Николаева Людмила Васильевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Николаев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Николаева Людмила Васильевна (хĕр хушамачĕ Иванова), — чăваш сăвăçи. 1958 çулхи авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çуралнă. 2003 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăрнарти совхоз-техникумĕнче вĕреннĕ. Кайран Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлĕвне ӳçтернĕ. Агроном пулса ĕçленĕ. Çĕрпӳ районĕнчи хăмла пахчинче бригадир пулса ĕçленĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 16-мĕш шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Унтах вулавăш-музей библиотекарĕ пулса ĕçленĕ.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çак кĕнекесем пичетленсе тухнă:

  • «Сывлăм ӳкнĕ каç»
  • «Хурăн куççулĕ»
  • «Эс килмерĕн».

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]