Апаш Степан Павлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Павлов Степан Павлович ҫинчен куҫарнӑ)
Степан Апаш
Çуралнă чухнехи ят: Павлов Степан Павлович
Çуралнă вăхăт: 1918
Çуралнă вырăн: Коснар ялĕ, Шупашкар уесĕ Хусан кĕперни
Вилнĕ вăхăт: 1992
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи, драматургĕ
Жанр: пьеса, поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Павлов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Степан Павлович Павлов (1918 çул, Коснар ялĕ, Шупашкар уесĕ, (халĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районĕ) — 1992 çул, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш прозăçи, драматургĕ[1]

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1918 çулта Шупашкар уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районĕ) Коснар ялĕнче çуралнă.

Икĕ класлă ял шкулĕнче тата Шупашкарти театр техникумĕнче вĕреннĕ. Актёр, Чистопольти чăваш драма театрĕн ертӳçи, Чăваш Республикин халăх пултарулăхĕн çурчĕн театр пултарулăхĕн методисчĕ, «Капкăн» журналăн литсотрудникĕ пулнă.

1992 çулта Шупашкарта вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çыравçă 12 кĕнеке пичетлесе кăларнă:

  • «Хаклă хăна» (1961);
  • «Кам Чутая, кам Алтая» (1970);
  • «Çăмах яшки» (1982);

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. Агаков, Л. Пĕчĕк пьесăсем те пысăк шухăшлă пулмалла / Л. Агаков // Коммунизм ялавĕ. – 1957. – 28 марта.
  2. Васильев, Г. Шӳтлет те, йĕплет те / Г. Васильев // Пионер сасси. – 1970. – 11 апр.
  3. Никифоров, И. «Савнă тусăм, хура куçăм» / И. Никифоров // Чăваш коммунни. – 1950. – 17 янв.
  4. Ялгир, П. Абаш (Павлов) Степан Павлович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 5.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]