Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи
Википедири материал
Шаблон:Пĕрремĕш Тĕнче вăрçин çапăçу театрĕсем Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи (1914—1918) — Çĕр çинчи этемлĕх кун-çулĕнчи пысăк хĕçпăшаллă хирĕçĕвĕсенчен пĕри.
Тупмалли
|
[тӳрлет] Термина палăртни
Историографире çак термина, паллах, 1939 çулта Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи пуçланса кайнă хыççăн палăртнă. Унчен ăна Аслă вăрçă (акăлч. The Great War, фр. La Grande guerre), ятпа усă курнă.Раççей Империнче хăш чух Иккĕмĕш Тăван çĕршыв (Аттеçĕр) вăрçи, çапла та халăхра (революциччен те, хыççăн та) германи вăрçи тенĕ; кайран СССР вăхăтĕнче большевиксем ăна империализм вăрçи шутне куçарнă.
[тӳрлет] Хутшăнакансем
| Кун, çул | Кам вăрçăпа тухнă | Кама вăрçăпа хапсăннă |
|---|---|---|
| 1914 утă, 28 | Австро-Венгри | Серби |
| 1914 çурла, 1 | Германи | Раççей |
| 1914 çурла, 2 | Германи | Франци |
| 1914 çурла, 3 | Германи | Бельги |
| 1914 çурла, 4 | Аслă Британи | Германи |
| 1914 çурла, 5 | Черногори | Австро-Венгри |
| 1914 çурла, 6 | Австро-Венгри | Раççей |
| 1914 çурла, 6 | Серби | Германи |
| 1914 çурла, 6 | Черногори | Германи |
| 1914 çурла, 12 | Аслă Британи тата Франци | Австро-Венгри |
| 1914 çурла, 15 | Япони | Германи |
| 1914 чӳк, 2 | Раççей | Турци |
| 1914 чӳк, 5 | Аслă Британи тата Франци | Турци |
| 1915 çу, 23 | Итали | Австро-Венгри |
| 1915 юпа, 14 | Болгари | Серби |
| 1916 пуш, 9 | Германи | Португали |
| 1916 çурла, 27 | Румыни | Австро-Венгри |
| 1916 çурла, 28 | Итали | Германи |
| 1917 ака, 6 | АПШ | Германи |
| 1917 ака, 7 | Панама и Куба | Германи |
| 1917 çĕртме, 27 | Греци | Германи |
| 1917 утă, 22 | Сиам | Германи |
| 1917 çурла, 4 | Либерия | Германи |
| 1917 çурла, 14 | Китай | Германи |
| 1917 юпа, 26 | Бразили | Германи |
| 1917 раштав, 7 | АПШ | Австро-Венгри |
| 1918 чӳк, 18 | вăрçă вĕçленĕвĕ | |
[тӳрлет] Вăрçă умĕнчи кун-çул
1914 çулчен Европăра вырăнти пĕчĕк хирĕçӳсем пулнă (Балкан вăрçисем, Италипе турккă вăрçисем), анчах вĕсенчен пысăк вăрçăсем тухман. 1905 çулта Германи Раççейпе пĕрлĕхлĕ килĕшӳ (Бьёрк килĕшĕвĕ) тăвасшăн тăрăшнă, анчах та вăл пурнăçа кĕрсе вăй илеймен. 1914 çул тĕлне икĕ вăрçă-политикăлла блоксем тĕрекленнĕ.
Антанта (1907 çулхи Аслă Британипе Раççей Пĕрлĕхĕ тĕпĕнчен пуçланса кайнă):
-
- Раççей Империйĕ;
- Аслă Британи;
- Франци.
- Виçъенлĕ Пĕрлĕх:
- Германи;
- Австри-Венгри;
- Итали.
Итали вăрçăна Антанта енче 1915 çулта çеç кĕнĕ — çапах та Германипе Австро-Венгри çумне вăрçă вăхăтĕнчех Турципе Болгари хутшăннă, вара Тăватъенлĕ Пĕрлĕх (Тĕп (Европăри) патшалăхĕсен Пĕрлĕхĕ) пулса тăнă.
