Николаев Андриян Григорьевич
Андрия́н Григо́рьевич Никола́ев (1929 çулхи авăнăн 5-мĕшĕ, Шуршăл, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш АССРĕ, РСФСР, СССР — утă, 3 2004, Шупашкар, Раççей Федерацийĕ) — совет 3-мĕш космонавчĕ. Икĕ хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕ, авиаци генерал-майорĕ, чăваш.
Тупмалли |
Пурнăçĕ [тӳрлет]
1947 çулта Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухсан Карелире «Южкареллес» трестра вăрман каснă. 1950 çулта çар хĕсметне кайнă. 1951 çулта Фрунзери çар авиаци летчикĕсен училищинче вĕренме пуçланă. 1954 çулта училище хыççăн Мускав çывăхĕнчи авиаци пайĕсенче хĕсметре тăнă. 1960 çулта совет космонавчĕсен ушкăнне чĕнсе илнĕ. «Восток» ятлă карапсем çинче вĕçев ĕçĕсене вĕреннĕ.
1961 çулхи çурла уйăхĕнче Г. С. Титов «Восток-2» космос карапĕ çинче вĕçнĕ чухне унăн дублёрĕ пулнă.
1962 çулхи авăнăн 11-15-мĕшĕсенче «Восток-3» космос карапĕ çинче хăйĕн пĕрремĕш космос вĕçевне тухнă. Тĕнчере пĕрремĕш ушкăнлă космос карапĕсен («Восток-3» и «Восток-4») вĕçевне хутшăннă. Космосра 3 талăк та 22 сехет те 22 минут вăхăт ирттернĕ. Ун хыççăн пулас вĕçевсене хатĕрленет, 1963-1968 çулсенче космонавтсен ушкăнĕн командирĕ. Ӗçленĕ чухнех 1968 çулта Çар-вĕçевçĕ инженерсен Н. Е. Жуковский ячĕллĕ академинчен вĕренсе тухнă. 1968 - 1974 çулсенче - космонавтсене хатĕрлекен Ю. А. Гагарин ячĕллĕ Тĕпĕн пуçлăхĕң çумĕ. Уйăх çине вĕçме хатĕрленнĕ.
1969 çулхи чӳк уйăхĕнче Союз-8 карапăн дубль экипажăн командирĕ пулнă. 1970 çулхи çĕртме уйăхĕн 1 - 19-мĕшĕсенче Союз-9 карапăн экипажăн командирĕ пулса Виталий Севостьянов борт-инженерпа пĕрле вăл вăхăтри чи тăсăк космос вĕçевне ирттернĕ. Çĕр çине ансан космонавтсем хăйсене питĕ начар туйнă, урисемпе утайми пулнă. Çак амаклăха медицина литературинче «Николаев эффекчĕ» теме йышăннă. Вĕçевĕ 17 талăк та 16 сехет те 58 минут та 55 секунд пынă. Пĕтĕмпе космосра - икĕ хут хăпарса -21 талăк та 15 сехет те 20 минут та 55 секунд . В 1974 çултанпа - космонавтсене хатĕрлекен Ю. А. Гагарин ячĕллĕ Тĕпĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ.
РСФСР Аслă Канашлăвĕн 6 - 11 чĕнĕвĕсен депутачĕ. 1990 - 1993 çулсенче РСФСР халăх депутачĕ.
Чыславсемпе парнесем [тӳрлет]
Совет Союзĕн икĕ хут Паттăрĕ. Ленин икĕ орденĕпе, Ěçлĕ Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе, медальсемпе чысланă. К. Э. Циолковский ячĕллĕ, «Космос», де Лаво тата Ю. А. Гагарин ячĕллĕ ылтăн медальсемпе тивĕçтернĕ. НРБ Социализм Ěç Паттăрĕ. ДРВ Ěç Паттăрĕ. МНР Паттăрĕ. Георгий Димитров, Кириллпа и Мефодий (Болгари), Ялавăн бриллиантсемпе I степеньлĕ (Венгри), Сухэ-Батор (Монголи), Çăлтăр II класлă (Индонези), Ожерелье Нила (Египет) орденĕсене парса чапланă. Даниэльпе Флоренс Гуггенхеймсен премине илме тивĕç пулнă. Тĕнчери астронавтика академин хисеплĕ членĕ. СССР патшалăх преми лауреачĕ (1981). Калуга, Смулен, Ржев, Махачкала, Нальчик, Каспийск (Раççей), Караганда (Казахстан), Дархан (Монголия), София, Петрич, Стара-Загора, Варна, Плевен (Болгари), Карлови-Вари (Чехи), Буира (Алжир) хулисен хисеплĕ гражданинĕ. Уйăх çинчи кратера Николаев ятне панă.
Асăнмалăх [тӳрлет]
- Уйăхăн тепĕр енчи кратер.
- Инза (Чĕмпĕр обл.) хулинчи урам
- 10-мĕш шкул Шупашкар
- Кокшакассинчи вăтам шкул (Çĕрпӳ районĕ).
- Космонавт Николаев А.Г. урамĕ (Шупашкар)
- ача-пăча паркĕ (Шупашкар)
- Урам Красноярск.
- Кану паркĕ (Элĕк)
Почтă марккисем [тӳрлет]
Николаева халалланă почтă марккисене тĕрлĕ çĕр-шывсенче пичетленĕ:
-
СССР н почтă маркки «„Союз-9“ космос карапĕн вĕçевĕ», 1970 ç., Шаблон:ЦФА/Скотт
-
Андриян Николаев Румынин почтă марки çинче, 1962 ç., Шаблон:Михель
Çавăн пекех [тӳрлет]
Вуламалли [тӳрлет]
- А.Г.Николаев "Космос без границ", Мускав, 1979.
Асăрхавсем [тӳрлет]
Каçăсем [тӳрлет]
Николаев Андриян Григорьевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
- Биография на сайте Люди
- Электронная выставка «Андриян Николаев: Путь к звёздам»
- Умер третий космонавт Андриян Николаев
- Шоршелы и А. Г. Николаев
- Стихотворение Андрияну Николаеву летчику-космонавту посвящается (автор Елена Светлая, г. Чебоксары)
- Стихотворение про А. Г. Николаева «Чувашский космонавт»
- Чăваш çăлтăрĕ сÿнмĕ нихăçан
| Ку вĕçлемен статья Чăваш Енĕн пайăр çынĕ пирки. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Шаблон:СССР вĕçевçĕ-космонавчĕсем
Категория:Чаваш Енĕн спортсменĕсем
Категория:Петрозаводскăн чыслă гражданĕсемКатегория:СССР тава тивĕçлĕ спорт ăстисем
- Страницы с неработающими файловыми ссылками
- Вĕçлемен статьясем Пайăр çынсем пирки:Чăваш Ен
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Космонавтсемпе астронавтсем
- Раççей Федераци Аслă Канашĕн пайташĕсем (1990—1993)
- Икĕ хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Пăлхари орденĕсен кавалерĕсем
- «Нил шӳлкеми» орденĕн кавалерĕсем
- Карагандан чыслă гражданĕсем
- Смуленăн чыслă гражданĕсем
- Уйăх çинчи кратера чысласа ята тивĕçтернĕ çынсем
- Марккăсем çинчи пайăр çынсем
- Полоцкăн чыслă гражданĕсем
- Ржевăн чыслă гражданĕсем
- Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕ
