Пансперми

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пансперми

Пансперми (ав.гр. πανσπερμία — тĕрлĕ тĕслĕ вăрăлăх хутăшĕ, πᾶν (pan) — «пурĕ» тата σπέρμα (sperma) — «вăрăлăх») — Çĕр çинчи пурнăçа урăх планетăсенчен «пурнăç тĕввине» илсе килсе пуçарса янă тесе ăнлантаракан гипотеза.

Ăна нимĕç ăсчахĕ Г. Рихтер 1865 çулта шутласа кăларнă, Г. Гельмгольц тата С. Аррениус унпа килĕшнĕ.

Пансперми теорипе татăçуллă, çут тĕнче уçлăхĕнче сапаланнă пурнăç тĕввисем (тĕслĕхрен, микроорганизмсен вăррăлăхĕсем) космослăхри пĕр кĕлетке çинчен теприн çине вутлă хӳресемпе[1] е çутă пусăмĕ тĕкнипе куçаççĕ.

Пансперми теорипе Çĕр çинче пурнăç пуçланса кайнине ăнлантарнă. Космосри пайăркасем биологи объекчĕсене радиаци сĕмĕпе хĕртнине уçса тĕпчесен çак гипотезăн шайĕ самаях чакнă.

Анчах та Аполлон-12 миссинче Уйăх çине Сервейер-3 программипе аннă зонд çинче çер çинчи чĕрĕ микроорганизмсене тупнă хыççăн пансперми пирки каллех калаçу тăтăшах тапранса каять. Юлашки вăхăтра пансперми шухăшне Çĕрпе Марс (çак хĕрлĕ планета çинче шыв чылай пулнă чухне) хушшинчи çыхăну ыйтăвĕсене сӳтсе явнă чухне уйрăмах асăнаççĕ.

2006 çулта Deep Impact миссинче вутла хӳре япалалăхне тĕпчесе вутлă хӳрере шывпа ансатран та ансат органика пĕрлешĕвĕсем пуррине палăртнă. Çак пĕтĕмлетӳ вутлă хӳресене Çут Тĕнчере пурнăçа куçарса çӳрекенсен йышне кĕртет.

Кăсăк фактсем[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ DNA Precursors In Meteorite Confirmed As Extraterrestrial (акăлч.)

Каçăсем[тӳрлет]