Орлов Василий Прохорович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Василий Орлов
Çуралнă вăхăт: 1918, пуш, 7
Çуралнă вырăн: Уксăмлă ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Нурлат районĕ, Тутарстан)
Вилнĕ вăхăт: 2005, юпа, 20
Гражданлăх: РФ ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: проза, поэзи
Жанр: лирика, сатира
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Чыславсем: Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 сепеньлĕ орденĕ
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Орлов пăхăр.

Орлов Василий Прохорович, (1918, пуш, 7, Уксăмлă ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Тутарстанăн Нурлат районĕ) — чăваш сăвăçи, прозăçи.

Раççей тата Чăваш ÇП пайташĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1918 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Тутарстанăн Нурлат районĕнчи Уксăмлă ялĕнче çуралнă.

Ялти шкул хыççăн Шупашкар педрабфакĕнче тата Чĕмпĕрти педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Шкулта ачасене вĕрентнĕ, шкул директорĕ пулнă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

2005 çулхи юпан 20-мĕшĕнче çуралнă.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хăйĕн сăввисене вăл «Пионер сасси», «Çамрăк большевик» хаçатсенче, «Хатĕр пул» тата «Сунтал» журналсенче пичетленĕ. Уйрăм сăвăсемпе калавсен пуххине пичетлесе кăларнă.

Пичетленнĕ кĕнекесем: Иккĕ çăл, Çăлакан ангел, Тытăнчăк шухăш.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]