Пайпарăс

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Бейбарс (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Пайпарăс
чăв. Пайпарăс
Пайпарăс çырминчи пĕве
Пайпарăс çырминчи пĕве
Характеристика
Шыв системи Пайпарăс → Пăла → Сĕве  → Атăл
Шыв юххи
Шыв пуçламăшĕ
 • Вырнаçу Тутар Сăкăт ялĕн историлле çĕрĕсем
Шыв вăрри
 • Вырнаçу Пăла, Кивĕ Ахпӳрт (Патăрьел районĕ);
Вырнаçни
Патшалăх Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ
Регион Чăваш Республики

ПайпарăсЧăваш Енн çĕрĕ тăрăх юхакан юханшыв, Пăла шывĕн сылтăм юппи. Хăшпĕр çăлкуçсенче, те гиперкоррекци хыççăн хăваласа, уйрăмах вырăсла текстсенче, "Байбарус" тени тĕл пулать[1]. Тĕпчев ĕçĕнче "Пайпарăс" (вырăсла: Пайпарас) тесе асăннă[2]. Çавăн пекех, ахăртнех, çак çырмана пĕвелесен пулнă шыв пуххисене "Байбарус кÿлли" е "Байбарыс кÿлли" пек палăртнисем пур[3]. Çапах та ку ята вырăс чĕлхинче чăнах та официаллăн çирĕплетнĕ иккен[4].

Тавралăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тутар Сăкăт ялĕн историлле çĕрĕсенчи çăлкуçсенчен пуçланать, Кословккă, Пăлакасси ялĕсен историлле çĕрĕсем витĕр иртсе Кивĕ Ахпӳрт ялне кĕрет, Пăлана юхса тухать.

Уйрăм ăславçă шухăшĕ (тĕрĕсрех каласан, унта халăхри халап пирки сăмах пырать)[2]:

<Куçару: Пăла çинчи çирĕплетнĕ вырăнсене хÿтĕлемешкен Мускав патшалăхĕ ахпÿртсене те явăçтарнă. Кăнтăр чикĕсене хÿтелекенсем валли Нухай каççи тĕлĕнчи çĕрсене уйăрнă, çапла вара "Тискер уйсем" шутланакан вырăна çынсем килсе лекнĕ. Нухай каççи тăршшĕпе хурал станĕсене вырнаçтарса тухнă. Хăрушлăхсене сирме хăйне майлă "телеграфпа" усă курнă. Палăртав кăвайчĕсемпе тата ялавсемпе систернĕ пĕрне-пĕри. Нухай каççине сыхлакансем пĕрре мар хĕрÿ тытаçăва кĕнĕ тăшманпа. Тăван çĕре сыхласа вĕсем Мускав патшалăхне те сыхланă. Пĕр çапăçура тăшманăн Пайпарăс ятлă çарпуçне вĕлернĕ те ял тулашĕнчи[5] çырмара пытарнă. Асăннă çырмана паян та Пайпарăс теççĕ.>

Хăшпĕр çăлкуçсем ку ята, каларăмăр ĕнтĕ, "Пайпарас" мар, "Байбарус" пек палăртаççĕ[6]:

<Куçару: 00:00 04 май 2006 ç. 3 май 2006 çул Кивĕ Ахпÿрт пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн 7-8-мĕш класĕсем ерте пыракансемпе пĕрле мĕнпурĕ 43 çын "Çурхи Ырăлăх эрни" акци шучĕпе Пайпарăс (оригиналта — Байбарус) хĕррипе йывăçсемпе тĕмсем лартса тухнă. Пĕр кун хушшинче мĕнпурĕ 1052 йывăç лартнă. Хутшăнакансем пурте кăмăллă юлнă.>

Ялсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юханшыв ячĕн этимологийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чи пулаясла верси — çын ятĕнчен пулса кайнă (аяларах кăтартнă ыйтусене тата вĕсен хуравĕсене пăхăр)[7][8].

