Назарова Маргарита Петровна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Назарова Маргарита Петровна, — тигрсен укротительници. 1926 çулхи чӳк уйăхĕн 26 Ленинград облаçĕнчи Пушкин хулинче çуралнă. 2005 çулхи юпа уйăхĕн 28 Чулхула хулинче вилнĕ.

РСФСР халăх артистки.

Пурнăçĕ[тӳрлет]

Маргарита Назаровăн ашшĕ вăрманçă, амăшĕ вĕрентекен пулнă. 15 çулхи хĕрачана фашистсем Гамбург хулине ăсатнă. Унта ăна малтан служанка пулса ĕçлеттернĕ, кайран вара кабарера юрлаттарнă. 1945 çулта Назарова хăйĕн тăван çĕршывне таврăннă. Çав çулах вăл Ригăра вырнаçнă цирка акробатика этючĕпе ĕçлеме кĕнĕ. Хуллен майĕн Маргарита Назарова хăйĕн программине чĕрчунсене кĕртме пуçланă — йытăсене, лашасене. Çавăн пекех цирк мотогонщици пулса пăхнă.

"Случай в тайге", "Укротительница тигров", "Тигроловы" кинофильмсенче дублер пулса вылянă.

VI пĕтĕм тĕнчери студентсемпе çамрăксен фестиваленче Назарова тата Константиновский «Водная феерия» программине кăтартнă. Вăл программăшăн вĕсем фестивалĕн ылтăн медале тивĕçлĕ пулнă. Фестиваль хыççăн çăвăн пекех вĕсене «Полосатый рейс» фильмра ӳкерĕнме чĕннĕ.

Маргарита Назарова пĕррехинче хăйĕн çине гастроль вăхăтĕнче тигр тапăннă хыççăн сцена çинчен кайнă. Çамрăк чухнех Чулхулара панă хваттерте хăйĕн юлашки çулĕсене пĕчченех иртернĕ.