Ндебеле чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ытти пĕлерĕшĕсене Ндебеле (пĕлтерĕшĕсем)) статьяра тупăр:

Çут тĕнчере ндебе́ле палăртуллă икĕ чĕлхе пур:

Истори[тӳрлет]

Ндебеле кăнтăр Африкăра анлă сарăлнă зулус чĕлхинчен пуçланса кайнă. Шакан çарпуçĕ Мзиликази хăйĕн ăрачĕпе (ндебеле) патшине хирĕç пăлханса хăйĕн Матабелеленд патшалăхне туса хурать , унăн халăхĕ зулусла калаçнă. Йăхăн пĕр пайĕ хальхи Претори çĕрĕнче пурăннă, зулус чĕлхипе юнашар халăхсен сото-тсван чĕлхисенчен кăнтăр Ндебеле чĕлхи çуралать. Ндебелĕн чылайăшĕ хальхи Зимбабве çĕрĕнче вырнаçать, çакна пула сото-тсван чĕлхисен сĕмĕнчен тухса, çурçĕр Ндебеле чĕлхине никĕслет.