Пăлхар чĕлхи
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
| Пăлхар чĕлхи | |
|---|---|
| Патшалăхсем: | |
| Çухалнă: | XIV, чăваш чĕлхи пулса юлнă |
| Классификаци | |
| Категори: | Еврази чĕлхисем |
| Алтай çемьи | |
| Çырулăх: | пăлхар рунисем |
| Чĕлхе кодĕсем | |
| ISO 639-1: | |
| ISO 639-2: | |
| ISO 639-3: | |
| Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика | |
- Болгарин паянхи чĕлхине шырасан полхар чĕлхи статьяна уçса пăхăр
Пăлхар чĕлхи (протопăлхар, прапăлхар, авалхи пăлхарсен чĕлхи, авалхи пăлхар) — темиçе çывăх пĕртăван Балканра, Вăтам Атăлçи тата Çурçĕр Кавказри пăлхар йăхĕсен чĕлхи.
Пăлхарсен чĕлхи хальхи чăваш чĕлхипе пĕрле пăлхар-хасар ушкăнне тĕрĕк çемйине кĕреççĕ.
Тупмалли |
Кун-çулĕ [тӳрлет]
Малтанхи пăлхар чĕлхи, V ĕмĕрте Азов тинĕсĕн таврашĕнче сарăлнă, хăй хыççăн çыру палăкĕсене хăварман.
Танайçи пăлхар чĕлхи [тӳрлет]
П. Добрев çырса кăтартнă Пăлхар рунисен 132 палли.
VII—X ĕмĕрсенче Балканра саралнă. Унран глоссем юлнă, çаплах вăл хальхи Балкан чĕлхисенче, венгр чĕлхине кĕрсе юлнă.
Атăлçи-пăлхар чĕлхи [тӳрлет]
VIII ĕмĕртенпе Атăлçире атăлçи-пăлхар чĕлхи саралнă. Арап графикипе çырнă XIII—XIV ĕмĕрсенчи эпитафисене Атăлçи Пăлхар çĕрĕсенче тупнă. Çак ротацисăмлă дж-диалект пулать.
| Атăлçи-пăлхар сăмахĕ | Транслитераци тĕслĕхĕ | Хальхи чăваш аналогĕ | Хальхи тутар аналогĕ | Вырăсла пĕлтерĕшĕ |
|---|---|---|---|---|
| هیر | хир | хĕр | кыз | дочь, девушка |
| اول | авл | ывăл | ул | сын |
| آیح | айх | уйăх | ай | месяц |
| جال | джал | çул | ел | год |
| تواتو، تواتة | туату, туата | тăват(тă) | дүрт | четыре |
| آلط، آلطی | алты, алт | улт(тă) | алты | шесть |
| جتی، جیات | джиат, дж-ти | çич(чĕ) | җиде | семь |
| سکر | с-к-р | сак(к)ăр | сигез | восемь |
| طحر، طحور | т-хур, т-х-р | тăх(х)ăр | тугыз | девять |
| وان | ван | вун(нă) | ун | десять |
| جیریم، جرم | джирим, дж-р-м | çирĕм | егерме | двадцать |
| ووطر | вут-р | вăтăр | утыз | тридцать |
| جور | джур | çĕр | йөз | сто |
Çавăн пекех пăхăр [тӳрлет]
Вуламалли [тӳрлет]
- Булгарский язык // БРЭ. Т.4. М.,2006.
- Benzing J. Das Hunnische, Donaubolgarische und Wolgabolgarische (Sprachreste) // PhTF. T 1, 1959
- Хакимзянов Ф. С. Язык эпитафий волжских булгар. М., 1978
- Хакимзянов Ф. С. Булгарский язык // Языки мира. Тюркские языки. — М., 1997.
- Мудрак О. А. Заметки о языке и культуре дунайских булгар // Orientalia et Classica VI, Аспекты компаративистики 1. М., 2005. pdf
- Inscriptions and Alphabet of the Proto-Bulgarians, by Peter Dobrev
Асăрхавсем [тӳрлет]
Каçăсем [тӳрлет]
- Пăлхар топонимĕ
- - Закиев М.З. ЛИНГВОЭТНИЧЕСКИЕ ОСОБЕННОСТИ ВОЛЖСКИХ БУЛГАР – ГЛАВНОГО ЭТНИЧЕСКОГО КОРНЯ ТАТАР