Мускав Энергетика Институчĕ
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
| Мускав Энергетика Институчĕ (Тĕпчев наци университечĕ) | |
|---|---|
| Йыхрав | Energia omnium fundamentum (Энерги — мĕнпурлăх никĕсĕ) |
| Никĕсленĕ çул | 1930 |
| Студентсем | 12 000 ях. |
| Вĕрентӳçсем | 1700 яхăн |
| Вырнаçăвĕ | |
| Юридици адресĕ | 111250 Мускав, Красноказарменная урамĕ, 17 |
| Сайт | www.mpei.ru |
Мускав энергетика институчĕ (техника университечĕ), — Раççейри пысăк техника университечĕсенчен пĕри, 1930-мĕш çулта никĕсленĕ. МЭИ энергетика, электротехника, электроника тата информатика енĕпе ăстаçăсене хатĕрлет.
Факультетсем [тӳрлет]
- Гуманитарипе практикăра усă курмалли институт (ГПуИ)
- Автоматикăпа шутлакан техника институчĕ (АШТИ)
- энергетика ăнăçлăхĕн ыйтăвĕсен институчĕ (ЭнĂнЫИ)
- Радиотехникăпа электроника институчĕ (РЭИ)
- Теплоэнергетикăпа техника физиккин институчĕ (ТТФИ)
- Технологисемпе экологи тата пуçару ĕçĕн институчĕ (ТЭПĕИ)
- Электротехника институчĕ (ЭТИ)
- Электроэнергетика институчĕ (ЭЭИ)
- Энергомашиностроенипе механика институчĕ (ЭнМИ)
- Çар вĕрентĕвĕн факультечĕ (ÇВФ)
- ВУЗа кĕрес умĕн вĕрентекен факультет (ФДП)
- Преподавательсен квалификацине ӳстерекен факультет (ПКӲФ)