Мюскаде

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Мюскаде - ( фр. Muscadet ) - шурă иçĕм сорчĕ.Тăван енĕ : Бургунди ( Франци ).

  • Урăх ячĕсем : Melon de Bourgogne, Gamay blanc, Gros Auxerrois, Lyonnaise blanche, Melon, Weisserburgunder.

Ампелографи[тӳрлет]

Мюскаде Мускат иçĕм сорчĕсем ушкăна кĕмест.Мускаде Мускатпа пĕртăвансем мар.Пысăк тухăçлă, сиввĕ тӳсекен сорчĕ.Çырлисем ирех пиçеççĕ.Мюскаде сортран çăмăл, çемçе эрехсем тăваççĕ.

Сарăлни[тӳрлет]

Мюскаде анлăн сарăлнă иçĕм сорчĕсем шута кĕмест.Францире Мюскаде 13 000 гектарсемче вырнаçнă.Хăвăн тăван енре Мюскаде питĕ сайра сорчĕ.1709 çулта Луара айлăмра ирхи тăм иçĕм чĕре хуллисене çапса илнĕ.Ку инкен хыçăн эрехтăвакансем сиввĕ тӳсекен сорчĕ - Мюскаде - лартрĕç.паян Мюскаде пысăк лаптăкра Луара йăлăмра сарăлнă.Тăваттă эрехтăвакан тăрăхсемче ( Muscadet AOC, Muscadet Cotes de Grand Lieu AOC, Muscadet Coteaux de la Loire AOC, Muscadet de Serve et Maine AOC ) Мюскаде - тĕп сорчĕ.

"Сюр ли" мĕслечĕ[тӳрлет]

"Сюр ли" мĕслечĕ

Вырăнти эрехтăвакансем эрехĕ пĕр çул ытла çĕпре ӳкнĕ осадокра усравлаççĕ.Ку мĕслечĕ "Сюр ли" ( фр. Sur Lie ) ячĕпе паллă.Ку сăмахсене кĕленче этикеткара вырнаçтараççĕ.