- Тĕп (Европăри) патшалăхсем:
- Антанта майлисем (Антантăна вăрçăра пулăшнă):
[тӳрлет] Хĕçпăшаллă вăйсенчи лару-тăрăвĕ
| Тĕп патшалăхсен хĕçпăшаллă вăйĕсем | |||||
|---|---|---|---|---|---|
| Патшалăх | Лăпкă тапхăрти çар йышĕ (пин çын) | Мобилизаци хыççăн çар йышĕ (пин çын) | Çăмăл кĕпçе | Уйри артиллерин йывăр кĕпçи | Самолётсем |
| Германи | 768 | 3822 | 4840 | 1688 | 232 |
| Австро-Венгри | 478 | 2300 | 3104 | 168 | 65 |
| Пурĕпе | 1246 | 6122 | 7944 | 1856 | 297 |
| Антанта хĕçпăшаллă вăйĕсем | |||||
| Патшалăх | Лăпкă тапхăрти çар йышĕ (пин çын) | Мобилизаци хыççăн çар йышĕ (пин çын) | Çăмăл кĕпçе | Уйри артиллерин йывăр кĕпçи | Самолётсем |
| Раççей | 1423 | 5338 | 6848 | 240 | 263 |
| Аслă Британи | 411 | 1000 | 1226 | 126 | 90 |
| Франци | 884 | 3781 | 3360 | 84 | 156 |
| Пурĕпе | 2718 | 10 119 | 11 434 | 450 | 509 |
[тӳрлет] Вăрçă тапранса кайни
Сараево хулинче 1914 çулта çĕртме, 28 «Млада Босна» вăрттăн ушкăнра тăнă вунтăхăр çулхи серб студенчĕ Гаврила Принцип Австри эрцгерцогне Франц Фердинанда пăшалпа пенĕ. Çакăн хыççăн ĕнтĕ вăрçă тапранса каять. Çак пысăк вăрçă пуçланичченех Европăри аслă патшалăхсем — Германи, Австро-Венгри, Франци, Аслă Британи, Раççей — хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшмен самантсем чылайланса пынă. Германи экономики хăвачĕ хăпарса пынă май ăна тĕнчери сутлăх пасарĕсене тата пуянлăх управĕсене пайлас вăхăт çитсе тăнă, анчах çак ĕçсене Аслă Британи хирĕç пулнă. Французсемпе германсем чикĕ çумĕнчи тавлашуллă çĕрсемшĕн (Эльзаспа Лотаринги) хирĕçме тытăннă. Çывăх Тухăçра пĕтĕм патшалăхсем арканма пуçланнă Осман империйĕн (Турци) çĕрĕсене пайлама (хăйсен айне тума) хатерленсе тăнă.
- Çурла, 4 — германи çарĕсем Бельгине тапăнса кĕнĕ. Çав кунах Аслă Британи, Раççейпе Франци умĕнчи пĕрлĕх явăпĕсене пурнăçласа, Германине хирĕç вăрçă пуçланине пĕлтернĕ.
- 1914, авăн (?)— пĕрремĕш (Марна çинчи) çапăçу.
- 1914 çулхи Тухăç-Прус операцийĕ.
Галицири çапăçу
Вăрçă икĕ тĕп вăрçă театăрĕсенче пынă.
- Анăç тата Тухăç Европăра;
- Балканра, Çурçĕр Италиире, колонисенче — Африкăра, Китайра, Океанире.
Юпа, 26 нимĕç шывайкимми U-24 (капитан-лейтенант Шнейдер) французсен «Амираль Гантом» пăрахутне торпедăланă. Пăрахут çинче вăрçă хăрушăвĕнчен таракан 2000 бельги çынни пулнă. Вĕсенчен 40 çын вилĕм тупнă.
[тӳрлет] 1914 çулхи кампани
- çĕртме, 28 Австро-Венгри Серби умне ультиматум лартнă (эрцгерцога вĕлернĕ серб террорисчĕсене тытса пама хушнă), Серби ультиматумпа килĕшмен, çавăнпа Австро-Венгри Сербине вăрçă пуçланнине пĕлтернĕ.
- çĕртме, 30 çакăн хыççăн Раççей çар мобилизаци тума тапăч кăларнă, вара Германи Раççей умне мобилизацине 12 сехет хушшинче чармалла тесе ультиматум лартнă.
- çурла, 1 — Германи Раççее хирĕç вăрçă пуçланине пĕлтернĕ.
- çурла, 2 — Германи Люксембурга оккупациленĕ те Бельги умне германи çарĕсене Бельги çĕрĕ витĕр Францине ирттерсе ямалла ультиматум лартнă.
- çурла, 3 — Германи Францине хирĕç вăрçă пуçланине пĕлтернĕ.
[тӳрлет] 1915 çулхи кампани
- Горлица талпăнăвĕ
- Изонцо çинчи пĕрремĕш çапăçу
- Изонцо çинчи иккĕмĕш çапăçу
- Изонцо çинчи виççĕмĕш çапăçу
- Изонцо çинчи тăваттăмĕш çапăçу
Вăрçă пуçлансанах тӳрех паллă пулать, çак хаяр кĕрешӳ тăсăмĕ вăрăм туртăмлă пулать. Антанта çĕршывĕсем, хăйсен вăйĕсем чылай пулсан та, пĕрлĕхлĕ ĕçсем тытса пырайман, çакăнпа уса курса Германи нумай тапхăр тапа тан вăрçма пултарнă.
