Николаев Яков Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Николаев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Николаев Яков Николаевич
Çуралнă вăхăт 1911 çул
Çуралнă вырăн Чучукасси ялĕ
Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Сĕнтĕрвăрри районĕ
Чăваш Ен), Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт 1943 çулхи чӳкĕн 22 (23)-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Польша
Пăхăнулăх СССР
Çар ăрачĕ пехота
Хĕсмет çулĕсем 1939-1943
Хисеп
Лейтенант
Лейтенант
Командăланă взвод
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Хĕрлĕ Ялав орденĕ  — 1966

Николаев Яков Николаевич, (Чучукасси ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕ), Раççей империйĕЛюблин çумĕнчи Холовно сали) — партизан, чăваш [1].

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Чучукасси ялĕнче çуралнă.

Ачалăхра ăна нуша питĕ каснă. Çемйе пысăк пулнă. Ашшĕ вилсен, Яккăва вара куккăшĕ хăйĕн çемйине пурăнма илнĕ.

1922-1926 çулсенче Якку пуçламăш шкулта вĕреннĕ.

Шупашкарти III Интернационал ячĕллĕ опытлă-кăтартуллă шкул-коммунинче вĕреннĕ. Сĕнтĕрвăрри вăрман хуçалăх техникумĕнче вĕренсе тухнă, хĕсметре тăнă, педагогика институчĕн литература факультетне вĕренме кĕнĕ. Чăваш АССР Халăх Çутĕç комиссариатĕнче тĕрĕслекен тата сектор пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. 1939 çулта ăна каллех хĕсмете илнĕ. Совет Союзĕ Анăç Украинăпа Анăç Беларуç халăхĕсене Совет Украинипе Совет Беларуçĕпе пĕрлештернĕ. Николаева çав вăхăтра Хĕрлĕ Çара чĕннĕ. Ун хыççăн вăл ирĕклех чикĕ хĕрринче хĕсмете юлнă.

Яков Николаевич арăмĕпе, вăрçă умĕн.

:

"Чăваш" партизансене хăй тавра пуçтарнă, Парчăв вăрманĕсенче нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçнă. Тепĕртакран вĕсем "Теодор Альбрехт" ятлă Хĕрлĕ Çар аслă лейтенанчĕ ертсе пыракан партизансен пысăк ушкăнĕн шутне кĕнĕ. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче "Чăваш" "Альбрехт" партизансен пĕр пайĕпе Буг шыв тепĕр енне, Федоров генерал ертсе пыракан совет партизансен ушкăнĕпе тĕл пулас тĕллевпе Камень Каширскине (Полесье - Вăрман тăрăхне) каçнă.

...1943 çулхи ака уйăхĕнче Гитлер Францинчен Тухăç фронта темиçе дивизи хăвăрт куçарма шутланă. Польша урлă чукун çулсем тăрăх, Брест тата Коваль çинелле, пĕр хыççăн тепри тăшманăн çар çыннисемпе вăрçă техники тиенĕ эшелонĕсем пынă. Анчах та эшелонсен пĕр пайĕ çул çинче чарăну тунă, мĕншĕн тесен люблин партизанĕсем çурхи çапăçусен тапхăрне уçнă пулнă.

Ака уйахĕн 21-мĕшĕнче нимĕçсем тавăру операцийĕ, Польша çĕрĕнчи 1943 çулхи чи пысăкки, пуçланнă. Людова Çарĕ хучĕсем тăрăх, çак çапăçусенче 6-7 пинĕ салтак, 20 самолёт тата темиçе артдивизион хутшăннă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Пономарев А., Иванов М. Человек из легенды, Чебоксары, 1968
  • Личное дело Я.Н.Николаева из архива учебного заведения.
  • Матвеева Галина, "Его звали Чуваш", Шупашкар, 2015.
  • Элли Илле. "Чуваш" псевдонимлă Польша партизанĕ çинчен. // "Самар ен" хаçат, 1996, июль, 13.
  • Партизансен отрячĕ "Чăваш" ятлă пулнă. // "Самар ен" хаçат, 1996, май, 25.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]