Намиэ Амуро

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Намиэ Амуро

Намиэ Амуро, — яппун юрăçи. 1977 çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче çуралнă.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

15 çула çитсен хăйĕн хĕр-тантăшĕсемпе пĕрле Super Monkeys ушкăн йĕркеленĕ. Тăван Окинава префектурăра чапа тухасси пулман, Токие хулине куçсан çеç чапа тухасси пуçланă. Токио хулине куçнă хыççăн хăйсен ушкăн ятне Namie Amuro with Super Monkeys çине улăштарнă. Тепĕртакран Намиэ пĕччен юрлама пуçланă, Тошиба Эми кăларакана Авекс Тракс çине улăштарнă. Намиэсăр тăрса юлнă ушкăн хăйĕн ятне МАХ çине улăштарнă пулсан та халĕ те хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать.

1990-мĕш çулсенче унăн чапĕ питĕ çӳле хăпарса кайнă. Кашни çĕнĕ юрă пĕчĕк вăхăт хушшинче хит-парадсен çӳлти йĕркисем çине леке пуçланă. Яппун хĕрачисем вара ун çине пăхса кĕске юбкăсемпе çӳллĕ атăсем тăхăна пуçланă.