Пĕрремĕш ăстрăм вăрçă хирĕсенче çапăçусем çав тери анлă пулса каяççĕ, весенче чылай халăхлă çарсем хутшăнаççĕ. Çавăн пекех пирвай хут танксене, авиацийе, дредноутсене (карапсене), хими хĕç-пăшалне çапăçусене кĕртнĕ. Раççей çарĕсем пĕрре çеç мар тăшманăн дивизийĕсене хăйсем çине çавăрса тăмарĕсене пĕтĕмпех çапса аркатиччен хăтарса пынă.
[тӳрлет] 1916 çулхи вăрçă кампанийĕ
- Брусилов талпăнăвĕ;
- Сомма çумĕнчи çапăçу
- Ютланди çапăçăвĕ;
- Верден çумĕнчи çапăçу
- Изонцо çинчи пиллĕккĕмĕш çапăçу
- Изонцо çинчи ултăмĕш çапăçу
- Изонцо çинчи çиччĕмĕш çапăçу
- Изонцо çинчи саккăрмĕш çапăçу
- Изонцо çинчи тăхăрмĕш çапăçу
[тӳрлет] 1917 çулхи вăрçă кампанийĕ
- Изонцо çинчи вуннăмĕш çапăçу
- Изонцо çинчи вунпĕрмĕш çапăçу
- Изонцо çинчи вуниккĕмĕш çапăçу (Капоретто патĕнчи çапăçу)
Нимĕçсемпе австро-венгăрсем çивĕч кĕрешнĕ пулин те, 1917 çул тĕлне çĕнтерӳ ĕçĕсем Антанта енне тайăлса пынă. Италия 1915 çулта Австро-Венгрине хирĕç вăрçă пуçлать. Антанта майлă АПШ тухать. 1916 , çурла Антантă çумне Румыни тăрать, анчах та ăнăçу çухалать; унăн çĕрĕсенегермани блокĕн çарĕсем йышăнаççĕ. Раççейри шалти ĕçĕсем хĕрсе кайнипе Февраль революцийĕ çĕнтерет, каярах Октябрь революцийĕ, çакăн хыççăн Раççей хăй шутпа вăрçăран тухса ӳкет (Брест мирĕ çырнă хыççăн), мĕншĕн тесен 1917 çулта Раççей вăрçă ĕçĕсене малалла тăсма пултарайман. Çак çăмăллăха пула Германи тепĕр çул хушши вăрçа тăсса пырать.
[тӳрлет] 1918 çулхи кампани
[тӳрлет] Антанта çĕнтерĕвĕсем
- Витторио-Венето патĕнчи итальянсемпе австрисен çапăçăвĕ.
- 1918 çулта чӳк уйăхĕнчи ăнăçусăр тапăну хыççăн (Анăç фрончĕ) Германире те революции пуçланнă (чӳк, 9 Вильгельм кайсера пĕрхĕтнĕ те Веймар республики йĕркеленĕ).
- 1918 чӳк, 11 германии тата тăмарлă çарпуçлăхĕ Компьенре çапăçусене чарса лартнă, çакăнпа Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи пăчланса ларать.
- Чӳк уйăхĕнче Австро-Венгри темиçе çĕршыва пайланса каять; монархи йĕркине пĕтерсе хунă.
1919 çулта Парижри мирлĕ конференцире нимĕçсем Версаль килĕшӳ хучĕ çине ал пуснă.
Çавăн чухнех ытти килĕшӳ хучĕсене çирĕплетнĕ:
- Германипе (Версаль килĕшĕвĕ 1919)
- Австрипе (Сен-Жермен мирлĕ хучĕ 1919)
- Болгарипе (Нейи мирлĕ хучĕ 1919)
- Венгрипе (Трианон мирлĕ хучĕ 1920)
- Турципе (Севр мирлĕ хучĕ 1920).
[тӳрлет] Раççей вăрçăран тухни
[тӳрлет] Вăрçă вĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсем
[тӳрлет] Тулаш политика
Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи хыççăн тăватă импери хавшакланса саланса кайнă: Германи, Раççей, Австрипе Венгри тата Осман империйĕсем, юлашки иккĕшĕ пайланса кайнă, Германи тата Раççей монархийĕсене аркатнă, территорийĕсене сахаллатнă, экономика енчен хавшаннă.
[тӳрлет] Территори улшăнăвĕсем
[тӳрлет] Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинчи çухатусем
Хутшăнакан патшалăхсен хĕçпăшаллă çарĕсен çухатăвĕсем 10 миллион çынна яхăн çитнĕ. Халиччен те лăпкă пурăнакан халăх вăрçă вăхăтĕнче мĕн чухле пĕтнĕ пирки пĕтĕмлетнĕ хыпар çук. Вăрçăна пула тухнă выçлăхпа эпидемисенче, сахалтан та 20 миллион çын çĕре кĕнĕ[2].
