Остроумова-Лебедева Анна Петровна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Анна Остроумова-Лебедева
Анна Петровна Остроумова-Лебедева
А.П. Остроумова-Лебедева сăнарĕ, K.A.Сомов ĕçĕ, 1901
А.П. Остроумова-Лебедева сăнарĕ, K.A.Сомов ĕçĕ, 1901
Çуралнă чухнехи ят: Анна Петровна Остроумова
Çуралнă вăхăт: 1871 çулхи Çу, 5 (17)
Çуралнă вырăн: Сăваплă Петĕрхули
Вилнĕ вăхăт: 1955 çулхи Çу, 5 (83-ре)
Вилнĕ вырăн: Ленинхули
Гражданлăх: Раççей империйĕ Раççей империйĕ ССРП ССРП
Жанр: гравюра, ксилографи, çын сăнарĕ, сăрă ӳнерĕ, кĕнеке илемлетни
Вĕренӳ: Петерхулинчи Ӳнер Академи
Парнесем:

Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ, Медаль «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн»,

Медаль «За доблестный труд в Великой Отечественной войне 1941-1945 гг.»
Хисепсем: РСФСР халăх ÿнерçи — 1946
Викиампарти ĕçсем
А.П. Остроумова-Лебедева сăнарĕ, В.A.Серов ÿкерчĕкĕ

Анна Петровна Остроумова-Лебедева (5 (17) çу 1871, Сăваплă Петĕрхули - 5 çу 1955, Ленинхули) — раççей гравёрĕ тата сăрă ÿнерçи, шывлă сăрă ÿнерçи, çутçанталăк сăнарçи.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

П. И. Остроумов сенатор кил-йышĕнче çуралса ÿснĕ.

1889-1892 — Барон А. Л. Штиглицăн (1889-1892) Тĕп техникалла ÿнерÿ вĕрентĕшне вĕренме çÿренĕ, унта унăн тĕп вĕрентекенĕ В. В. Матэ пулнă.

1892-1900 — Петӗрхулинчи Ӳнер Академинче В. В. Матэ, И. Е. Репин, К. А. Савицкий тата П. П. Чистяков ÿнерçĕсенчен вĕреннĕ, унтан 14 гравюра хайласа кăтартса ÿнер ячĕ илсе ăнăçлăн вĕренсе тухнă.

1898-1899 — Парижра Джеймс Уистлер ÿнер лаççинче ĕçленĕ. 1899-мĕш çултан ÿнер «Илемлĕх тĕнчи» тата «Тăватă ÿнер» (1924 çултан) пĕрлешÿсен ĕçĕ-хĕлĕсенче хастаррăн хутшăннă.

1901 — «Илемлĕх тĕнчи» журнал валли гравюрасен ярăмне (№ 1, 1902 çул) хайланă.

1905 — хими ăсчахне, пĕрремĕш хут промăçлăх нушисене çитмеллĕх каучук шутласа кăларнă С. В. Лебедева качча тухнă.

1918-1922 — Фотографи тата фототехника аслă институтĕнче вĕрентнĕ.

1934-1935 — Пĕтĕм Раççей ÿнер академинче вĕрентнĕ.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче блокада хупăрласа илнĕ Ленинхулинче пурăннă, чуна тивекен графикалла хула сăнарĕсене хайланă.

1946 — РСФСР халăх ÿнерçи.

1949 — ССРП Ӳнер Академин чăн пайташĕ.

XX-мĕш ĕмĕрĕн пĕрремĕш çуррин Раççей гравёрĕсен шутĕнче «чи пысăк çăлтăр» пулса тăрать çех мар, Раççейра ку ÿнере çĕнĕрен чĕртсе пурнăç панисен шутне кĕрет. Унсăр пуçне Анна Петровна вырăс чăн (вăл шутра тĕрлĕ тĕсли те) ксилографине те çĕнĕ пурнăç панă, литографи меслечĕпе тата шыв сăррисемпе ĕçленĕ.

Ытларах Петĕрхулипе таврашĕсене сăнарланă. Çутçанталăкпа çурт-йĕре композицине кĕртсе илемлĕ çыхăнтарса сăнарлакан сайра ÿнерçĕсенчен пĕри.

Вăл ăнăçуллă çын сăнарĕ ăсти те пулнă — Вырăс музейĕнче Анна Петровна хайланă Максимилиан Волошин сăнарĕ упранать.

Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ тата «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медаль илме тивĕçнĕ.

