Никольский Николай Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Николай Никольский
Çуралнă чухнехи ят: Никольский Николай Васильевич
Çуралнă вăхăт: Çу, 19, 1878
Çуралнă вырăн: Купăрля ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Муркаш районĕ, Чăваш Ен)
Вилнĕ вăхăт: Чӳк, 2, 1961
Вилнĕ вырăн: Хусан Тутар АССР
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш чĕлхи тĕпчевçи, этнолог, историк, çутлăхçă
Жанр: ăслăх ĕçĕсем
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Николай Васильевич Никольский (1878 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕ, Купăрля ялĕ (халĕ Чăваш Енри Муркаш районĕ) - 1961 çулхи чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче), — Хыпарăн никĕслевçи[1], чăваш чĕлхи тĕпчевçи, истори ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор[2]

XVIII ĕмĕрти чăваш çырулăхĕн палăкĕсене тĕпчекенĕ. Лексикографи ыйтăвĕсемпе те ĕçленĕ[3].

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ҫемье[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1878 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗ Василий Никитич Никитин (каярах Никольский) вӗреннӗ ҫын пулнӑ, аякри кӗпӗрнесенче мишавайра ӗҫлесе пурӑннӑ. Вӑл вырӑс хӗрне качча илнӗ. Василий Никитичӑн сывлӑхӗ хавшасан арӑмӗпе тӑван яла таврӑннӑ. Вӑл вӑхӑтра Николайсӑр пуҫне ҫемьере тепӗр икӗ ывӑлпа икӗ хӗр пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене вӗрентме тӑрӑшнӑ. Аслӑ ывӑлӗ Зосим Чӗмпӗрти чӑваш шкулне тата Хусанти учительсен семинарине пӗтернӗ, вӗрентекенре ӗҫленӗ. Кӗҫӗн ывӑлӗ Валерий Шупашкарти тӗн училищинче, Киеври ҫарпа инженери училищинче ӑс пухнӑ. Хӗрӗсем Елизаветӑпа Серафима та тивӗҫлӗ пӗлӳ илнӗ. Николай вара Шӑматри земство училищи- не пӗтернӗ хыҫҫӑн, ашшӗ хистенипе-тӗр, Шупашкарти тӗн училищине кӗнӗ. Пилӗк ҫул унта вӗреннӗ хыҫҫӑн Хусанти тӗн семинарийӗнче тепӗр 6 ҫул пӗлӳ илнӗ. Шӑпах ҫак вӑхӑтра вӑл историпе, этнографипе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Кунта унӑн ырӑ вӗрентекенӗн Василий Магницкин тӳпи пысӑк. Служба вӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл Шӑмата пурӑнма куҫнӑ. Каникул вӑхӑтӗнче Никольский хӑйӗн пиччӗшӗсемпе ӑш пиллӗ мучи пат-не час-часах кайса ҫӳренӗ. «В.К.Магницкий археологи, этнографи, тавралӑх историйӗ пирки каласа пама юрататчӗ. Юмах-халап пуҫтарма, Улӑп тӑприсене тӗпчеме хушатчӗ», — аса илнӗ ун пирки Николай Никольский.

1899 ҫулта семинарие вӑл I рязрядпа вӗҫленӗ, ку пӗтӗмӗшле пӗлӳ (математикӑсӑр пуҫне) тата тӗн дисциплинисене аван вӗреннине пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех француз тата тутар чӗлхисене пӗлнӗ, «семинари студенчӗ» ята тивӗҫнӗ.

Академи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ашшӗпе амӑшӗ Николай ялти пачӑшка ӗҫе кӗрессе ӗмӗтленнӗ. Анчах ӑслӑлӑхпа кӑсӑкланнӑ ҫамрӑк аслӑ пӗлӳ илессишӗн ҫуннӑ. Ҫӑвӗпех вӑл Хусанти тӗн академине кӗрес тесе хатӗрленнӗ. Экзаменсене ӑнӑҫлӑ парсан тутар ушкӑнӗнчи миссионер уйрӑмӗн стипендиачӗ пулса тӑнӑ.

