Пĕрремĕш Юланут çарĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ӳкерчĕк:КомандирыПервойКоннойармии.jpg
Пĕрремĕш Юланут çарĕн командирĕсем РÇХÇ-ăн Уйри штабĕнче - Будённый, Егоров, Ворошилов тата урăх.

Пĕрремĕш Юланут çарĕ1918−1920 çулсенчи Граждан вăрçинчи хĕрлĕ кавалерин аслă оперативлă пĕрлешĕвĕ.

Йĕркелени[тӳрлет]

Совет Республикин Реввăрçăканашĕ сĕннипе Кăнтăр фрончĕн РВК сĕннипе 1919 ç. чӳкĕн 17-мĕшĕнче Пĕрремĕш Юланут çарне (çарпуçĕ — С. М. Буденный) йĕркелеме йышăннă. Çара Будённăйăн 1-мĕш корпусĕн висĕ дивизинчен (4-мĕш, 6-мĕш тата 11-мĕш) Кăнтăр фрончĕн РВК 1919 çулхи чӳкĕн 19-мĕшĕнчи тапачĕпе туса хунă. 1920 çулхи акара вĕсем çумне 14-мĕш тата 2-мĕш Блинов ячĕллĕ кавказ дивизийĕ, Ятарлă тĕллĕ уйрăм кавказ бригади, Я. М. Свердлов ячĕллĕ автобронеотряд, темиçе броньăпуйăс, авиаушкăн тата пĕрлĕ урăх чаçсем кĕнĕ, пĕтĕм йышĕ 16-17 пине çитнĕ. Хăш операцисенче Пĕрремĕш Юланут çарĕн пăханăвне 2-3 стрелок дивизине кĕртнĕ.

Буденнăй маршĕ[тӳрлет]

Кĕвви: Покрассен Тексчĕ: А. Д’Актилĕн

Мы – красные кавалеристы,
И про нас
Былинники речистые
Ведут рассказ –
О том, как в ночи ясные,
О том, как в дни ненастные
Мы смело и гордо в бой идём!
Припев:
Веди, Будённый, нас смелее в бой!
Пусть гром гремит,
Пускай пожар кругом, пожар кругом.
Мы беззаветные герои все,
И вся-то наша жизнь есть борьба.
Будённый – наш братишка,
С нами весь народ.
Приказ – голов не вешать
И глядеть вперёд!
Ведь с нами Ворошилов,
Первый красный офицер,
Сумеем кровь пролить за ССР!
Припев.
Высо́ко в небе ясном реет алый стяг,
Летим мы на врага туда, где виден враг.
И в битве упоительной
Лавиною стремительной –
Даёшь Варшаву, дай Берлин
И врезались мы в Крым!
Припев.
1920

Вăрçă çулĕ[тӳрлет]

