Нуклон

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Нуклонсем (лат. nucleus — тĕшĕ) — атăм тĕшшисен шутне кĕрекен элементарлă пĕрчĕксем. Протонсемпе нейтронсене нуклонсем теççĕ.

Нуклонсем барионсен çемйи (N-барионсен ушкăнĕ) шутне кĕреççĕ. Вĕсем барионсенчен чи çăмăллисем шутланаççĕ.

Нуклонсен пахалахĕсем[тӳрлет]

Электромагнитлă хутшăнусем енчен пăхсан, протонпа нейтрон тĕрлĕ пĕрчесем: протон электро-авăрлă, нейтрон вара — авăрсăр. Çапах та вăйлă хутшăнусем енчен пăхсан (атом тĕшшисенче вĕсем тытăмлисем пулаççĕ), вĕсем пĕр-пĕринчен уйăрайми пĕрчĕсем, çавăнпа ĕнтĕ «нуклон» термина кĕртнĕ, протонпа нейтрона нуклонăн икĕ тĕрлĕ тăрăмĕ тесе шутлаççĕ, вĕсем пĕр-пĕринчен изотоплă спин проекцийĕпе кăна уйрăлса тăраççĕ. Нуклонăн изоспинлă тăрăмĕн пахалăхĕсем çывăххи изотоплă инвариантлăх пулăнăвĕсенчен пĕрри шутланать.

Ячĕ Палăртăвĕ Масса, МэВ  Ирĕклĕ тăрăмĕнче пурăну тапхăрĕ Электрика авăрĕ изопăра проекцийĕ Кварк шучĕсем
Нейтрон n0 939,565 886 çек 0 −1/2 udd
Протон p+ 938,272 > 2,9×1029 çул +1 +1/2 uud