Пăлхарпи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

ПăлхарпиАтам патша хĕрĕ. Пăлхарпи XII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурпайĕнче пурăннă.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Аталçи Пăлхар патши Шамкун Шам-Саин Пăлхарпин шăллĕ е пиччĕшĕ пулнă. Вĕсен аслашшĕ — Палук хан патша. Пăлхарпи Улатимĕрпе Суздаль кнеçĕн ывăлне Андрей Боголюбскине качча тухнă. Атăлçи Пăлхар патшипе Вырăс патшалăхне тытакан кнеç тăванлашни политикăлла пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулать. Юрий кнеç те, Атам патша та тăванлашнă чухне икĕ халăх хушшинчи туслăха ӳстерес тесе шутланă. Çапла икĕ чаплă çемйе пĕрлешнĕ хыççăн чăваш-пăлхар ăстаçисем вырăссене питĕ илемлĕ керменсемпе чиркӳсем тума пулăшаççĕ. Улатимĕр хулинчи чи чаплă чиркӳсемпе мăнастырсене чăваш-пăлхарсем тунă. Вĕсен шутĕнче Нерли шывĕ хĕрринчи Пукрав чиркĕвĕ. Çак чиркĕве хăпартма чулсене Атăл таврашĕнчен туртса пынă. Малтанласа Пăлхарпипе Андрей килĕшӳллех пурăнаççĕ. Вĕсен виçĕ ывăл çуралать. Пĕрне аслашшĕне хисеплесе Юрий ята параççĕ. Тепĕр икĕ ывăлĕ нумаях пурăнаймаççĕ, вилеççĕ. Анчах та Андрей питĕ чаркаш та хаяр çын пулнă, вăл вăрçăсăр пĕртте пурăнайман. Вăл вара тăванлашнă чăваш-пăлхарсемпе вăрçма шутлать. Çав хушăрах ĕлĕххи килĕшĕве пăсас мар текенсем те тупăнаççĕ. Çапла майпа Суздальпе Улатимĕр кнеçлĕхĕнче икĕ политика ушкăнĕ пулса тăрать. «Хурчкасен» ушкăнне Андрей кнеç ертсе пырать, «кăвакарчăнсен» партине унăн арăмĕ — Пăлхарпи — тытса тăрать. «Кăварçăсем» вара Андрея 1174 çулта вĕлернĕ, тенĕ вырăс чăнлавĕсенче. Анчах та вĕсен Юрийе аслă кнеç тăвас ĕçĕ ăнăçмасть. Пăлхарпин шăпи пирки шанчăк пĕлтерӳсем çук. Ывăлĕ вара кăнтăр еннелле, кабардинецсем патнелле тарать, унтан Грузи çĕрне лекет те Тамара пике-патшан упăшки пулса тарать.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «История Чувашской АССР»
  • Фахрутдинов Р.Г., «Очерки по истории Волжской Болгарии», «Наука» пичет кăларăвĕ, 1984.
  • Козлов Ю.Ф., «Страницы правления государством Российским»
  • Н.И.Ашмарин, «Болгары и чуваши», Хусан, 1902.
  • В.Доброхотов, «Древний Боголюбовгород», Мускав, 1852.
  • Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», Шупашкар, 1996.