]