Октаграмма

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Octagramm.svg

Октаграмма — саккăр пайăркаллă çăлтăр, сăнăллă хĕрес. Çавракăша çырнăскер, вăл йĕркене, тăваслăха пĕлтерет. Çавракăшсăр пăтрашу, аркату символĕ шутланать.

Православири пĕлтерĕш[тӳрлет]

Православи символикине кĕртнĕ пĕртен-пĕр çăлтăр — саккăр кĕтесли.

Саккăр кĕтеслĕ çăлтăра Турă Амăшĕн турăшĕ (сăм. Неопалимая Купина) тата астул хыçĕнчи турăшсем çине çыраççĕ; вăл волхвсене Христос Пепке патне çул кăтартакан çăлтăра пĕлтерет. Чиркӳн кулленхи пурнăçĕнче ăна яланхилле ик сăнарĕ çине çыраççĕ: — Турă Амăшĕн Йăлкăшăвĕ тата св. Николай Чудотворец турăшĕсем çине, е, сайра чух, храм сăпат сăваплă çынĕн турăшĕ çине.[1]

Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ Лукин Ю. Н. «В мире символов»