Нева патĕнчи çапăçу

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Нева патĕнчи çапăçу, — 1240 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче пулса иртнĕ çапăçу.

Тупмалли

[тӳрлет] Çапăçакансем

Раççей историкĕсен шухăшĕпе шведсен çарне Биргер Магнуссон ертсе пынă. Вăл Швеци патшин кĕрĕвĕ пулнă. Швед историкĕсем ку çапăçăва та Бергер унта хутшăнни пирки те асăнмаççĕ. Шведсен çăрĕнче çавăн пекех норвегсемпе финн йăхĕсем пулнă.

Вырăссен çарне Александр Невский ертсе панă.

[тӳрлет] Çапăçу

Шведсем Нева шывĕпе хăпарса Ижора юхса кĕнĕ вырăна çитсен çырана тухнă. Вăл вăхăтра ку çĕрсене ижор сĕнтĕрĕсем сăнаса тăнă. Швед киммисем иртнине курсан ижорсем тӳрех ун пирки Александăра пĕлтернĕ.

Ку хыпара илтсен Александр хăйĕн çарне пухса хăвăрттăн шведсем вырнаçнă вырăна вĕçтернĕ. Унпа пĕрле Новгород çыннисем те пĕрле кайнă. Шведсен лагерĕ тĕлĕнче тĕтре тăнă. Тĕтрепе усă курса Александр тăшман çывăхне систермесĕр çитнĕ. Шведсем хăйĕн çарне йĕркелесе çитериччен Александр вĕсем çине тапăннă. Юланутсем тăшман варрине, çуран çар айăккинчен пырса çапнă. Шведсем нумай çухату тӳссе юханшывăн тепĕр енне тарнă. Ун хыççăн, çапăçăва выляса янăскерсем, каялла Швецине таврăннă.

[тӳрлет] Çапăçу пĕтĕмлетĕвĕ

Çапăçу хирне тухнă вăхăтра Александр çирĕм çулта пулнă. Çапăçура хастарлăх кăтартнăшăн ăна Невский ята панă.

Шведсен историкĕсем ку çапăçăва асăнмаççĕ.

[тӳрлет] Экран çине кăларни

2008 çулта экран çине «Александр. Нева патĕнчи çапăçу» ятлă фильм тухнă.

[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр

Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем