Нибелункăн унки
Википедири материал
Нибелункăн унки (ним. Der Ring des Nibelungen, Шаблон:Lang-de2 — тĕтрен ачисем) — германсен мифологийĕ, исландсен саги тата вăтам ĕмĕр поэми «Нибелункăсем çинчен юрă» тăрăх çĕнĕлле майлаштарса çырнă тăватă кăссайлă оперăран тăракан çаврăм (цикл):
- Рейн ылтăнĕ (Шаблон:Lang-de2),
- Валькири (Шаблон:Lang-de2),
- Зигфрид (Шаблон:Lang-de2),
- Турăсен вилĕмĕ (Шаблон:Lang-de2).
Оперăн либреттипе кĕввине Рихăрт Вакнĕр 1848–1874 çулсенче, 26 çул хушши çырнă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Кĕскен çырса кăтартни
Тăватă оперăн кăтартăвĕн пĕтем вăхăчĕ — 15 сехет ытла, чи кĕске опери Рейнăн ылтăнĕ икĕ сехет те 30 минут тăсăлать, чи вăрăмми — Турăсен вилĕмĕ — пилĕк сехет ытла.
[тӳрлет] Кун-çулĕ
Оперăсене 1848 çулта хайлама тапратнă, ун чух Вакнĕр тĕрлĕ кăссайпа халапа пĕр текст (тупсăмĕпе Нибелунг унки евĕр, анчах та кăтартуллă уйрăмлăхсемлĕ) çине пухса Нибелунгсен халапĕ драма валли çырса пăхать. Тепĕр çултан вăл «Зигфрид вилĕмĕ» (Шаблон:Lang-de2) либретто çырать.
1850 çулта «Зигфрид вилĕмĕ» валли çырмаллине хатĕрлет, «Зигфрид çамрăклăхĕ» (Шаблон:Lang-de2) оперăна туса пĕтерет, каярах ăна «Зигфрид» ят парать.
1851 юпа уйăхĕнче Вакнĕрăн пуçĕнче тăватă каç умлă-хыçлă вылямалли тăватă оперăллă çаврăм («Рейн ылтăнĕ», «Валькири», «Зигфрид яшлăхĕ», «Зигфрид вилĕмĕ» Шаблон:Lang-de2) тăвас ĕмĕт çуралать. Пур тăватă опера либреттине 1852 çулхи раштавра çырса вĕçленĕ (çывăх юлташĕсене çеç паллаштарнă), 1853 çулта пичетленĕ. Чӳк уйăхĕнче Вакнĕр пĕрремĕш опери «(Рейн ылтăнĕ)» валли кĕвĕ хайлама пуçлать. 1857 çулта виççĕмĕш оперăна («Зигфрид»), вĕçлет, хыççăн 12 çуллăха урăх ĕçсемпе — «Тристанпа Изольда» тата «Нӳрнберг мейстерзингерĕсем» оперисемпе — хăтланать.
1869 çултанпа Вакнĕр Людвиг II Бавари патшин укçи-тенкипе пурăнать. Вара вăл Зигфрид патне таврăнать те чылаях ăна урăхлатать. 1869 çулхи юпара Вакнĕр юлашки оперине («Турăсем пĕтни», «Зигфрид вилĕмĕ» çине куçарнă) çырса хатĕрленĕ.
[тӳрлет] Оперăсене шăрантарни (суйласа илнисем)
- 1953 — Дир. Клеменс Краус; солисчĕсем: Ханс Хоттер, Астрид Варнай, Вольфганг Виндгассен, Густав Найдлингер; Байройт фестивалĕн оркестăрĕ.
- 1953 — Дир. Вильгельм Фуртвенглер; солисчĕсем: Фердинанд Франц, Марта Мёдль, Людвиг Зутхаус, Алоис Пернершторфер; Рим радио (RAI) оркестăрĕ.
- 1956 — Дир. Ханс Кнаппертсбуш; солисчĕсем: Ханс Хоттер, Астрид Варнай, Вольфганг Виндгассен, Густав Найдлингер; Байройт фестивалĕн оркестр.
- 1958-65 — Дир. Джордж Шолти; солисчĕсем: Ханс Хоттер, Биргит Нильсон, Вольфганг Виндгассен, Густав Найдлингер; Вена филармони оркестăрĕ.
- 1967 — Дир. Карл Бём; солисты: Тео Адам, Биргит Нильсон, Вольфганг Виндгассен, Густав Найдлингер; оркестр Байройтского фестиваля.
- 1966-70 — Дир. Герберт фон Караян; солисчĕсем: Томас Стюарт, Хельга Дернеш, Джесс Томас, Золтан Келемен; Берлин филармони оркестăрĕ.
[тӳрлет] Каçăсем
- «100 опер» сайчĕ çинчи «Нибелунк унки» тетралогине кĕске каласа кăтартни (синопсисĕсем)
- Тетралогия Рихарда Вагнера "Кольцо нибелунга" (Der Ring des Nibelungen) - кĕскен каласа кăтартни
- Тĕплĕ хыпарсем (нимĕç чĕлхипе)