Палкарсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Палкарсем (таулу) — тĕрĕк çемйинчи, карачайсене çывăх, вĕсемпе пĕр карачай-палкар чĕлхипе калаçакан халăх.

Халăх йышĕ[тӳрлет]

Раççейре — 108 пин çын (2002) пурăнать, Кабарда-Палкар республикинче (кăнтăр тата кăнтăр-анăç енче) — 105 пин.

Пайăр ушкăнĕсем[тӳрлет]

Вырăнти ушкăнĕсем: палкарсем (малкъарлыла), пиçинкисем (бызынгычыла), холамсем (холамлыла), чегемсем (чегемлиле), урусбисем е баксансем (басханчыла).

Тĕн[тӳрлет]

Хăйсен йăлипе исламăн суннит тĕсне тытса пыраççĕ. Палкарсен авалхи тĕн йăли - танкăр.

Истори[тӳрлет]

XIII ĕмĕрте монголсем тапăнса килсе, палкарсене тӳремсенчен ту хушăкĕсене тĕртсе куçараççĕ; кунта вĕсем пилĕк пысăк «пĕрлĕх» йĕркелеççĕ: Палкар, Хулам, Пеçенке, Чекем тата Уруспи. XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче палкарсен пĕр ушкăнĕ айлăма анать, тепĕррисем Турцие куçса каяççĕ (махаджирлăх), несĕлĕсем халĕ те унтах пуранаççĕ.

1944 çулта палкарсене, нимĕç çарĕсемпе пĕр май пулнă тесе айăпласа, пĕтĕмпех Вăтам Азине ирĕксĕрех куçараççĕ. 1957 çулта тин халăхăн сахал пайĕ Кабарда-Палкара таврăнать; чылайăшĕ Казахстанпа Киргизире юлаççĕ.

Паллă палкарсем[тӳрлет]