Ондатра

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ондатра

Ондатрăна (мускус йĕке хӳрине)Чăваша 1947 çулта килсе янă. Çавăн хыççăн ондатра республикипех хăвăрт сарăлнă. Паянхи кун тĕлне унăн йышĕ 15 пине çывхарать.

Тепĕр чухне ăна ăтăрпа пăтраштараççĕ.

Ондатрăсем юханшывсем тăрăх, кӳлĕсем, пĕвесем таврашĕнче пурăнаççĕ. Йăвине чăнкă çыранта, шыв хĕрринчен 2-3 метрта тăвать. Ытларах ӳсентăранпа апатланать, анчах курăк сахал чухне моллюск, рак, шапа, пĕчĕк пулă тытать. Апатне ытларах шывра шырать, çыран çине питĕ сайра тухать. Ондатра хĕлле çывăрмасть. Апатне ку вăхăтра пăр айĕнче тупать. Ами пĕрремĕш хут çу уйăхĕнче 6-7 çура тăвать, çу каçа 2-3 хут çăвăрлама ĕлкĕрет. Çурасем ашшĕ-амăшĕнчен çуркунне уйрăлса тухаççĕ, икĕ хĕл каçнă хыççăн ĕрчеве хутшăнаççĕ. Ондатра тирĕ паха, какайĕ те тутлă. Ондатра йăпар йăвисене тапăнса сиен кӳрет, хăш-пĕр ерекен чире сарма пултарать.

Ондатра ареалĕ (хĕрли - çутçанталăкри ареалĕ, симĕсси- Евразиинчи ареал)

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Викисăмахсар» логотипĕ
«Викисăмахсар» логотипĕ
«Викисăмахсарта» статья пур «унтатăр»