Приезд тов. Сталина в 1ю Конную армию. СССР почта маркки. Сулахайра Сталин, сылтăмра Будённый
  • 1919 çулти чӳк-раштав уйăхĕсенче Пĕрремĕш Юланут çарĕ 9-мĕш тата 12-мĕш стрелок дивизисемпе пĕрле Кăнтăр фрончĕн тапăну ушкăнĕсенчен пĕри шутланнă. Воронеж-Касторна 1919 операцинче шурă гварди юланучĕсене çапса аркатать, кайран 1919 çулхи Донбасс операцине хастар хутшăнать.
  • 1920 çулти кăрлачра Пĕрремĕш Юланут çарĕ 8-мĕш стрелок çарĕпе пĕрле Таганрогпа Ростов-Тан-çинчи хуласене йышăнать. 1920 кăрлачăн вĕçĕнче чылай тапăну çапăçăвĕсенче пулнăскерне Павлов тат Топорков генералсен юланут корпусĕсем хытă аркатна хыççăн нумай çухату тӳссе Тан леш енне чакнă.
  • 1920 çулхи нарăсра çумне хушнă виçĕ стрелок дивизисемпе Егорлык операцине хутшăнса шуррисен 1-мĕш Кубань пехота корпусĕпе Павлов генералăн юланут ушкăнне çĕмĕрсе тăкаççĕ.
  • 1920 çулхи ака-çу уйăхĕсенче совет-поляк вăрçине пула Пĕрремĕш Юланут çара Çурçĕр Кавказран Украинăна куçараççĕ те Кăнтăр-Анăç фронтне параççĕ. Умань патĕнче вăя пуçтарса вăл поляк çарĕсене хирĕç 1920 çулхи Кейӳ операцине хутшăнать.
Вступайте в красную конницу! Плакат УССР, 1920 çул
  • 1920 çĕртме, 5 поляксен Самгородок, Снежна хушинчи поляксен фронтне çурать те çĕртме, 7 тăшманăн тылĕнче Житомирпа Бердичева туртса илет, çавна пула поляксен 2-мĕшпе 3-мĕш çарĕсем васкаса чакаççĕ.
  • Çĕртме, 27 Новоград-Волынский, утă, 10 – Ровно хулисене ирĕке кăларнă.
  • 1920 çулхи утă вĕçĕнче – çурла пуçламăшĕнче Львов патĕнче йывăр çапăçусем , хулана алла илес умĕн, Анăç фрончĕн лару-тăрăвĕ начарланнипе каялла таврăнма тапăч илнĕ. Çурла, 31 Юлиуш Руммелĕн кавалерисчĕсем Комарово патĕнчи çапăçура (Замостье çумĕнче) — 1813 çултан пуçласа чи пысăк кавалери çапăçăвĕнче хĕрлĕ юланутсене хытă тустарнă, ун хыççăн çавăнпа вĕсене резерва куçарнă, ун хыççăн Кăнтăр фронтне, Врангель генералăн шурă гварди çарĕсене хирĕç вăрçма тапăч панă. Чакнă вăхăтра 1-мĕш Юланут çарĕн эткерĕсем нумай еврей тустарăвĕ ирттернĕ, çакăншăн хĕтĕртӳçĕсне хаяррăн айăплăнă.
  • 1920 ç. кĕркунне Кăнтăр фрончĕн урăх çарĕсемпе Каховка плацдармĕнчен Аскани-Новăпа Громовка тĕлнелле ăнăçлă тапăнса кайнă. Операцире Çурçĕр Таврири врангель çарĕсене пысăк тустару кӳнĕ, çакăн хыççăн çак ушкăн юлашкисем нумай çын çухатса, техникăна пăрахса Крыма тарса кĕнĕ.
  • 1920–1921 çç. хĕлĕнче махносемпе Сулахай Çыран Украининче çапăçса пынă, кайран Çурçĕр Кавказри Пржевальсий генералăн пăлхав шурă гвардии çарне çĕмĕрсе такнă.
  • 1921 ç.çу уйăхĕнче ăна салатса янăбыла, анчах та çар штабĕ 1923 çулхи юпачченех ĕçленĕ.

Паллă çарпуçĕсем[тӳрлет]

Пĕрремĕш Юланут çарĕнче нумай паллă командир çапăçнă: С. М. Будённый, К. Е. Ворошилов, С. К. Тимошенко, Г. И. Кулик, С. М. Кривошеин, А. В. Хрулёв, И. В. Тюленев, О. И. Городовиков, К. С. Москаленко, П. С. Рыбалко, Д. Д. Лелюшенко, И. Р. Апанасенко, К. А. Мерецков, А. И. Ерёменко, Д. И. Рябышев, А. А. Гречко, П. Ф. Жигарев, А. И. Леонов, Я. Н. Федоренко, А. С. Жадов, П. А. Белов тата урăххсем те. Çара салатса ярсан унăн пайĕсенче Г. К. Жуков, И. Х. Баграмян, П. А. Курочкин, М. П. Константинов тата ытти паллă çарпуçĕ хĕсметре пулнă.

Каçăсем[тӳрлет]

Шаблон:Граждан вăрçинчи Хĕрлĕ çар