Пăва

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Coat of arms of Buinsk (Tatarstan) (1778).png

ПăваТутарстанăн Пăва районĕн тĕпĕ.

Тавралăх[тӳрлет]

Пăва Хырла юханшыв Сĕвене юхса кĕнĕ çĕрте вынаçнă. Хула пурĕ 8,8 çх2 вырăн йышăнать.

Истори[тӳрлет]

Тутарстанри кивĕ хулисенчен пĕри. Ăна 1780 çулта никĕсленĕ.

Çул-йĕр[тӳрлет]

Хула урлă Тутарарстана Раççей Федерацийĕн ытти облаçĕсемпе çыхăнтаракан автомашина тата чукун çулĕсем иртеççĕ (Буа станци).

Халăх йышĕ[тӳрлет]

Хулара пурĕ 19,8 пин çын пурăнать. Çав шутра : тутарсем (62,3%), вырăссем (25,5%), чăвашсем (10,9%). Арçынсен йышĕ 47,2%, хĕрарăмсен — 52,8%.

Хуçалăх[тӳрлет]

Хулара çакăн пек савутсемпе хабриксем пур: сахăр, спирт савучĕсем, сĕт-çу, пир-авăр комбиначĕ, «Свияга» АО кĕрпе фабрики, элеватор, вăрман хуçалăхĕ, машина тăвакан завод.

Хулара типографи те пур.

Этеплĕх[тӳрлет]

Çавăн пекех 8 шкул, 8 ача-пăча сачĕ, аслă пĕлӳ паракан заведенийĕсен 7 уйрăмĕ, ветеринари техникумĕ, медицина училищи, вулавăш, мăшăрлану керменĕ, культура çурчĕсем, театр, музыка, спорт шкулĕсем, стадионсем, спорт керменĕ, медресе, чиркӳ, администраци çурчĕсем.

Асăрхавсем[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

buada.ru