<Куçару: ilgiz-karina » 29 сен 2014, 22:29 Салям алейкум! Бейбарс ят пирки ыйту. Хăюллă эмир çинчен илтнĕ, анчах информаци сахал. Çавăнпа Сиртен ыйтатпăр: 1)Мăссăлмансем пĕтĕмĕшле илсен усă кураççĕ-и унпа? 2)Араб чĕлхипе епле çырăнать? 3)Пĕлтерĕшĕ мĕнле? 4)Ачана унашкал ят пама юрать-и? Джазак Аллаху хайран!>

<Куçару: administrator » 01 окт 2014, 17:08 Ва алейкум ассалам ва рахматуллахи ва баракатух.

Ва ийякум. 1)Кун пек ят пани халь çукпа пĕрех. Араб çĕршывĕсенче пачах та çук (вăл шутра ытти паллă мамлюксен ячĕсем те — Кутуз, Айбек т.ыт.те). Араб мар çĕршывсенче хушăран тĕл пулкалать (сăмахран, турккăсен Baybars). 2)Арабла بيبرس пек çырăнать. 3)Сăмах "бей" (тĕрĕк титулĕ — бай, бий, бек) тата "барс" (чĕрчун) тенисенчен тăрать. 4)Чару çук, ачана апла ят пама пулать, енчен те сайралăх шиклентермесен тата чылай мăсçальман çĕршывĕсенче пачах çукки пăшăрхантармасан.

Ĕнтĕ еплерех пулма пултарать-ха Патăрьел таврашĕнчи "Пайпарăс" тата çак "Бейбарс" хушшинчи çыхăну? Бейбарс I — вăтам ĕмĕрсенчи Египет султтанĕ. Вăл хăй Египет çынни мар, кыпчак пулнă[9][10]. (Икĕпатра кăпчаксене мамлюксем тенĕ, вĕсен хушшинче çавăн пекех черкессем, абхазсем, грузинсем те пулнă). Урăхла каласан, унăн, Бейбарс султанăн, тăван çĕршывĕ — Кăпчак çеçенхирĕ (Дешт-и-Кыпчак). Çапла вара, кун пек ят, Бейбарс тени, ку тăрăхра анлăн сарăлнă пулмалла. Вăт, çав ĕлĕкхи вăхăтсенче çакăн пек ят хальхи Патăрьел тăрăхне те пырса çакланма пултарнă. Анчах та ăна, вăл ята, уписаччĕлнĕ тутарсемпе çеç çыхăнтарма кирлĕ мар. Чăвашсем хушшинче те пулма пултарнă ун чухне çав ят.

Çавна май кунта Красноармейски районĕнчи Чатукасси ялĕн ĕлĕххи вырăсла ятне (Бибарсово-Чадукасы) аса илни те питĕ вырăнлă[11].

В.Д.Димитриев профессор çырнинчен[12]:

<Куçару:1551-мĕш çулхи ноябрьте Шах-Али хан хăйне ертÿçĕрен сирпĕтсе Нухай енчен çĕнĕ хан чĕнсе илеслĕ Бибарс кнеçĕн, Катăш пăхаттирĕн, Карамыш уланăн тата ыттисен каварне тупса палăртнă. Каварçăсене пурне те вĕлернĕ. Бибарс тенин пĕлтерĕшĕ — барс пек вăйлă кнеç: Би — кнеç, хоспочын, пуçлăх. Барс — Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн символĕ.>

Чăнах та, XVIII ĕмĕрте Кивĕ Ахпÿртре те темĕнле Байбарыс Дмитриев пурăнни паллă (вăл 1748-мĕш çулта 40 çула çитсе вилнĕ)[13] Асăннă çыннăн тăхăмĕсем Кивĕ Ахпÿртре паян та пурри пирки каланисем тĕл пулаççĕ. Анчах та çакна ĕнентерсе парас пулать. Паянхи Гавриловсем тăхăм теççĕ, архивра та çырни пур теççĕ, çапах та çав архиври харпăр хутсем çине тĕллесе кăтартни тата цитатăлани çук.