Авалхи вӗрентӳ заведенийӗнче Синодра (академие ҫапла каланӑ)чиркӳпе тӗн, гражданла истори, миссионерлӑх, анӑҫ, тухӑҫ тата вилнӗ чӗлхесем енӗпе паллӑ профессорсем ӗҫленӗ. Н.И.Ильминский преподаватель вӗрентӗвне кура Николь- скин кӗлӗсене чӑвашла куҫарас шухӑш амаланнӑ. Вӑл чӑваш этнографине, тӗне кӗртес историне ҫине тӑрса вӗреннӗ. Анлӑ тавра курӑмлӑ студент академире панӑ пӗлӳпе кӑна ҫырлахман, Хусан университечӗн профессорӗсен лекцийӗсене итлеме ҫӳренӗ. Уншӑн И.Н.Смирнов, Н.Н.Фирсов, К.В.Харлампович, Н.Ф.Катанов лекцийӗсем уйрӑмах кӑсӑклӑ пулнӑ.

Вӗренӳ ҫулӗсенче Никольский чӑваш чӗлхи вӗрентӗвӗн никӗсне хываканӗпе Н.И.Ашмаринпа туслашнӑ. Ун чухне вӑл чӑваш чӗлхине, фольклорне, тӗрӗксен филологине ҫине тӑрса шӗкӗлченӗ. Вӗсен туслӑхӗ 30 ҫул ытла пынӑ.

Иккӗмӗш курс пуҫламӑшӗнчех Никольский кандидат ӗҫӗн темине суйланӑ «Чӑвашсене тӗне кӗртни». Студент Магницкий патне канаш ыйтма пынӑ. Василий Константинович ӑна архивра тӗпчемешкӗн кирлӗ сӗнӳсем панӑ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсене тӗне кӗртес енӗпе кӗнеке ҫырнӑ паллӑ авторпа А.Ф.Можаровскипе, Чулхула кӗпӗрнин архив комиссийӗн ӗҫ йӗркелӳҫипе курнӑҫма сӗннӗ. Хулара ӑҫта чарӑнмаллине, кам пулӑшма пултарасса каланӑ.

Академие Никольский 1903 ҫулта вӗҫленӗ, историпе этнографи тӗлӗшпе япӑх мар пӗлӳ илнӗ. Тепӗр икӗ чӗлхе — нимӗҫле тата арабла — вӗреннӗ. Академи канашӗ ӑна тӗн енӗпе кандидат тата магистр степеньне панӑ, «Чӑвашсене тӗне кӗртесси» ӗҫне вырӑс чиркӗвӗн историйӗнче чи лайӑххи тесе йышӑннӑ.

Пур халӑх та пӗр тан[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Никольский тӗн академийӗ ҫумӗнчи миссионерсен курсӗнче ӑс пухакансене «чӑваш чӗлхи тата унпа кӳршӗллӗ предметсем» (истори, этнографи) вӗрентнӗ. Унта монгол, тутар, чӑваш уйрӑмӗсем пулнӑ, миссионерсем 2 ҫул вӗреннӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл Хусанти учительсем хатӗрлекен семинарире преподаватель, библиотекарь пулса ӗҫленӗ. 1910 ҫулта ҫулла семинари вӗренекенӗсен хушшинче революционерла «хумсем» ҫӗкленнӗ. Политика тӗлӗшӗнчен шан- чӑкран тухнишӗн Никольские ӗҫрен кӑлар- ни те пулнӑ.

Хусанти тӗн семинарийӗ 1907 ҫулта ӑна чӑваш чӗлхи учительне ӗҫе илнӗ. Тепӗр темиҫе ҫултан вӑл тӗн енӗпе магистр дис- сертацине хӳтӗленӗ.

Никольский педагог 1903-1917 ҫулсенче Хусан кӗпӗрнинчи шкулсене пӗрлеш- терсе тӑракан канашӑн членӗ, секре- тарӗ пулнӑ. Вӑл пулас учительсене экза- мен тыттарнӑ. Вак халӑхсене ҫутта кӑларас енӗпе специалист пулнӑ май вӗрентӳ округӗн управленийӗ унпа канашланӑ. Н.И.Ильминский вӗрентӗвне ырлаканскер чӑвашлӑха, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ытти халӑ- ха ҫӗклес, Раҫҫейри пур халӑхпа пӗр тан тӑвас тесе тӑрӑшнӑ. Ҫав юхӑмӑн хастарӗсем тӗн кӗнекисене тата брошюрӑсене хӑй- сен чӗлхине куҫарнӑ. Никольский право- слави миссионерӗсен обществин куҫару комиссийӗпе ӗҫлеме тытӑннӑ. Каярах унта ӗҫ йӗркелӳҫине, секретаре вырнаҫнӑ. Ҫав комисси чӑваш шкулӗсем валли кӗнеке- сем кӑларнӑ.

