Орешников Виталий Константинович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Орешников Виталий Константинович

Орешников Виталий Константинович (1945-2008)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ, «Шупашкарти троллейбус управленийĕ» муниципиаллă унитарлă предприяти директорĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1945 çулхи утăн 5-мĕшĕнче Етĕрне районне кĕрекен Мăн Пакăшра çуралнă. 1973-1977 çулсенче ВЛКСМăн Шупашкарти хула комитечĕн секретарĕ, пĕрремĕш секретарĕ вырăна йышăннă, Шупашкарти трактор тăвакан савута тунă ĕçе хастаррăн хутшăннă. Шупашкарти ГК ССКПĕн промышленность пайĕн инструкторĕ пулнă май вăл хулари чылай промышлеллĕ проедприятине ура çите тăма, аталанма пулăшнă. Хулари электротранспорт хуçалăха аталантарассишĕн хунă вăйне нимĕнле виçепе те виçме çук. 1986 çултанпа вăл унта директор вырăнне йышăннă. Виталий Константинович вăй хунă тапхăрта предприяти Раççей шайĕнче чи шанчăклă, чи хăтлă, чи хăрушсăр, ыттисемпе танлаштарсан кунĕн-çĕрĕн ним сиктерми çӳрекен шутне кĕнĕ. Предприяти шайĕ пысăккине Раççейре темиçе хут те çирĕплетнĕ.

   2008 çулхи чӳкĕн 9-мĕшĕнче вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлнă.


Хисепĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Нумай çул Шупашкарти электротранспорта аталантарнишĕн, пĕтĕм вăйне хурса ĕсленишĕн 1994 çулта ăна «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ транспорт ĕçченĕ» ята панă. Унсăр пуçне ăна ЧАССР Аслă Канаш Президиумĕн Чаплă грамотипе, Чăваш Республикин Чаплă грамотипе, кăкăр умне çакмалли «Раççей Федерацийĕн хулаэлектротранспортăн чаплă ĕçченĕ» паллăпа чысланă. 1999 çулта Орешников Виталий Константиновича «Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ» ята панă.

--МамуткинаИА 05:45, 25 раштав 2008 (UTC)