Охлобыстин Иван Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Иван Иванович Охлобыстин
Фото
Çуралнă чухнехи ят:

Иван Иванович Охлобыстин

Çуралнă вăхăт:

1984 çулхи утă, 22

Çуралнă вырăн:

Поленово, Хура Атăл лешьен районĕ, Тулă облаçĕ, РСФСР, СССР

Професси:

совет, раççей актёрĕ, кинорежиссёрĕ, сценарисчĕ, çыравçи, драматургĕ, журналисчĕ, Вырăс православи чиркĕвĕн ĕçченĕ, радиоертӳç.

Карьера:

1983 — хальхи вăхăт

IMDb:

ID 0645612

Ива́н (Иоанн) Ива́нович Охлобы́стин (утă, 22 1966, «Поленово» кану çурчĕ, Тулă облаçĕ) — раççей актёрĕ, режиссёрĕ, сценарист, драматург, журналист тата çыравçă. Вырăс православи чиркĕвĕн ĕçченĕ, вăхăтлăха хĕсметрен хăтарнă. Халĕ «Евросеть» компанин креаци директорĕ. Унăн юлашки ролĕсенчен пĕри — уйрăм ертӳçи Андрей Быков («Интерны» сериал).

Çамрăк çулĕсем[тӳрлет]

Ашшĕ — Иван Иванович Охлобыстин, 1906 çулта çуралнăскер, вăрçă тухтăрĕ, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер. Амăшĕ — Беляева Алевтина Ивановна, 1945 çулта çуралнăскер, инженер-экономист.

«Мой папа жил в постоянных разъездах и за все время лишь однажды принял участие в моем воспитании. Мама — а она все выражает бурно, сицилийская женщина такая — долго вдалбливала ему в мозг, что у меня плохие оценки по русскому языку. В итоге папа предпринял решительный поступок — он принес учебник русского языка, по которому я получил двойку, соевый соус и заставил меня сожрать все это дело. И я, еще отрок, в четвертом классе, целый день ел и плакал». Такого от отца Ваня не ожидал. С тех пор оценки по русскому языку у него были замечательные[1].

Шкултан вĕренсе тухсан Охлобыстин ВГИКа пĕлӳ илме кĕрет. Унпа пĕр курсра раççей синематографăн пулас паллă ĕçтĕшĕсемпе — Тигран Кеосаянпа, Бахтияр Худойназаровпа, Фёдор Бондарчукпа, Александр Башировпа, Рашид Нугмановпа тата урăххисем вĕреннĕ. Сценари факультетĕнче çав вăхăтрах Рената Литвинова, Роман Качанов тата урăххисем пĕлӳ пухнă.

Институтран ăна çар хĕсметне йыхравлаççĕ. Çар тивĕçне панă хыççăн (Ростов-Тан-çинчи хули çумĕнче ракета çарĕсенче) института таврăнать те пĕтĕмпех этем пĕрлĕх ĕçне пикенет. 1992 çулта ВГИКăр режиссёр факультетне (Таланкин ăста лаççи) ăнăçлă вĕçлет.

Ăнăçлă 1990-çулсем[тӳрлет]

«Нога» (реж. Н. Тягунов) Охлобыстинăн актёр дебючĕ шутланать — вăл «Молодость-91» фестивалĕнче пĕрремĕш парнене тивĕсет. Пĕрремĕш сценарие Охлобыстин «Урод» (реж. Р. Качанов) фильм валли хайлать, чыслă «Симĕс панулми, ылтăн çулçă» номинацие тăратаççĕ. Охлобыстинăн пĕрремĕш туллиметрлă режиссёр ĕçĕ — «Арбитр» (саундтрек- «Пикник» тата «Оберманекен» ушкăнсем) — «Кинотавр» фестивалĕнче «Фильмы для избранных» категоринче палăртаççĕ.

Çаплах театр ĕçĕсене те хутшăнать. 1996 çулхи нарăсăн 16-мĕшĕнче МХАТра Иван Охлобыстинăн «Злодейка, или Крик дельфина» пьесине (М. Ефремов режиссёр) кăтартнă. Çав çултах МХАТра Охлобыстинăн иккĕмĕш спектакльне — «Максимилиан-столпник» — лартнă.

Синематографран уйрăлни[тӳрлет]

Хальхи вăхăт[тӳрлет]

2010 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче Евросеть компание креаци директорĕ ĕс вырăнне йышăннă. 2011 çулхи авăнăн 5-мĕшĕнче «ИнтерФАКС» пресс-конференцинче вăл 2012 çулхи РФ Президенчĕн суйлавĕнче хăйĕн кандидатурине сĕнме шутланине хыпарлать.

Пайăр пурнăç[тӳрлет]

  • Арăмĕ (1995 çулта пĕрлешнĕ) Оксана Охлобыстина (качча кайиччен Арбузова) актриса [2].
    • иккĕ ывăл: Василий Охлобыстин тата Савва Охлобыстин[2](кĕçĕнни).
    • тăваттă хĕр: Анфиса Охлобыстина, Евдокия Охлобыстина, Варвара Охлобыстина тата Иоанна Охлобыстина[2].

Охлобыстинсен килĕнче пăшалсен мини-коллекцийĕ. Раççей сунарçисемпе пулăçисен пĕрлешĕвĕнче тăрать, унсăр пуçне — Тĕнчери айкидо кёку рэммэй ассоциацин пайташĕ. Ювелир ĕçĕпе хăталнать. Шахмат вăййипе разряд пур.

Политика карьери[тӳрлет]

Политика шухăшĕпе монархист шутланать[3].

2011 çулхи авăнăн 10-мĕшĕнче Раççейри президент суйлавĕ умĕн Доктрина 77 пирки хыпарлать.[4]

Фильмографи[тӳрлет]

Хăшпĕр фильмсен титрĕсенче Леопольд Роскошный евĕр палăртнă[5] или Иван Чужой[6], е Иван Лесничий.

Актёр[тӳрлет]

Сценарист[тӳрлет]

Режиссёр[тӳрлет]

Сасă кĕртни[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]