Комиссире ӗҫленӗ май Никольский чӑвашла календарь «Ҫулталӑк кӗнеки» (пурӗ 9 том) тата нумай кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ.

«Хыпар»[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1905 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Никольский Хусан кӗпӗрнаттӑрӗнчен «Хыпар» ятпа чӑвашла хаҫат кӑлармашкӑн ирӗк ыйтма икӗ хутчен кайнӑ. Ҫапла тепӗр ҫулхине кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче министерствӑран свидетельство илнӗ. Мӗн ҫырма палӑртнӑ-ха хаҫатра? ӗҫ ҫыннине пырса тивекен саккунсем, Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи пулӑмсем, вырӑс тата ытти халӑхӑн пурнӑҫӗ, ял хуҫалӑхӗ, килти хушма хуҫалӑх, общество пурнӑҫӗ, шкулсем, ҫӗнӗ кӗнекесем ҫинчен... Никольский редактор-издатель пулса 22 номер алӑ пуснӑ.

Палӑртмалла: чӑваш хаҫатне Н.Никольский ҫӑмӑл мар вӑхӑтра, патша самани хӗсӗрленӗ тапхӑрта, кун ҫути кӑтартнӑ. Ку ҫеҫ те мар, унта ӗҫлемешкӗн вун-вун журналиста, писателе, драматурга явӑҫтарнӑ.

Каярахпа вӗсен ячӗсем тӑван литературӑра ҫырӑнса юлнӑ. «Хыпар» страницисенче чӑвашсен литература чӗлхи аталанса пынӑ. Никольский ӑна чӗрӗ, халӑха ҫывӑх тӑвассишӗн тӑрӑшнӑ. Редакци нумай- нумай кӗнекене чӑвашла куҫарса халӑха тӗттӗмлӗхрен кӑларнӑ.

«Хыпарӑн» та, унӑн никӗслевҫин те кун-ҫулӗ такӑр пулман. Хаҫата хупнӑ, Никольские арестленӗ... 1920 ҫулта Никольские «монархист», «миссионер», «националист- шовинист» тесе «Хыпар» никӗслевҫи теме те чарнӑ. Ҫапах та вӑл пуҫарнӑ ӗҫ харама кайман, паянхи кун яваплӑ ҫак тивӗҫе эпир, чӑваш журналисчӗсем, малалла тӑсатпӑр.

1907 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Николай Никольский священник хӗрӗпе Александра Яснитскаяпа венчет тӑнӑ. 54 ҫул ҫума-ҫумӑн пурӑнса арӑмӗ упӑшкине пулӑшса пынӑ. Александра вырӑс хӗрӗ пулсан та чӑвашла калаҫма часах вӗреннӗ, пирӗн юрӑсене юратнӑ.

Наука[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Педагогикӑра, куҫарупа издательство, общество ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ пулсан та Никольский хӑйӗн тӗп тивӗҫне наукӑра курнӑ. Студент чухнех (1900 ҫултан пуҫласа) вӑл ялсене тухса ҫӳресе, библиотекӑра, архивра ларса историпе, этнографипе, фольклорпа нумай материал пухнӑ. Питӗрти Вырӑс музейне чӑвашсен этнографийӗпе ҫыхӑннӑ 205 япала пухса панӑ. Корреспондентсем, хӑйӗн вӗренекенӗсемпе студентсем ӑна ку ӗҫре нумай пулӑшнӑ. Н.В.Никольский 271 томран тӑракан питӗ пуян эткерлӗх пухнӑ, вӗсенчен 226-шӗ 1943 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче упранать.

Никольский кун ҫути кӑтартнӑ програм- мӑсемпе брошюрӑсене, рецензисемпе статьясене тивӗҫлӗ хак панӑ. Хусан университечӗ ҫумӗнчи археологи, историпе этно- графи обществи ӑна ӑста тӗпчевҫӗ вырӑнне хурса хакланӑ, хӑйӗн йышне илнӗ. Наукӑри малашнехи унӑн ӗҫӗ тӳрремӗнех ҫав обществӑпа ҫыхӑннӑ.

1917 ҫулхи пуш уйӑхӗн варринче Атӑлҫи халӑхӗн интеллигенцийӗ Хусан университетне пухӑннӑ. Унта вак халӑхсен союзне йӗркеленӗ. Унӑн председательне Никольские суйланӑ. Пурӗ съездра 500 ҫын хутшӑннӑ.

