Мускат Александрийски

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Мускат Александрийски - паллă техĕмлĕ шурă иçĕм сорчĕ.Мускат ушкăнра чи авалхи сорчĕ.Тăван çĕр : Çурçĕр-хĕвелтухăç Африка.Урăх ячĕсем : Зибиббо ( Сицили утравĕ ), Гордо бланко ( Австрали ), Ханеппот ( КАР ), Москатель ( Испани ), Москателлер ( Германи ).Мускат Александрийски сортран чилайăш пылак тата хаярлатнă эрехсем тăваççĕ.

Ампелографи[тӳрлет]

Шултра хулăм хупиллĕ çырлисем симĕс-сарă е янтарь-ылтăн тĕслĕ.Каярах пиçни сорчĕ.Нӳрлĕ вырăнта часах çырлисем пăнтăхса каяççĕ ( милдью чирĕпе ).Мускат ушкăнри иçĕм сортсемчен Мускат Александрийски çырлисем шултăрах, пылакрах.Ку сортран тунă эрехсем техĕмлĕрех пулаççĕ.

Сарăлни[тӳрлет]

Вăтаçĕр тинĕсри çырансемче Мускат Александрийски анлăн сарăлнă.Паян тĕнчере 55 000 гектарсемче Мускат Александрийски ӳстереççĕ.Чи пысăк иçĕм лаптăкĕ Чили тата Марокко çĕршывсемче :

Паха эрехсем[тӳрлет]

  • Итали :
    • Пантеллерия утравсем - иçĕм çырлисем типĕтсе десертлă эрех тăваççĕ ;
    • Асти тăрăхĕ - чашкăракан эрехсем тăваççĕ ;
  • Греци :
    • Лемнос утравĕ ;
    • "Метакса" хаяр алкоголь ĕçми тăвакансем Мускат Александрийски сортран тунă эрех хутăштараççĕ ;
  • Испани : Малага тăрăхĕ ;
  • Португали : Сетубал тăрăхĕ ;
  • Чили тата Перу : Писко хаяр алкоголь ĕçми Мускат Александрийски сортран пăслан-тарса тасатса тăваççĕ.