Панфилов Иван Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Иван Васильевич Панфилов (кăрлач, 1 1893, Петровск, Сарăту кĕперничӳк, 19 1941, Гусенёво, Волоколамск районĕ, Мускав облаçĕ) — совет çар ĕçченĕ, генерал-майор, Совет Союзĕн Паттăрĕ. ВКП(б) пайташĕ (1920 çултанпа). Совет Çарĕнче 1918 çултанпа.

1938 çултанпа— Киргизи ССР-ĕн вăрçă комиссарĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

1915 çулта патша çарне хĕсмете чĕннĕ те вырăс-герман фронтне янă. 1918 çулта ирĕк кăмăлпах Хĕрлĕ Çара куçнă, ăна 25-мĕш Чапаев дивизин 1-мĕш Сарăту пехота полкне хĕсмете илнĕ. Граждан вăрçине хутшăннă, 25-мĕш Чапаев дивизинче çапăçнă.

Граждан вăрçи хыççăн икĕ çул Кейӳри пĕрешĕннĕ пехота шкулĕнче вĕреннĕ, кĕçех çакăн хыççăн ăна Вăтам Азири вăрçă тăрăхне куçараççĕ. Пăсмачсемпе кĕрешнĕ. ВКП(б) пайташĕ (1920 çултанпа). 1938 çултанпа — Киргизи ССРĕн вăрçа комиссарĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче — 316-мĕш стрелок дивизин (1941 çулхи чӳк, 17— 8-мĕш гварди дивизин) командирĕ.

Вăрçă журналисчĕсем çак дивизин танксене пĕтерекен пĕр взвочĕ (28 28 панфиловсен паттăр ĕçĕ) 1941 чӳкĕн 16-мĕшĕнчи çапăçура тăшманăн 18 танкне çунтарса янă. Терĕсспе, çак паттăр ĕçе 1075 стрелок полкĕн салтакĕсем тунă, анчах та совет пропаганди ăна халăх кăмăлне çĕклес тĕллевпе çӳле хăпартса янă.

Чӳкĕн 16-мĕшĕнче дивизие нимĕçсен иккĕ танк дивизийĕ атакăланă — 2-мĕш танк дивизийĕ 316-мĕш стрелок дивизин хӳтĕлевĕн варринче, 11-мĕш танк дивизийĕ Дубосеково патĕнче, 1075-мĕш стрелок полкĕ тĕлĕнче. Панфилов дивизин пайĕсем Волоколамск тĕлĕнче чылай йышлă тăшманпа йывăр хӳтĕлӳ çапăçăвĕсенче пурĕ те паттăррăн вăрçнă. Чӳкĕн 16-20-мĕшĕсенче Волоколамск тĕлĕнче 316-мĕш стрелок дивизийĕ (1941 çулхи чӳк, 17— Хĕрлĕ Ялавлă, чӳк, 18— 8-мĕш гварди дивизи) вермахтăн иккĕ танк тата пĕр пехота дивизине чарса лартнă. Ăнăçлă çапăçнăшăн дивизие чӳкĕн 23-мĕшĕнче Панфилов ячĕпе чыслаççĕ. 4-мĕш танк ушкăнне ертсе пынă генерал-полковник Эрих Гепнер — унăн тапăну вăйĕсем 8-мĕш гварди дивизие çапăçăва выляса янă — хăйĕн «Центр» çар ушкăнĕн çарпуçĕ Федор фон Бок патне янă хĕсмет çырăвĕсенче советсен дивизине «мĕнпур устава тата çапăçу йĕркине пăсса çапăçакан тискер дивизи» «салтакĕсем парăнмаççĕ, питĕ хăюллă, вилĕмрен те хăрамаççĕ» тесе хыпарлать.

1941 çулхи чӳкĕн 18-мĕшĕнче Мускав облаçĕн Волоколамск районĕнчи Гусенёво ялĕнче нимĕç миномёт минин ванчăкĕ çапнипе вилнĕ.

Панфилов генерал вилнĕ саманта Катуков маршал (1941 ç. — полковник) çырса кăтартать, унăн 4-мĕш танк бригади фронтра кӳршĕлле вăрçнă:

Утром 18 ноября два десятка танков и цепи мотопехоты снова стали окружать деревню Гусенево. Здесь в это время находился КП Панфилова — наспех отрытая землянка рядом с крестьянской избой. Немцы обстреливали деревню из миномётов, но огонь был неприцельным, и на него не обращали внимания.

Панфилов принимал группу московских корреспондентов. Когда ему сообщили о танковой атаке противника, он поспешил из землянки на улицу. За ним последовали другие работники штаба дивизии. Не успел Панфилов подняться на последнюю ступеньку землянки, как рядом грохнула мина. Генерал Панфилов стал медленно оседать на землю. Его подхватили на руки. Так, не приходя в сознание, он умер на руках своих боевых товарищей. Осмотрели рану: оказалось, крошечный осколок пробил висок.

Катуков М. Е. На острие главного удара. — {{{1}}} м: Воениздат, 1974. — С. 83-84.

Фотопухăм[тӳрлет]

Астăвăм[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]