Каярахпа Н.Никольский ытларах аслӑ шкулта педагогика ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ. Палӑртмалла: вӑл — Чӑвашра профессор ятне тивӗҫнӗ пӗрремӗш ҫын. Пирӗн халӑх валли пысӑк квалификациллӗ специалистсем хатӗрлессинче те унӑн тӳпи пысӑк.

Тивӗҫлӗ канӑва тухсан 1931-1940 ҫулсенче вӑл чӑвашсен, тутарсен, ирҫесен, ҫармӑссен гуманитари наукисен тӗпчев институчӗсен ӗҫне штатра тӑман сотрудник пулса хутшӑннӑ.

Халӑх медицини[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Никольский пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ, вы- шкайсӑр анлӑ. Вӑл кӑсӑкланнӑ тепӗр ен — халӑх медицини. Ку туртӑм ӑҫтан ҫуралнине тӑванӗсем те ӑнланман. Мускавра тухса тӑракан журналта унӑн статйи те пичетленнӗ. Ку темӑпа ҫыхӑннӑ тӗп ӗҫӗ вара — «Чӑвашсен халӑх медицини» кӗнеке. Вӑл 1929 ҫулта Шупашкарта тухнӑ. Темпе те кӑсӑкланакан этнограф, паллах, хресчен сывлӑхне сых- лас ыйтуран пӑрӑнайман. Вӗрӳ-сурупа, ку- рӑкпа сипленни епле ан кӑсӑклантартӑр-ха? Профессор органсене, тӗрлӗ амака, ачасен, хӗрарӑмсен чирӗсенчен сиплемелли мелсе- не ҫырса кӑтартнӑ. Купӑрляри пахчан пысӑк пайӗнче Николай Васильевич эмел курӑкӗсем ӳстернӗ. Тӑванӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 300-е яхӑн тӗрлӗ курӑк ҫитӗннӗ. Пирӗ- нтен кам та пулин 30-50 тӗсне калаять-ши? Никольский вӗсен вырӑсла-чӑвашла ятне кӑна мар, курӑк мӗнрен пулӑшнине те ӑн- лантарма пултарнӑ.

Никольский тивӗҫлӗ канура

30-мӗш ҫулсенче вӑл кашни ҫулла Купӑрляна килнӗ. Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, ӑна кунта вун-вун ҫын чӑтӑмсӑр кӗтнӗ. Хусанта пурӑннӑ чухне те вӑл пӗлӗшӗсене тӗрлӗ чир-чӗртен сипленмелли рецепт панӑ. Унӑн килӗнчен ҫын татӑлман: чӑвашӗ, вырӑсӗ, ҫармӑсӗ килсе тӑнӑ. 50-мӗш ҫулсенче Никольский «Чӑвашсен халӑх медицини» кӗнекине ҫӗнетнӗ, анчах вӑл пичетленсе тухайман, ал ҫырӑвӗсем те ҫухалнӑ. Ҫавӑн пекех профессор вилнӗ хыҫҫӑн пахчана никам та пӑхса тӑман.

Кам вӑл Никольский? Ҫапла, вӑл такам та: вак халӑхсем валли пӗлӳ ҫурчӗсем уҫаканӗ те, педагог, ҫутта кӑларакан, чӗлхеҫӗ, музыка пӗлӳҫи, чӑваш литературин никӗслевҫисенчен пӗри, журналист, куҫаруҫӑ, тавра пӗлӳҫӗ, статистик...

1961 çулхи чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Николай Васильевич, чире пула вырӑнпа выртаканскер, «Юмахсем» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнеке тытнӑ, ӑна час-часах уҫкаланӑ. Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхине вӑл мӗнле тӗлӗк курнине каланӑ: «Уйӑх ҫинче тӑратӑп пек, сылтӑм алла, ҫӗр чӑмӑрне портфель евӗр». Юлашкинчен: «Эпӗ кахал пулнӑ тесе никам та калаймӗ», — тенӗ те шӑппӑн вилнӗ. Чӑнах та, вӑл ӗмӗрӗпех ырми-канми тӑрӑшнӑ, питӗ нумай ӗҫ тунӑ. Вӗсем паянхи куншӑн та хӑйсен пӗлтерӗшне ҫухатмаҫҫӗ.

