Пĕчĕк Тиккĕ
Википедири материал
Ӳкерчĕк:LePetitPrince.JPG
«Акă унăн чи илем портречĕ…» — «Пĕчĕк тиккĕ», II пайĕ.
«Пĕчĕк тиккĕ» (фр. Le Petit Prince) — Антуан де Сент-Экзюперин чаплă ĕçĕ.
1943 çулта ача-пăча вулавĕ валли пичетленĕ кĕнеке, чăннипе сăвăллă юмах — синкек касман ача чунĕн хастарлăхĕпе ăсчахлăхĕ, çаплах пурнăçпа вилĕм, юратупа яваплăх, туслăхпа тĕрĕслĕх çинчен.
Кĕнекен ӳкерчĕкĕсене автăрĕ хăйех ăсталанă, çавăнпа та вĕсем хăйсем паллă шутланаççĕ. Кусем иллюстрацисем мар — хайлавăн уйрăлми пайĕсем: автор та, юмахри çынсем те ӳкерчĕксем пирки калаçаççĕ.
[тӳрлет] Пичете хатĕрлесе кăларни
- 1942 çулта Çĕнĕ Йорк хулинче çырнă.
- Пĕрремĕш хут 1943 çулта АПШ-ри «Reynal & Hitchcock» пичетлĕвре кăларнă. Малтан пичете акăлчанла (акăл. «The Little Prince» тухнă, Катерина Вудс, Katherine Woods) куçарнипе; кайран францилле.
- Пĕрремĕш францилле кăларăмĕ: «Editions Gallimard», 1946
- Вырăсла куçарни: Нора Галь, 1958