Мурманск облаçĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Мурманск облаçĕ — Раççей Федерацин Çурçĕр-анăç федераллă округа кĕрекен субъекчĕ.

Географи[тӳрлет]

Облаç Раççейĕн çурçĕр-анăçĕнче вырнаçнă. Лаптăкĕ 144,9 пин çм². Облаçĕн административлă тĕпĕ — Мурманск хули. Облаç Кола ӳрутрвĕнче, Çурçĕр поляр унки леш енче ларать. Кăнтăрта Карели Республикипе чикĕленет, анăçра — Норвегипе тата Финляндипе. Шурă тата Баренц тинĕсĕсен шывĕсемпе çăвăнать. Авал тахçан Кола çурутравĕ пĕтĕмпех пăрлăхпа витĕннĕ пулнă, кайран çĕр çинче тарăн йĕрсем хăварса, пăрлăх шуçса тухнă, çавăнпа Мурманск облаçĕнче питĕ нумай шывсем (Варзуга, Умба, Нива, Воронья, Кола, Тулома, чи вăрăмми — Поной) тата кӳлĕсем (Умбозеро, Ловозеро, чи анлă лаптăкли — Имандра). Мурманск облаççĕрĕсенче Хибин тăвĕсем пур, унта кашни çул альпинистсем пуçтарăнаççĕ.


Климат[тӳрлет]

Кăнтăр енче вăтам тинĕслĕ, çурçĕр енче — субарктика климачĕ, ăшă Гольфстрим юхăмĕ пулнипе, çавăн пирки кунта çулĕпех тинĕс шыв çулĕсем уçă. Хĕлле — поляр каçĕсем, çулла — поляр кунĕсем.

Çутçанталăкĕ[тӳрлет]

Пĕтĕм çĕрĕсенче тундра е хутăш тундра-вăрман, кăнтăр енче çеç — çурçĕр тайги. Йывăçсем облаçĕн çурçĕрĕнче карликлă (хурăн тата осина), кунта чăрăш лайăх ӳсет, хырсем тĕл пулаççĕ, тундрăра мăкпа тата лишайника сарса хунă пекех, çырла та нумай: черника, морошка, голубика, брусника тата клюква питĕ сарăлнă. Чĕрчунсем сахалтарах, шыв фауни çĕр çинчирен темĕн тĕрлĕрех. Тилĕсем, куницăсем, горностаи тĕл пулаççĕ, песец, кашкăр та хура упа, лоси и северные олени, пакшасем тата леммингсем нумай.

Кайăксенчен шурă куропаткăна, поляр тăмине, тетеревсене тата глухарсене курма пулать, вăрмансенче снегири, синицы, свиристели пур. Нумай чарлансем, крачексем тата ытти тинĕс кайăкĕсем.

Мурманск облаçĕнче треска, тинĕс окунĕ, палтус, зубатка, камбала, сельдь пуллисене тытаççĕ. Юхханшывсенче форель пур.

Халăхĕ[тӳрлет]

2005 çулта кунта 872,8 пин çын пурăнать. Халăх-çын тăвăрлăхĕ: 6,0 çын/çм² (2005), хуласенче 91,5 % (2005) çын пурăнать.

Истори[тӳрлет]

Облаçе 1938 çулхи çу, 28 йĕркеленĕ.

Хуласем[тӳрлет]

Хупăннă хуласем, посёлксем[тӳрлет]

Урăх çĕртре кăтартни[тӳрлет]