Николай Никольский ячӗ нихӑҫан та манӑҫмӗ. Унӑн ячӗпе Шупашкарта проспект, професси колледжӗ хисепленеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ЧР Журналистсен премийӗ пур.

Кĕнекисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пичетленсе тухнă:[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. Конспект по грамматике чувашского языка. Казань, 1909; 2-е изд. 1910.
  2. Русско-чувашский словарь. Казань, 1910.
  3. Краткий чувашско-русский словарь. Казань, 1919.

Ал çырăвĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. Чăвашла-вырăсла словарь. (1903—1914).
  2. Вырăсла-латинла-чăвашла словарь. (1926).

Икĕ алçырăвĕ те ЧНТИ архивĕнче упранать.

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăнмалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. «Время-то — как река: рукавом не загородишь» (Н. В. Никольский. Из дневника): Буклет. Чебоксары, 1996. 4 с.
  2. Актуальные проблемы журналистики. Чебоксары, 1995. С. 57-58.
  3. Алексеев В. Чăвашсен ватă ученăйě // Коммунизм ялавě. 1958, майăн 18.
  4. Алексин В. В Казань, к Никольскому // Советская Чувашия. 1996, 23 января.
  5. Владимиров П. В. Славный юбилей ученого // Молодой коммунист. 1958, 21 мая.
  6. Восьмидесятилетие проф. Н. В. Никольского // Вопросы археологии и истории Чувашии. Чебоксары, 1960. С. 380—381.
  7. Данилов А. П. Ăста журналист, писатель, паллă педагог, тěпчевçě. Шупашкар, 1999. С. 92-97, 115—118, 134—141, 155—157.
  8. Данилов А. П. Чăваш журналистикин аталанăвě. Шупашкар, 1998. С. 17-71, 230—331, 395—404, 416.
  9. Денисов П. В. Н. В. Никольский профессорăн наукăри ěçě // Коммунизм ялавě. 1958, майăн 20.
  10. Димитриев В. Д. Н. В. Никольский — чуваш, ученый, просветитель, общественный деятель: Учеб. пособие. — Чебоксары: Б. и. — 1993. — 70 с.
  11. Димитриев В. Д. Видный историк, этнограф и филолог. К 100-летию со дня рождения Н. В. Никольского // Советская Чувашия. 1978, 18 мая.
  12. Димитриев В. Д. Видный чувашский ученый // Советская Чувашия. 1958, 20 мая.
  13. Димитриев В. Д. Н. В. Никольский // Чăваш календарě. 1968 çул. Шупашкар, 1967. 81 с.
  14. Димитриев В. Д. Н. В. Никольский çуралнăранпа 80 çул тултарнă май // Хĕрлĕ ялав. 1958, майăн 20.
  15. Димитриев В. Д. Николай Васильевич Никольский: Очерк жизни и деятельности // Вопросы историографии историко-этнографического изучения Чувашии. Чебоксары, 1981. С. 45‑113.
  16. Димитриев В. Д. Паллă историк, этнограф, филолог. Н. В. Никольский профессор çуралнăранпа 100 çул çитнě май // Коммунизм ялавě. 1978, майăн 20.
  17. Димитриев В. Д. Халăхшăн тăрăшнă. Н. В. Никольский профессор çуралнăранпа 110 çул çитрě // Коммунизм ялавě. 1988, майăн 20.
  18. Димитриев В. Д. Чăвашсен пěрремěш профессорě // Тăван Атăл. 1978. 5 №. 77-78 с.
  19. Дмитриев В. Д. Николай Васильевич Никольский: (Очерк жизни и деятельности)// Вопросы историографии историко-этнографического изучения Чувашии. — Чебоксары, 1981. — С. 45-109 + Список научных трудов Н. В. Никольского. — С. 109—113.
  20. Иванов В. П., Николаев В. В., Димитриев В. Д. Чуваши: этническая история и традиционная культура. М., 2000. С. 63.
  21. История Чувашской АССР. Чебоксары, 1966. Т.1. С. 226.
  22. История Чувашской АССР. Чебоксары, 1983. Т. 1. С. 253‑254.
  23. Леонтьев А. «Хыпар» — саманасен кěперě // Хыпар. 1996, февралěн 9.
