Пагуош ăсчахĕсен юхăмĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Пагуош ăсчахĕсен юхăмĕ (акăл. Pugwash Conferences on Science and World Affairs) — лăпкăлăхшăн, хĕçпăшалсăрланасшăн тата тĕнчери хăрушсăрлăхшăн, тĕнчери термойетре вăрçине хирĕçле тата ăслăлăх пĕрĕçлĕхĕшĕн кĕрешекен ăслăхсен пĕрлешĕвĕ. Пагуош юхăмĕ 1955 çулта çуралать, ун чухне тĕнчери 11 паллă ăсчах, çав шутра А. Эйнштейн, Ф. Жолио-Кюри, Б. Рассел, М. Борн, П. У. Бриджмен, Л. Инфельд, Л. Полинг, Дж. Ротблат, йĕтре энергине вăрçă тĕлĕпе усă курассине чарас конференцие пуçтарас манифестпа Çĕр çинче пурăнан халăхсем умне тухаççĕ.

1987 çулта Тĕнчери студентсен тата çамрăксен Пагуош юхăмне йĕркеленĕ.

Пагуош юхăмне хутшăнакансен шухăшĕсен тĕнчипе сарас тĕллевпе периодика кăларăмĕсем тухаççĕ: «Proceedings of the Pugwash Conferences on Science and World Affairs» (çулсерен 1957 çултанпа), «Pugwash Newsletter» (кашни виçе уйăхра 1963 çултанпа), «Pugwash Occasional Papers» (кашни виççĕ уйăхра 2000 çултанпа), ятарлă монографисемпе евитсем.[1]

Пагуош конференцисем[тӳрлет]

Пĕрремĕш конференци[тӳрлет]

Пĕрремĕш Пагуош конференцийĕ 1957 çулхи утăн 7—11-мĕшĕсенче канад миллиардерĕ тата этем пĕрлĕхĕн ĕçченĕ Сайрус Итон хастаррăн тăрăшнипе унăн çуралнă çĕрĕнче Пагуошра (Çĕнĕ Шотланди, Канада) пуçтарăнать. Конференцире 10 патшалăхран килнĕ 22 ăсчах пулнă (7-шĕ АПШ-ран, çав шутра Герман Мёллер, Лео Силард, 3-шĕ СССР-тан, 3-шĕ Японирен, çав шутра Синъитиро Томонага, Хидэки Юкава, 2-шĕ Аслă Британирен, çав шутра Сесил Фрэнк Пауэлл, 2-шĕ Канадăран, пĕррерĕн Австралирен (Марк Олифант), Австрирен, Китайран, Францирен тата Польшăран). Ытларахăшĕпе, вĕсем йĕтре физикĕсем пулнă. СССР-тан академик Топчиев А. В., профессор Кузин А. М., академик Скобельцын Д. В., çаплах СССР ĂА Президиумĕн тĕп ăсчах секретарĕн пулăшуçи Павличенко В. П. килнĕ. Пĕрремĕш Пагуош конференцийĕ йĕтре хĕçпăшалĕпе усă курни хăрушлăха кăларнине, вăл тĕнчипе сарăлнине тĕрĕслесе тăрассине сӳтсе явнă. Конференцинче Пагуош юхăмĕн пĕрмай ĕçлекен комитетне туса хураççĕ, вăл Лондонра вырнаçать.

1957 çултанпа Пагуош конференцисене çулне 1—2 ăстрăм ирттернĕ. Йĕркелĕвĕн канашĕ йышăннипе 2007 çултанпа Пагуош конференцисене 18 уйăхра пĕрре пухăнаççĕ.

Пагуош юхăмĕн конференцийĕсем хушшинче тĕрлĕ çĕр-шывра темăсемпе симпозиумсем тата семинарсем ирттереççĕ.

Конференцисен йăла-йĕрки[тӳрлет]

  • Пур хутшăнакана пайăррăн чĕнсе илеççĕ, вĕсем епле те пулин патшалăхшăн е йĕркелĕвшĕн явапламаççĕ.
  • Дискуссисене алăксене хупса ирттереççĕ, тĕлпулу вĕçленсен кăна пресса валли кĕске пĕлтерӳ параççĕ.[2]

Конференцисен ят-йышĕ[тӳрлет]

