Памплемус ботаника сачĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Памплемус садĕнчи мăн шыв лилисем

.

Ботаника сэр Сивосагур Рамгулам ячĕллĕ сачĕ (акăл. Sir Seewoosagur Ramgoolam Botanical Garden, SSR Botanical Garden), е ахаллĕ Памплемус ботаника сачĕ Маврики тĕп хули Порт Луи çумĕнче вырнаçнă. Ботаника сачĕ кăнтăр çĕр чăмăрĕнчи çакăн пек садсенчен ваттисенчен пĕри шутланать: ăна 1770 çултах франци ӳсен-тăран ӳстерекенĕ Пьер Пуавр (1719—1786) йĕркелесе янă. Сад лаптăкĕ паянкуна 37 гектара яхăн.

Садра пысăк кăкшăм курăкĕсемпе техем ӳсен-тăран пуххи çитĕнет; кунтах эбен йывăçĕ, сахăр хăмăшĕ, çаплах Тĕп Америка, Ази, Африка патшалăхĕсенчи тата Инди океанĕн утравĕсенчи тĕл пулакан 85 тĕслĕ пальмă ӳсет. Чылай йывăçа патшалăх ертӳçисем хăйсемех лартнă: Индира Ганди, Франсуа Миттеран, Роберт Мугабе.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]