1864-мĕш çулхи документра шыв ятне «Ятсăр» тесе палăртнă[13][14]. Анчах та ку çырман ячĕ ун чухне чăнах та çуккине мар, документа хатĕрлекенсем тупса палăртайманнине çеç кăтартма пултарать.

1637-мĕш çулхи « Переписные книги Осипа Зюзина и подьячего Путилы Одинцова, по наказу казанских воевод боярина Ивана Васильевича Морозова и князя Никиты Никитича Гагарина, дьяков Никифора Талызина и Леонтья Полуектова, на поместные и вотчинные земли, сенные покосы и другие угодья князя Аклыча и крестьян в Князь-Аклычевской сотне Свияжского уезда» текен документра Байбарис Янбарисов ятлă çынна асăннă[15].

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Бейбарс султтанăн Каирти Наци Çар музейĕнчи бронза бюсчĕ. Ку султтан — «Пайпарăс» ятлă çынсенчен чи палли

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 2006.05.04 Озеленена территория р.Байбарус. — Патăрьел районĕн официаллă сайчĕ
  2. ^ 1 тата 2 Казаков, Николай.Топонимика местного края. 7-мĕш класра вĕренекенĕн ĕçĕ.
  3. ^ Иванова А.С. Типология чувашских гидронимов. — Диссертаци (филологи ăславĕсен кандидачĕ) автореферачĕ.
  4. ^ Карттă: N-38-36-C-d — ФГУП «ГОСГИСЦЕНТР»
  5. ^ Çĕнĕ Ахпӳрт пирки сăмах пырать кунта.
  6. ^ Новости » Озеленена территория р.Байбарус. — Патăрьел районĕн официаллă сайчĕ.
  7. ^ Мусульманские имена Форум Мусульманские имена. 2021 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
  8. ^ Иванова А.М. Чувашские антропонимы татарского происхождения (Исследование выполнено при финансовой поддержке РФФИ и Чувашской Республики в рамках научного проекта № 18-412-210002 р_а.
  9. ^ Бейбарс Султан (1223–1277 гг.) 2018 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ. — "Тарих" сайт (Казахстан).
  10. ^ Половецсем. 2018 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
  11. ^ Валентинов А. Волжская Булгария и д. Бибарсово-Чадукасы. — Красноармейское, 2013. — 56 с.
  12. ^ [В.Д.Димитриев] Мирное, по челобитью, присоединение Чувашии к Российскому государству — Официальный портал органов власти Чувашской Республики
  13. ^ 1 тата 2 Фонды №№ 1–26 / Каталог фондов ГАУО. Тĕрĕсленĕ 13 Кӑрлач уйӑхӗн 2021.
  14. ^ Александр Салмин, Алевтина Павлова. Ты в памяти у всех, родная сторона—2. — Чебоксары: Новое время, 2013. — С. 16-18. — 232 с. — ISBN УДК 908, ББК 26.89(2Рос.Чув), С 16.
  15. ^ Басманцев Д. В., Кочетков В. Д. «ОСОБЕННОСТИ КОЛОНИЗАЦИИ СРЕДНЕГО ПОВОЛЖЬЯ В КОНЦЕ XVI – ПЕРВОЙ ПОЛОВИНЕ XVII ВЕКА: НА ПРИМЕРЕ КНЯЗЬ-АКЛЫЧЕВОЙ СОТНИ СВИЯЖСКОГО УЕЗДА». 2021 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ. / «Система землевладения и социальные категории населения Волго-Уралья и Западной Сибири XVI–XIX вв.» Казань, 2021. — с.141.
  16. ^ Россия ▹ Южный ФО ▹ Краснодарский край ▹ Отрадненский район ▹ Главная▹Байбарус — esossedi сайт.
  17. ^ Список персонажей «Крови Триединства»
  18. ^ Бибарсов Мукаддас Аббасович.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]