Яланах Сăваплă Петĕрхулинче - Петĕрхулинче - Ленинхулинче пурăннă:

  • 1905 - 04.1906-мĕш çулхи çу уйăхĕсем — 13-мĕш лини, 20, хв. 57;
  • 12.1906 - 1913 — тупăшлă çурт — Александров анлă урамĕ, 21, хв. 19;
  • 1913-1917 — 3-мĕш лини, 46, хв. 21;
  • 1917-1924 — Чулхула урамĕ, 6;
  • 1924-1955 — Чулхула урамĕ, 10, хв. 4. Ку хваттер, Раççей кун-çулĕн палăкĕ пулса, патшалăх хÿтĕленекенсен шутне кĕрет.

Ăна Некрополь ÿнер ăстисен çăвинче пытарнă.

Асаилÿсенчен[тӳрлет | кодне тӳрлет]

А. Н. Бенуа:

" … гравюрасенче вăл çирĕп йĕр тытать, ку ăна çав тери ĕнентерÿллĕ те кĕскен хăйĕн туйăмĕсене пама май парать; гравюрасенче вăл, никам пек, сахал тĕссемпе усă курсах, тĕссем тăрăх кирлĕ чун-кăмăл хĕветне пама пĕлтерет. Шыв сăррисемпе ÿкернинче вăл ирĕклĕ майпа ÿкернипе куçа савăнтарать, тата каллех унăн çутçанталăкран тем пек çивĕччĕн сăнаса илнĕ ĕçĕсем янравлă сăрăсен хутшăнăвĕнче асамлăн юхса ялкăшаççĕ, "

.

Куравсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Илемлĕх тĕнчи» пĕрлешÿн куравĕнче пĕрремĕш хут хăйĕн гравюрисемпе 1900-мĕш çулта хутшăннă.

Ӳкерçĕсесене хавхалакантаракан пĕрлешÿ ăмăртăвĕн иккĕмĕш парнине илнĕ.

Илемлетнĕ кĕнекесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Курбатов В. Я. Петербург, 1912
  • Анциферов Н. П. Душа Петербурга, 1920 (1990 тепĕр хут тухнă).

Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

А.П. Остроумова-Лебедева сăнарĕ, Ф. Малявин ĕçĕ, 1896
А.П. Остроумова-Лебедева сăнарĕ, Ф. Малявин ĕçĕ, 1896
  • «Петербург», 1908-10, ксилографи альбомĕ
  • «Венеци. Пысăк канал», 1911
  • «Павловск», 1922-23
  • «Петербург», 1922 литографи альбомĕ
  • «Марс лапамĕ», 1922 (акварель) Третьяков галереи
  • «Пас тытнă Инженер керменĕ», 1929, Вырăс музейĕ
  • «Александров керменĕ Ача Салинче»
  • «Петербург. Нева Биржа юписем витĕр»
  • «Петербург. Çĕнĕ Голланди»
  • «Çутатмалли тата сфинкс»
  • «И. В. Ершов артист сăнарĕ», 1923;
  • «Андрей Белый сăнарĕ», 1924;
  • «Е. С. Кругликова ÿнерçĕ сăнарĕ», 1925
  • «Академик С. В. Лебедев сăнарĕ», 1932
  • «Пас тытнă Çуллахи сад», 1942

А.П. Остроумова-Лебедева сăнарĕ, Ф. Малявин ĕçĕ, 1896

Курав ярăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Автобиографические записки, т. 1-3, Л. - М., 1935-51 (переизданы в 1974 и в 2003).
  • Корнилов П. Поэт города на Неве // Художник. 1962, № 10. С.36-41.
  • Синицын Н. В. Гравюры Остроумовой-Лебедевой, монография, 1964.
  • Суслов В. А. П. Остроумова-Лебедева. - Л.: 1967.
  • Богданов А. А. П. Остроумова-Лебедева. - Л.: 1976.
  • Полякова Е. И. Город Остроумовой-Лебедевой / Художник А. А. Зубченко. - М.: Советский художник, 1983. - 224, [16] с. - (Рассказы о художниках). - 40 000 экз. (обл.)
  • Графика А. П. Остроумовой-Лебедевой: Гравюры и акварель. [Альбом] / Авт. вступ. ст. [с. 5-33] и сост. М. Ф. Киселев, 135 с. ил., цв. ил. — М.: Искусство, 1984.
  • Акварели А. П. Остроумовой-Лебедевой: 16 репродукций / Авт. вступ. ст.и сост.В. Чесноков — М.: Изобразительное искусство, 1985.
  • Исаев В. Ю. Сокровища Дома Волошина. Альбом. - Симферополь: СОНАТ, 2004. - 400 с. - ISBN 966-8111-40-0.
  • Иванов С. В. Неизвестный соцреализм. Ленинградская школа. СПб, НП-Принт, 2007. С.13, 19, 377, 380, 383, 385. ISBN 5-901724-21-6, ISBN 978-5-901724-21-7.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]