Мэн утравĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мэн утравĕ. Космосран пăхсан.

Мэн утравĕ (акăлч. The Isle of Man, мэн Ellan Vannin) — Пĕрлĕхлĕ Патшалăхĕн патшин çĕрĕсем.

Географи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мэн утравĕ. Географи картти.

Утрав Ирланди тинĕсĕнче вырнаçнă, Англирен, Ирландирен, Шотландирен тата Уэльсран пĕр тан. Лаптăкĕ — 572 тв. çм. Мэн утравĕн Çĕр çинчи чи ватă парламентсенчен пĕри (Tynwald) — вăл 979 çултанпах ĕçлет. Мэн Аслă Британи шутне кĕмест, Европа Ушкăнне те хутшăнмасть. Утрав тĕнчере налуксемсĕр çĕр пирки паллă пулать. Мэн утравĕн символĕ — трискелион (виçкелион), пĕр тĕлтрен тухакан виçĕ чупакан урасем. Виçкелион тăплăха палартать, çакна утравĕн чанăвĕнче (девизĕнче) те кăтартнă. Татах ăна Ялавĕ тата Гербĕ çине хăпартнă.

Халăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2001 çулхи шутлавĕпе, Мэн утравĕнче 76 315 çын пурăнать, вĕсенчен 25 347 тĕп хулинче — Дугласра. Халăх-çын тăвăрлăхĕ — 133 çын/тв. çм.

Isle of Man sheadings

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]