Номер Ирттернĕ вăхăт Хула Патштлăх Асăрхавсем
1-мĕш Утă 1957 Пагуош Канада
2-мĕш Çу 1958 Лак-Бопор Канада
3-мĕш Авăн 1958 Кицбюэль Австри
4-мĕш Çĕртме — утă 1959 Баден-Баден ФРГ
5-мĕш Çурла 1959 Пагуош Канада
6-мĕш Раштав 1960 Мускав СССР
7-мĕш Авăн 1961 Стоу АПШ
8-мĕш Авăн 1961 Стоу АПШ
9-мĕш Çурла 1962 Кембридж Аслă Британи
10-мĕш Авăн 1962 Лондон Аслă Британи
11-мĕш Авăн 1963 Дубровник Югослави
12-мĕш Кăрлач 1964 Удайпур Инди
13-мĕш Авăн 1964 Карл Варĕсем Чехословаки
14-мĕш Ака 1965 Венеци Итали
15-мĕш Раштав 1965 — кăрлач 1966 Аддис-Абеба Эфиопи
16-мĕш Авăн 1966 Сопот Польша
17-мĕш Авăн 1967 Роннебю Швеци
18-мĕш Авăн 1968 Ницца Франци
19-мĕш Юпа 1969 Сочи СССР
20-мĕш Авăн 1970 Фонтана АПШ
21-мĕш Çурла — авăн 1971 Синай Румыни
22-мĕш Авăн 1972 Оксфорд Аслă Британи
23-мĕш Çурла — авăн 1973 Ауланко Финлянди
24-мĕш Çурла — авăн 1974 Баден Австри
25-мĕш Кăрлач 1976 Мадрас Инди
26-мĕш Çурла 1976 Мюльхаузен ГДР
27-мĕш Çурла 1977 Мюнхен ФРГ
28-мĕш Авăн 1978 Варна Болгари
29-мĕш Утă 1979 Мехико Мексика
30-мĕш Çурла 1980 Брекелен Нидерландсем
31-мĕш Çурла 1981 Банфф Канада
32-мĕш Çурла 1982 Варшава Польша
33-мĕш Август 1983 Венеци Итали
34-мĕш Утă 1984 Бьёрклиден Швеци
35-мĕш Утă 1985 Кампинас Бразили
36-мĕш Авăн 1986 Будапешт Венгри
37-мĕш Авăн 1987 Гмунден Австри
38-мĕш Çурла — авăн 1988 Дагомыс СССР
39-мĕш Утă 1989 Кембридж АПШ
40-мĕш Авăн 1990 Эгем Аслă Британи
41-мĕш Авăн 1991 Пекин Китай
42-мĕш Авăн 1992 Берлин Германи
43-мĕш Çĕртме 1993 Хасслуден Швеци
44-мĕш Çĕртме — утă 1994 Колимбари Греци
45-мĕш Утă 1995 Хиросима Япони
46-мĕш Авăн 1996 Лахти Финлянди
47-мĕш Çурла 1997 Лиллехаммер Норвеги
48-мĕш Авăн — юпа 1998 Хурика Мексика
49-мĕш Авăн 1999 Рустенбург КАР
50-мĕш Çурла 2000 Кембридж Аслă Британи
51-мĕш Пуш 2002 Агра Инди
52-мĕш Çурла 2002 Сан-Диего АПШ
53-мĕш Утă 2003 Галифакс, Пагуош Канада
54-мĕш Юпа 2004 Сеул Кăнтăр Корей
55-мĕш Утă 2005 Хиросима Япони
56-мĕш Чӳк 2006 Каир Икĕпат
57-мĕш Юпа 2007 Бари Италия
58-мĕш Ака 2009 Гаага Нидерландсем
59-мĕш Утă 2011 Берлин Германи

Тĕнчери хисепĕ[тӳрлет]

1995 çулта Пагуош юхăмĕ Лăпкăлăх Нобель парнине «Йĕтре хĕçпăшалĕн шайне тĕнчери политикăра пĕчĕклетес енĕпе çитĕнӳ тунăшăн тата нумай çул хушши çак хĕçпăшала чарасшăн тăрăшнăшăн» тесе тивĕçет.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

  • Пагуошские конференции — БСЭ
  • Рыжов Ю. А., Лебедев М. А. Ученые Академии наук в Пагуошском движении // Вестник РАН.-2005.-Т. 75, № 6.
  • Рыжов Ю. А., Лебедев М. А. Юбилей Пагуошского движения // Вестник РАН.-2007.-Т.77, № 10.
  • Лебедев М. А. К 50-летию Пагуошского движения // Экология и жизнь.-2007.-№ 10, 11.

Каçăсем[тӳрлет]

Шаблон:Нобелĕн лăпкăлăх парни 1976—2000