  24. Леонтьева А. М. К вопросу о исторических взглядах Н. В. Никольского// Учен. зап. ЧНИИ. — Чебоксары, 1966. — Вып. 31. — С. 310—320.
  25. Леонтьева А. М. К вопросу об исторических взглядах Н. В. Никольского // Исторический сборник. Чебоксары, 1966. С. 310‑320.
  26. Леонтьева А. М. К истории высшего специального этнографического образования // Советская этнография. 1978. № 2. С. 53-62.
  27. Н. В. Никольский // Чăваш календарě. 1958 çул. Шупашкар, 1957. 75-76 с.
  28. Николай Никольский тата унăн ěçěсем: «Хыпар» кěнеки. Шупашкар, 1998. 34-35 №.
  29. Никольский Н. В. (1878—1961) // Кого Чувашия чтит, кем Чувашия гордится: Рекомендательный указатель литературы. Чебоксары. 1978. Вып. 2. С. 15-16.
  30. Никольский Н. В. // 1923 çулхи календарь. Шупашкар, 1923. 133 стб.
  31. Никольский Н. В. // Венгеров С. А. Критико-библиографический словарь русских писателей и ученых. Пг., 1918. Т.2. С.178.
  32. Никольский Николай Васильевич (1878—1961) // Библиографический словарь отечественных тюркологов. Дооктябрьский период. М., 1974. С. 225—226.
  33. Никольский Николай Васильевич // Этнография. 1927. № 2. С. 396.
  34. Никольский Николай Васильевич // Этнография. 1930. № 1‑2. С. 225—226.
  35. Одюков И. И. Н. В. Никольский // Юмахсем / Н. В. Никольский пухса хатěрленě. Шупашкар, 1960. 3-7 с.
  36. Основатель «Хыпара» профессор Николай Никольский // Хыпар-Дайджест. 1997, июнь. № 1.
  37. Очерки истории культуры дореволюционной Чувашии. Чебоксары, 1985. С. 187—188.
  38. Паян Н. В. Никольский çуралнăранпа 120 çул çитрě // Хыпар. 1998, майăн 19.
  39. Петров К. Никольскине пăхса тăнă ырă кăмăллă, пархатарлă хěрарăм // Хыпар. 1996, майăн 18.
  40. Петров К. Профессорпа поэт // Хыпар. 1999, январěн 19-21.
  41. Петров К. К. «Хыпар» никĕслевçи. Шупашкар, 1996. 96 с.
  42. Петров К. К. Возникновение чувашской журналистики. Чебоксары, 1983. 78 с.
  43. Петров К. К. Н. В. Никольский — основатель «Хыпара» // Средства массовой информации России: история и современность. Чебоксары, 1999. С. 77-83.
  44. Петров К. К. Н. В. Никольскипе Хĕвелтухăç консерваторийě // Хыпар. 1993, сентябрěн 26.
  45. Петров К. К. Основатель газеты «Хыпар» // Ульяновец. 1996, 1 января.
  46. Петров К. К. Первая чувашская газета // Советская Чувашия. 1996, 19 января.
  47. Петров К. К. Профессор кун-çулěпе эткерě // Хыпар. 1993, майăн 5-12.
  48. Петров Н. П. Паллă тěпчевçě. Н. В. Никольский çуралнăранпа 100 çул çитнě май // Ялав. 1978. 7 №. 31 с.
  49. Печков П. Чăвашлăхшăн чунне панă çын // Хыпар. 1996, февралěн 9.
  50. Протокол 1-го общего собрания представителей мелких народностей Поволжья // Актуальное национально-культурное обозрение. Казань. 2000. № 2. С. 46-55.
  51. Революцичченхи чăваш литератури: Текстсем. Шупашкар: 1988. II т. 1 кěнеке. 79 с.
  52. Сидирова Е. С. Н. В. Никольский çуралнăранпа 100 çул çитнě май // Хатěр пул. 1978. 5 №. 28 с.
  53. Сидирова Е. С. Н. В. Никольский профессорăн юбилейě // Тăван Атăл. 1978. 6 №. 113—116 с.
  54. Тихонов А. Паллă тěпчевçе чысласа // Коммунизм ялавě. 1978, майăн 26.
  55. Федотов М. Р. Никольский Н. В.// Федотов М. Р. Исследователи чувашского языка. — Чебоксары, 1987. — С. 64-66.
  56. Федотов М. Р. Исследователи чувашского языка. Чебоксары, 1987. С. 64-66.
  57. Хыпарçăсем: 16 сăнÿкерчěк. Шупашкар, 1996.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]