Норвеги
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
|
|||||
![]() |
|||||
| Патшалăх чĕлхи | норвег, саами, финн | ||||
| Тĕп хула | Осло | ||||
| Чи пысăк хула | Осло | ||||
| патша | Харальд V | ||||
| премьер министр | Йенс Столтенберг | ||||
| Лаптăк - пĕтĕмпе - шыв пайĕ |
66 вырăнта 386 000 км2 5% |
||||
| Халăх йышĕ - пĕтĕмпе (2011) - çын/км2 |
114 вырăнта 4 920 305 14/км2 |
||||
| Валюта ячĕ | Норвеги крони | ||||
| Вăхăт поясĕ | ГВ +1 пуçласа +1 таран | ||||
| Патшалăх гимнĕ | Ja, vi elsker dette landet | ||||
| Интернет доменĕ | .no | ||||
| Тел. префиксĕ | +47 | ||||
Норвеги, - Çурçĕр Европăри патшалăх. Ансăр та тăсмак Скандинави çурутравĕ çинче вырнаçнă, хĕвелтухăç енчи çӳрçĕр полушаринче, çурçĕр урлăшĕн 58°-па 71° хушшинче, хĕвелтухăç урлăшĕн 4°-па 31° хушшинче сарăлса выртать.
Хĕвелтухăç тата кăнтăр-хĕвелтухăç енче чикки Швеципе (1630 çухрăм), Финляндипе (760 çухрăм) тата Раççейпе (196 çухрăм) юнашар иртет. Çурçĕр-хĕвеланăç енче Норвеги тинĕсĕ, кăнтăр енче — Çурçĕр тинĕсĕ вырнаçнă.
[тӳрлет] Утравсем
Норвеги шутне кĕрекен Скандинави çурутравĕнчен самай аякра вырнаçнă хăш-пĕр утравсем:
- Свальбард архипелагĕ (Шпицберген тата ун çывăхри утравсем) — Çурçĕр Пăрлă океанпа Норвеги тинĕсĕн чикки хĕрринче;
- Ян-Майен утравĕ — Гренландипе Норвеги тинĕсĕсем хушшинче;
- Буве утравĕ — Антарктида патĕнче;
- I-мĕш Пётр утравĕ — Антарктида патĕнче;
- Mэри Патша Майри çĕрĕ — Антарктида патĕнче;
(Антарктида патĕнчи çĕрĕсем тавлашуллисем шутне кĕреççĕ)
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Тур Хейердал — çулçӳревçĕ, тĕпчевçĕ.
- Кнут Гамсун — çыравçă.
| Çурçĕр Канашĕн çĕршывĕсем |
|---|
| Дани | Финлянди | Исланди | Норвеги | Швеци |
Кандидатсем: Аланд утравĕсем | Фарер утравĕсем | Гренланди |