[тӳрлет] Çав вăхăтра пурăннă çынсен шухăшĕсем
Шаблон:Цитата пуçлăмăшĕ Этемлĕх нихăçан та çакăн пек тăрăмра пулман. Ырлăхăн çӳллĕрех шайне çитеймен, ăс-халăн пуянлахĕпе усă курма пĕлмен çын аллине пĕрремĕш хут пач юлми шанчăксăр пĕтĕм этемлĕхе пĕтерме пултаракан хĕç-пăшал лекрĕ. Çакăн пек пулчĕ малтанхи ăрусен пур чаплă кун-çулăн, пур мухтав ĕçĕсен çитĕнĕвĕ. Çынсен чарăнса тăрса хăйсен яваплăхĕ пирки шухăшласа илмелле. Вилĕм сыхласа х тăрать, итлекенскер, кĕтекенскер, хĕсмете кĕрсе пĕтĕм халăхсене шăлса яма хатĕрскер, кирлĕ пулсан, цивилизацие тусана кăларма та пултарть, чĕрĕлме пĕр шанăç та хăвармасть. Вăл хушасса çеç кĕтет. Вилĕм çак хăраса ӳкнĕ черчен чунран сăмах кĕтсе тăрать, вăлах çак хăйех инкеке лекнĕ чуна хушса тăраканĕ пулса тăчĕ.
— Черчилль[3]
[тӳрлет] Вăрçă астăвăмĕ
[тӳрлет] Франци, Аслă Британи, Польша
[тӳрлет] Раççей
Вăрçăри çухатусем чи чылай пулнă пулин те, Раççейре официаллă Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинче пуçне хунă çынсен астăвăм куне палăртмаççĕ.
[тӳрлет] Асăрхаттарусем
- ↑ 1,0 1,1 Evans, David. Teach yourself, the First World War, Hodder Arnold, 2004. P. 188
- ↑ Первая мировая война 1914—1918
- ↑ Черчилль В. Мировой кризис. М.-Л.: Государственное военное издательство, 1932.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
Ӳкерчĕк:Вооруж мир и война 353 354 Нива 1914.jpg
- Раççей çарĕн Францири экспедици корпусĕ
- Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
- Талергоф
- Октябрь революцийĕ
- Пĕрремĕш Тĕнче вăрçин тыткăнри çар çыннисем
- Аслă Тĕп çарпуçăн Ставки
- Эрмен геноцичĕ
- XX ĕмĕрĕн вăрçисем
- Бразили Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинче
- Раççейĕн территори экспансийĕ
- Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинче Раççей империн конфесси политики
[тӳрлет] Документлă кинофильмсем
[тӳрлет] Вуламалли
- Зайончковский А. М.: Первая мировая война
- Мировая война в цифрах
- Шамбаров В.: За Веру, Царя и Отечество
- Яковлев Н. 1 августа 1914. — М: Молодая гвардия, 1974.
- Книга:История первой мировой войны 1914—1918 гг.
- Де-Лазари П. Н. Химическое оружие на фронтах мировой войны 1914—1918 гг.
- Мельгунов С. П. «Золотой немецкий ключ» к большевистской ревполюции Парис: 1940
- Лиддел Гарт Б., «Энциклопедия военного искусства = Стратегия непрямых действий», ч. 2: Стратегия первой мировой войны, [1], М.—СПб., издательство АСТ, Терра Фантастика, 2003, с. 183—244.
- Такман Барбара. Первый блицкриг. Август 1914 [= Tuchman Barbara W. The Guns of August] / {{{1}}} м.: АСТ, СПб.: Terra Fantastica, 1999
[тӳрлет] Каçăсем
- Первая мировая война (Великая война). Предпосылки. Сражения. Битвы. Итоги войны
- Хронология Первой мировой войны
- Немецкая полевая экипировка Первой мировой войны
- Source List and Detailed Death Tolls for the Twentieth Century Hemoclysm. First World War
- http://www.firstworldwar.com (акăлчан)
- Различные ссылки по Первой мировой
- Первая мировая война
- Русская армия в Великой войне
- В. Воронин. «Русские не сдаются». К 95-летию начала Первой мировой войны
- Образы России и Франции и память о Первой мировой войне в современном общественном сознании наших стран. Круглый стол в Институте демократии и сотрудничества. Париж, 7 ноября 2008
- Фотографисем
Николай II Германие вăрçă хыпарлать * Пĕрремĕш Тĕнче вăрçин сăрă фотографисем
Шаблон:Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи умĕнхи тата хыççăнхи ĕçĕсем Шаблон:Пĕрремĕш Тĕнче вăрçин паллă пулăмĕсем Шаблон:ПТВ порталĕ